22 октября 2014 г.
- Октябрĕн 18-мĕ-шĕнче Хĕрлĕ Чутайра пурăнакан Анна Васильевна Фролова 90 çул тултарнă. Çак ятпа ун патне РФ Президентĕнчен саламлă Çыру килнĕ тата районти власть представителĕсем ăшшăн саламланă.
- Республикăра, вăл шутра пирĕн районта та, октябрĕн 15-мĕшĕнчен пуçласа ноябрĕн 15-мĕшĕччен право пĕлĕвĕсен уйăхлăхĕ пырать. Вĕренỹ заведенийĕсенче асăннă тематикăпа класс сехечĕсем, тренингсем, конкурссем тата ытти мероприятисем иртеççĕ.
- Кăçал районти ĕçпе тивĕçтерекен центр ача виçĕ çула çитиччен отпускра ларакан сакăр амăшне професси пĕлĕвĕ илме вĕренме янă. Çамрăк амăшĕсене вĕреннĕ вăхăтра стипенди, çул укçи тỹленĕ. Ача пăхнă хушăра вĕреннисем каярахпа çăмăллăнах профессипе ĕç тупаççĕ.
- Иртнĕ эрнере çул çитмен çамрăксен ĕç бригадисен республикăри конкурсĕн районти тапхăрĕн çĕнтерỹçисем _ Мăн Этмен шкулĕн "Ĕç десанчĕ" бригада членĕсем _ конкурсăн финалне хутшăннă. Мăнэтменсем ЧР Вĕренỹ министерствин Тав çырăвне тивĕçнĕ.
- Нумаях пулмасть республикăри шкул тулашĕнчи ĕçсен "Эткер" центрĕ "Аслă ăру çыннисен тĕнчи _ çамрăксен куçĕпе" фотоконкурс ирттернĕ. Унта пĕтĕмпе 16 районтан 283 çамрăк хутшăннă. Чи çамрăккисен ушкăнĕнче "Пилеш" ача садĕнчи Валерия Карпова (ертсе пыраканĕ Ирина Романова) "Алла-аллăн, чунпа чун" номинацире виççĕмĕш вырăн йышăннă. А.ЗАМУТКИНА.
Источник: "Наша жизнь" (Красночетайская районная газета)