Отдел ЦЗН Красночетайского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чун туртăмне кура суйла, е Çамрăксене професси ориентацийĕ парас енĕпе пухнă опыт çинчен

17 мая 2014 г.

 

Чун туртăмне кура суйла, е Çамрăксене професси ориентацийĕ парас енĕпе пухнă опыт çинчен

Ĕç урлă выртать телей çулĕ.

Ытти çул ун патне илсе пымĕ.

/Абу Шукур/.

 

Этем пурнăçĕнчи яваплă утăмсенчен пĕри професси суйласси пулса тăрать. Ăна суйлани хамăр шăпана шыраниех тесе ахальтен каламаççĕ. Çавăнпа кун пек чухне çамрăк ăрушăн аслисен пулăшăвĕ ытлашши пулмĕ.

 

Малашлăх проекчĕ

Професси суйласа илес тĕлĕшпе ашшĕ-амăшĕн канашĕ, паллах, вырăнлă. Çапах та шанчăклă пулăшакансем - республикăри служба центрĕсен профконсультанчĕсем - шкулта вĕренекенсемпе профориентаци ĕçне йĕркелекенсем пулнине тивĕçлипе хакламалла. Вĕсем кашни çамрăка кăмăл-туйăмăн хăйне евĕрлĕхне кура тата унăн пултарулăхне шута илсе консультаци параççĕ, диагностика тăваççĕ. Унсăр пуçне ушкăн занятийĕсене ирттереççĕ, уçă алăксен кунĕсене, профориентаци уйăхлăхĕсене, професси ярмăрккисене, профориентацин тĕрлĕ мероприятине - конкурссемпе презентацисем, викторинăсемпе ĕçлев урокĕсем тата ытти те - йĕркелеççĕ.

Ачасем профориентаци вăййисене уйрăмах кăмăллаççĕ. Специалистсен шухăшĕпе - вăйă мелĕпе усă курни пулас профессири тата социаллă пурнăçри сăнарсене лайăхрах тата тарăнрах ăнланса илме май парать.

1-4-мĕш классенче вĕренекенсем «Чи лайăххи», «Кам вăл?», «Эпĕ кам пуласшăн?» вăйăсене хутшăнса професси тĕнчин тĕрлĕ енĕпе паллашаççĕ. 5-8 классенчи ачасене профориентацин «Эпĕ професси суйлатăп», «Никам пурăнман утрав» йышши вăййисемпе хăнăхтарусем, конкурссемпе викторинăсем сĕнеççĕ. 9-11 классенчи çамрăксем - пурнăç çулĕ çине тухма хатĕрленекенсем - валли специалистсем информаципе консультацин «Професси суйласси», «Ăнăçлă карьера тумалли утăм», «Малашлăх валли пилĕк проект» мероприятийĕсене йĕркелеççĕ. Унсăр пуçне шкулта вĕренекенсен професси пултарулăхне тата интересĕсене вĕсен ăс-хакăлĕн уйрăмлăхĕсене тĕпе хурса палăртмашкăн тестсем ирттереççĕ.

 

Кам-ха рабочи пуласшăн?..

Республикăри промышленноç предприятийĕсенчен чылайăшĕнче рабочисен квалификациллĕ кадрĕ çителĕксĕр. Юлашки çулсенче ĕçлев службин органĕсене çитернĕ вакансисен 80 проценчĕ рабочи профессийĕсемпе - кирпĕч купалакан, электрогазосварщик, наладчик, термист, монтажник, отделочник, платник, столяр, фрезеровщик - çыхăннă. Çавăн пекех парикмахерсене, портнойсене, закройщиксене, çĕвĕçсене йыхравлакан нумай.

Хальхи вăхăтра республикăри ĕçлев службин органĕсенче регистрациленнĕ ĕçсĕр граждансен 28,6 проценчĕ - 29 çула çитмен çамрăксем. Çакă чи малтанах рынокра ĕç вăйне сĕннипе ыйтни пĕр килменнипе çыхăннă. Апла пулин те темиçе çул ĕнтĕ профориентаци мероприятийĕсен тĕп пайне шкулти аслă классенче вĕренекенсене шута илсе ирттернĕ, профориентаципе çыхăннă ĕçе вара регионти рынок ыйтнине тĕпе хумасăр туса пынă. Çавна пулах вăтам пĕлÿ илсе пурнăç çулĕ çине тухнă çамрăксем самана ыйтакан специальноçсем, профессин пуçламăш тата вăтам пĕлĕвĕ паракан вĕренÿ заведенийĕсем пирки шухăшласах кайман тата вĕсем çинчен пĕлмен. Професси суйламалли никĕсе тата ĕç рынокĕн уйрăмлăхĕсене ăнкарманнине пула яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç чаплă профессисем еннелле туртăннă е пулас специальноçа юлташĕсене кура суйласа илнĕ. Колледжри тата техникумри вĕренĕве чылайăшĕ малашлăхсăрри вырăнне хунă, рабочи профессийĕсен ячĕ-сумĕ те янăраман.

Çавна май шкулта вĕренекенсемпе ирттерекен профориентаци ĕçне вăйлатма тивнĕ те.

 

Волонтерсем пулăшаççĕ

Чăваш Ен Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх служби пуçарнипе темиçе çул каялла йĕркеленĕ «çавра сĕтеле» ЧР Вĕренÿ тата Культура министерствисем, И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ тата И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУ представителĕсем хутшăннă, унта хăйсен ирĕкĕпе профориентатор пулса тăнисен республикăри «Эсĕ професси суйлатăн» акцине ирттермешкĕн пĕрремĕш килĕшĕве алă пуснă.

Асăннă мероприятин тĕп тĕллевĕ - шкулта вĕренекенсене профориентаци енĕпе кирлĕ пĕлĕве волонтер-профориентаторсем пулăшнипе парасси. Професси ориентацийĕн тытăмĕнчи волонтерсен юхăмĕ «рольсене улăштарас» тĕллеве тĕпе хурать: пĕрремĕш тапхăрта информаци илекен иккĕмĕшĕнче хыпар çăл куçĕ - волонтер - шутланать.

2008-2013 çулсенче 1022 студент волонтер-профориентатор пулнă, ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсен 200 ытла хастарĕ, çавăн пекех производство тытăмĕн, строительство комплексĕн, вулавăшсен представителĕсем, предпринимательсем, шкул директорĕсен воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕсем, психологсемпе педагогсем çак ĕçе хутшăннă. Акци ирттернĕ вăхăтра доброволецсем 5370 вĕренекене «рольсене улăштарма» хатĕрленĕ - çавсем кĕçĕн классенче пĕлÿ илекенсемпе профориентаци занятийĕсем ирттерме пултарнă.

Чăваш Ен Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх служби волонтер-профориентаторсене ачасен ÿсĕм уйрăмлăхне шута илсе занятисем, вăйăсем йĕркелемелли план-конспект туса хатĕрленĕ. Чи кĕçĕннисене, тĕслĕхрен, волонтерсем вăйă занятийĕсенче професси тĕнчипе паллаштарнă, аслă класра вĕренекенсемпе кăткăсрах темăсене сÿтсе явнă: вĕсене ĕç рынокĕ ыйтнипе сĕнни çинчен каласа панă, тепĕр 5-10 çултан кирлĕ пулакан вăл е ку професси пирки ăнлантарнă.

 

Професси сĕмĕллĕ инсталляци

Икĕ çул каялла професси ориентацийĕн çĕнĕ тепĕр мелĕ вăй илчĕ. Республика Правительстви хушнипе ĕçпе тивĕçтерекен служба тата ЧР Вĕренÿ министерстви машиностроенире, строительствăра, общество апатланăвĕнче уйрăмах кирлĕ профессисене инсталляцилес енĕпе профиль центрĕсем йĕркелеме тытăнчĕç. Хальхи вăхăтра çавнашкал центрсене профессин вăтам пĕлĕвĕ паракан ултă учреждени никĕсĕ çинче уçнă.

Профиль центрĕсенче çамрăксем рабочи профессийĕсен тĕнчипе паллашса хăйсен тавра курăмне анлăлатнипе пĕрлех чун килĕштернине тата пултарулăхпа пĕр килнине суйласа илсе ку енĕпе хăйсене тĕрĕслесе пăхма пултараççĕ.

Центрсенче тĕрлĕ профессие сăнарлакан аудиторисем /залсем/ пур. Профессисен инсталляци центрĕсенче консультаци илме, тест витĕр тухма, ĕç рынокĕн социаллă адаптацийĕн программисемпе тренингĕсене хутшăнма май пур.

Профиль центрĕсен никĕсĕ çинче 2013 çулхи пуш, çу, чÿк уйăхĕсенче шкул ачисемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕ, çавăн пекех служба органĕсенче учетра тăракан ĕçсĕр граждансем валли профориентацин пĕрлехи кунĕсем иртнĕ. Вĕсене сакăр пин ытла çын хутшăннă.

Ачасем профессисен тĕрлĕ маршручĕпе çÿренĕ, рабочи специальноçĕсен экспозицийĕсемпе паллашнă. Демонстраци «залĕсенче» вĕсем интерьер япалисене, ятарлă тума, инструментсене курнă, предприяти-организаци представителĕсемпе тĕл пулнă. Кунтах профессисене презентациленĕ, кăмăл тăвакансене токарь, çăкăр пĕçерекен, кирпĕч купалакан тата ытти прфессие «туйса» илме май панă. Вĕренÿ заведенийĕсен педагогĕсем çамрăксем валли уçă уроксем тата мастер-классем ирттернĕ. Асăннă центрсенче Чăваш Ен Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин тата Шупашкар хулин халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрĕн професси консультанчĕсем те ĕçленĕ, шкулта вĕренекенсен тест тĕрĕслевне йĕркеленĕ.

Профориентаци мероприятийĕсен эффективлăхне малашлăхра кăна туйса илессине пăхмасăр, ĕçлев центрĕсен специалисчĕсем ĕç рынокĕнче халех хăш-пĕр позици енĕпе ырă улшăну пуррине палăртаççĕ. Тĕслĕхрен, ĕç вăйĕн мобильлĕхĕ сисĕнмеллех лайăхланнă тата рабочи профессийĕсен ячĕ-сумĕ ÿснĕ.

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика