Отдел ЦЗН Красночетайского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кĕске хыпарсем

27 августа 2014 г.

Августăн 28-мĕшĕнче Çĕн Ирчемесре çуралса ỹснĕ Михаил Якимович Назаров (Айгир) çуралнăранпа 100 çул çитет. Михаил Айгир райхаçатăн тĕп редакторĕнче 10 çул (1952-1962 çулсенче) ĕçленĕ. Çав хушăра хаçат пурнăçĕнче чылай улшăну пулса иртнĕ: икĕ страницăпа тухакан хаçат тăваттăллă тухма тытăннă, ĕçлекенсен йышĕ хушăннă. 

- Иртнĕ эрне кун "Коминтерн" хуçалăхăн çĕр ĕçченĕсем кĕрхи пĕрчĕллĕ культурăсене акма тухнă. Вĕсене 500 гектар лаптăк çинче акса хăварма палăртнă.

- Район территорийĕнче "Условник" оперативлă профилактика мероприятийĕн виççĕмĕш тапхăрĕ иртнĕ. Полици сотрудникĕсем тата çул çитмен çамрăксемпе ĕçлекенсем каçхи вăхăтра 11 рейд ирттернĕ.

- Районти ĕçпе тивĕçтерекен центр ĕçченĕсем хăйсем патĕнче учетра тăман ĕçсĕр граждансене ĕçе вырнаçтарас тата патшалăх пулăшăвĕпе усă курма пулăшас тĕллевпе Пантьăкра, Хĕрлĕ Чутайра, Атнарта пулнă. 18 çынна ĕç саккунĕсемпе çыхăннă ыйтусемпе консультаци панă.

- Районти предприятисемпе организацисенче тивĕçлĕ канăва тухнă 85 пенсионер ĕçлет.

- Украинăран пирĕн тăрăха 25 çын тарса килнĕ, вĕсенчен саккăрăшĕ _ ачасем. Кашни çын пуçне патшалăх кунне 800 тенкĕ парса пулăшать. - Ял хуçалăх предприятийĕсем августăн 20-мĕшĕ тĕлне 4172 тонна тĕш тырă çапса илнĕ, кашни условнăй выльăх пуçне 21,5 центнер выльăх апачĕ янтланă. Ĕç малалла пырать.

- Нумаях пулмасть инженерсемпе техниксен кадрĕсене хатĕрлес пахалăха ỹстерес ыйтупа Шупашкарта вĕренỹ заведенийĕсен представителĕсем, ĕçпе тивĕçтерекенсем хутшăннипе Пĕтĕм Раççейри халăх фрончĕн форумĕ иртнĕ. Унта хутшăнакансем кадрсем хатĕрлес енĕпе лару-тăру лайăхланнине, çапах та промышленноçпа професси пĕлĕвĕ паракан организацисен тухăçлăрах ĕçлемеллине палăртнă.

- Çитес вăхăтра Çĕн Атикассинчи шкул çурчĕн тăррине улăштарма палăртнă.

- Ыран районти педагогсем августри конференцие пухăнса иртнĕ вĕренỹ çулне пĕтĕмлетĕç, задачăсене палăртĕç. Кăçалхи конференци "Хĕрлĕ Чутай районĕнчи физикăпа математика тата çут çанталăкпа наука вĕрентĕвĕ, татса памалли ыйтусем тата малашлăх" темăпа иртĕ.

Источник: "Наша жизнь" (Красночетайская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика