Отдел ЦЗН Красночетайского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Раççей Федерацийĕнче - лайăххисен шутĕнче

15 апреля 2014 г.

 

Раççей Федерацийĕнче - лайăххисен шутĕнче

Кăçалхи пĕрремĕш кварталта Чăваш Республикинчи ĕç рынокĕн лару-тăрăвĕ çирĕплĕхпе палăрса тăчĕ. Регистрациленĕ граждансен йышĕ ака уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне 4836 çынпа танлашнă, шута илнĕ ĕçсĕрлĕх шайĕ экономикăна пуçаруллă хутшăнакан халăх хисепĕпе шайлаштарсан - 0,72 процент. Ĕçлев службин ваканси банкĕнче паянхи кун тĕлне 2,5 пин ĕçпе тивĕçтерекен тăратнă 16 пине яхăн ваканси пур. Урăхла каласан вырнаçас текен кашни çын пуçне 3 ытла ваканси тивет. Вĕсем тăрăх сĕнекен шалу - 8 пинрен пуçласа 30 пин тенкĕ таран. Республикăри ĕçпе тивĕçтерекенсем çĕвĕçсене, водительсене, поварсене, сутуçăсене, кирпĕч купалакансене, кондукторсене, слесарь-юсавçăсене, тĕрлĕ ĕç пурнăçлакансене ыйтаççĕ. Медицина сестрисен, кĕçĕн воспитательсен, менеджерсен тата тĕрлĕ специализаци инженерĕсен вакансийĕсем те нумай.

Хальхи ĕç рынокĕн лару-тăрăвĕпе, унăн хăйне евĕрлĕхĕпе паянхи кăларăмра Чăваш Ен Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин ертÿçи Сергей Петрович ДИМИТРИЕВ паллаштарать.

 

- Сергей Петрович, ĕçлекенсене республикăри предприятисенчен йышлăн кăларса янă тĕслĕх пур-и е рынок экономикин саманинче çакнашкал пулăма никам та асăрхаса тăмасть-и?

- Рынок условийĕсенче экономика курăмлăн улшăнать - конкуренцие тÿсейменнипе пĕр предприяти хупăнать е çука юлать, пушаннă вырăна ăнăçлăраххи е çĕнни - пурнăç ыйтакан продукци кăларма тата рабочисене тивĕçлĕ шалу тÿлеме пултараканни - йышăнать.

Ĕç рынокĕнчи кăткăслăха ÿстерсе ярас мар тесе служба органĕсем рабочисене кăларса янипе тата организацисенче тулли мар ĕçлев йĕрки /хăйсенчен килмен сăлтавпа çынсем ахаль ларни, ĕç паракан пуçарнипе административлă отпуска яни, тулли мар кун е эрне ĕçлени - кĕртнипе çыхăннă пулăмсен мониторингне кашни эрнерех ирттереççĕ.

Паянхи кун тĕлне республикăри организацисенче тулли мар ĕçлевлĕ çынсем 700-ĕн. Ун пеккисем Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар тата Улатăр хулисенче йышлă.

Кăçалхи иккĕмĕш кварталта 27 предприятирен 600 ытла çынна кăларса яма палăртни çинчен пĕлтерни пур. Организацие хупнипе е унта вăй хуракансен йышне чакарнипе, е штата пĕчĕклетнипе çулталăк пуçланнăранпа 338 çынна ĕçрен хăтарнă. Вĕсенчен 109-шĕ ĕçлев службине пынă, çав шутран 43-шне ĕçсĕр тесе йышăннă.

Кăларса янă работниксен ĕçе вырнаçассипе çыхăннă ыйтăвĕсене çийĕнчех татса парас тĕллевпе тухса çÿрекен консультаци пункчĕсем, ваканси ярмăрккисем йĕркелетпĕр, вĕсене халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрсен специалисчĕсем уйрăммăн йышăнаççĕ тата ытти те. Тĕрĕссипе тухса кайма тивнĕ граждансенчен кашниех пирĕн пулăшăва илет, вĕсене хÿтĕлесси служба органĕсен тĕллевĕ шутланать. Кăçалхи пĕрремĕш кварталта иртнĕ çул ĕçрен кайма тивнисенчен 300-шне ытла вырăн тупса панă.

Асăннă ушкăна кĕрекен граждансен рынокри тупăшма пултараслăхне ÿстерес тата вĕсене ĕçлĕ тăвас тĕллевпе Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ кăçалхи кăрлач уйăхĕнче 2014 çулта кăларса яракан çынсене ĕçе вырнаçма пулăшмалли мероприятисен планне çирĕплетнĕ. Вĕсен шутĕнче - пушаннă тата çĕнĕрен йĕркеленĕ вырăнсене йышăнасси; рынок ыйтакан профессисене /специальноçсене/ маларах вĕрентесси; пысăк производствăллă ĕçсене вырнаçмашкăн професси вĕренĕвĕ тата профессин хушма пĕлĕвĕ парасси; ĕç рынокĕнчи психологи хÿтлĕхĕпе тата социаллă адаптаципе тивĕçтересси; харпăр хăй ĕçне йĕркелеме май туса парасси тата ытти те.

Унсăр пуçне асăннă ыйтăва Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев контроле илнĕ.

- Раççей Ĕç министерстви 2011-2012 çулсенче ĕçлев службин органĕсен ĕç-хĕлне хакласа Чăваш Ене çĕр-шывăн кăтартуллă субъекчĕсен шутне кĕртнĕ. Республикăн иртнĕ çулхи кăтартăвĕсем тăрăх лару-тăру мĕнлерех?

- Чăваш Республикин Пуçлăхĕ ячĕпе нумаях пулмасть 2013 çулта халăха ĕçпе тивĕçтерес енĕпе патшалăх пулăшăвне пурте илме пултарнин тата пахалăхне хакланин пĕтĕмлетĕвĕ çинчен аналитика справки килнĕ, ăна РФ ĕç тата социаллă хÿтлĕх министрĕ М.Топилин алă пуснă. Мĕн пур тĕп позици тăрăх Чăваш Ен Раççей Федерацийĕн кăтартуллă субъекчĕсен йышĕнче шутланать.

Федераци министрĕн справкинче палăртнă тăрăх - ĕç шыракан граждансене вырнаçтарас енĕпе Чăваш Республики Раççей регионĕсен хушшинче виççĕмĕш вырăн йышăнать. Юрăхлă ĕç тупса пама ыйтса служба органĕсене пынисен 82,5 процентне пĕлтĕр вырнаçтарма май килнĕ /Раççей Федерацийĕнче - 64,2/.

Инвалидсене ĕçлĕ тăвас енĕпе пирĕн республика - улттăмĕш вырăнта, ĕç шыраса служба центрне пынă сусăрсен 64,7 процентне вырнаçтарнă /Раççей Федерацийĕнче - 39,7/.

Ĕçлев службин органĕсен ĕçне хаклакан кăтартусенчен пĕри - çын служба органне пынăранпа вунă кун иртиччен, урăхла каласан ăна регистрацие тăратиччен вырăн тупса парасси. Ĕçсĕр тесе йышăннă граждансен шучĕ чаксах пырать: Чăваш Енре асăннă кăтарту 2013 çулта 34,7 процентпа танлашнă /Раççей Федерацийĕнче - 45,3/.

Регионсенчи ĕç рынокĕн лару-тăрăвне çавăн пекех регистрациленĕ ĕçсĕрлĕх тăсăмĕн вăтам кăтартăвне тата учетра çулталăк ытла тăракан ĕçсĕрсен тÿпине шута илсе хаклаççĕ. Чăваш Ен çак икĕ енпе Раççейĕн вăтам кăтартăвĕпе танлаштарсан пысăк çитĕнÿ тунă субъект йышне кĕнĕ. Шута илнĕ ĕçсĕрлĕх тăсăмĕ пирĕн хутлăхра 3,7 уйăх пулнă /Раççей Федерацийĕнче - 5,5/, учетра çулталăк ытларах тăракансен тÿпи 2,04 процентпа танлашнă /Раççей Федерацийĕнче - 12,2/.

Инвалидсен регистрациленĕ ĕçсĕрлĕхĕ республикăра вăтамран 4,4 уйăха пынă /Раççей Федерецийĕнче - 6,3/. Раççей Ĕçлев министерствин справкинче палăртнă тăрăх асăннă кăтартусем экономикăн структура улшăнăвĕсене хăнăхасси пысăккине, ĕç вăйĕн куçăмлăхне, халăх ĕç рынокĕн условийĕсене тата вăл ыйтнине тивĕçлипе йышăннине çирĕплетеççĕ.

Ĕç паракансене ытларах хутшăнтарасси, предприятисен кадр службисемпе партнер хутшăнăвĕ йĕркелесси тата аталантарса çĕнетесси служба органĕсен приоритетлă задачи шутланать. Пĕлтĕр ĕç паракансен пĕтĕм йышĕн 14 проценчĕ хăйсене кирлĕ кадрсене ĕçлев служби урлă суйласа илнĕ /Раççей Федерацийĕнче - 6,1/.

Ĕçлев тытăмĕнче патшалăх пулăшăвĕсенчен уйрăмах пĕлтерĕшлисенчен пĕри ĕçсĕрсене профессие вĕрентесси тата профессин хушма пĕлĕвĕ парасси пулса тăрать. "Ĕçсĕр граждансен пĕтĕм йышĕнче профессие вĕренме тытăннисен тÿпи" кăтартăва илес тĕк ку енĕпе Чăваш Ен /14,4 процент/ Раççей Федерацийĕн /8,2/ субъекчĕсен хушшинче тăваттăмĕш вырăна тухнă. Ĕçсĕр граждансене професси пĕлĕвĕ панин эффективлăхĕн хаклавĕ вĕренĕве вĕçленĕ хыççăн ĕçе вырнаçни шутланать. Чăваш Республикинче пĕлтĕр професси енĕпе ăс пухнă хыççăн тепĕр хут ĕçсĕр тесе йышăннисем 1,1 процент пулнă /Раççей Федерацийĕнче - 5,1/, ыттисем пурте тивĕçлĕ вырăн тупнă.

"Ĕç рынокĕнчи социаллă адаптаци енĕпе пулăшу илнисен тÿпи" кăтартупа та Чăваш Ен /12,2 процент/ Раççей Федерацийĕн вăтам кăтартăвĕнчен /8,5/ пысăкрах çитĕнÿ тунă вунă субъект йышне кĕнĕ, "общество ĕçне кÿлĕннĕ граждансен юрăхлă ĕç шырас тĕллевпе пынисен йышĕнчи тÿпи" кăтарту енĕпе - малти çирĕм регион шутĕнче /Чăваш Ен - 13,3 процент, Раççей Федерацийĕ - 9,3/.

Пирĕн тăрăшулăха пысăка хурса хаклани ентешĕмĕрсен ырлăхĕшĕн тата эффективлăрах, пахалăхлăрах ĕçлеме хистет.

- Хальхи обществăра экономикăн чылай ыйтăвне халăхăн ĕçлев миграцийĕн пуçарулăхĕ шучĕпе татса параççĕ. Ентешсем ытти региона вăхăтлăх ĕçлеме тухса кайнине прессăра питех ырламаççĕ. Чăваш Енре пурăнакансене мĕншĕн "кăкарса лартмалла" вара?

- Ĕç миграцийĕ енĕпе патшалăх тытса пыракан политикăн тĕллевĕ - ытти регионти организацисене вăхăтлăх е хĕрÿ тапхăрта кадрсемпе тивĕçтересси. Глобализаци вăйланнă май миграцин çакнашкал юхăмĕсем патшалăх витĕмĕнчен тухаççĕ, асăннă пулăм чăнлăхпа килĕшсе тăрать. Асăннă ыйтăва политизацилени влаç оппоненчĕсемшĕн вак укçа вырăнĕнче. Вĕсем аналитика тĕлĕшĕнчен никĕсленĕ пĕтĕмлетÿсене тĕпе хумаççĕ вĕт, ыйтăва пĕтĕмĕшле уçса пама тата истори тĕлĕшĕнчен çирĕпленнĕ йăла-йĕркене уçăмлатма пултарайман уйрăм цифрăна е пуш сăмаха кăна янраттараççĕ.

Республикăра пурăнакансем çĕр-шывăн ытти регионне ĕçлеме кайни паянтан пуçланнă пулăм мар. Çакна Чăваш Енре ĕç вăйĕ ытлашши тата халăх йышлă пулнипе кăна мар /ку кăтартупа республика Раççей Федерацийĕнче - тăххăрмĕш вырăнта/, ентешсен тăрăшулăхĕпе, вĕсене ытти регионта хапăлласах йышăннипе ăнлантармалла. Чăвашсем Раççей Федерацийĕн мĕн пур субъектĕнче ытти наци çыннисемпе килĕштерсе пурăнаççĕ, хăйсен наципе культура центрĕсене йĕркелеççĕ тата пĕчĕк тăван çĕр-шывпа тытакан çыхăнăва упраççĕ. Чăваш Енре çуралса ÿснисем иртнĕ ĕмĕрĕн 60-80-мĕш çулĕсенчех яваплă та тÿрĕ кăмăллă ĕçченсем пулнине кăтартса панă: вĕсем "Атоммаш", Раççейĕн Европа пайĕнче атом электростанцийĕсем, Хура тăпраллă мар тăрăхра агропромышленноç объекчĕсем, БАМ тума пуçаруллă хутшăннă. Инçет Хĕвел тухăçĕнчи, Çурçĕр регионĕсенчи, Çавăн пекех Мускаври тата Санкт-Петербургри ĕç паракансем паян та Чăваш Енри хастарсене ĕçе йыхравласа заявка параççĕ. Çакă - тăван халăхăмăрăн ĕçченлĕхĕпе мăнаçланмалли сăлтав. Ырă улшăнусене, тĕрĕссине асăрхасшăн пулман çын кăна тÿнтерле пулăма таçта та шырама хăтланать.

Чăн та вăл е ку регион илĕртÿлĕхĕ сĕнекен шалу шайĕпе çыхăннă. Ку енĕпе пирĕн республика газ, нефть, ылтăн кăларакан регионсемпе /Çĕпĕр, Урал, Саха /Якути/ тата пысăк хуласемпе тупăшма пултараймасть. Çапах пирĕн хутлăха ĕçлеме килекен те пур.

Раççей Федерацийĕн Конституцийĕ гарантиленĕ тăрăх ĕç ирĕклĕ тата кашни çын ĕçлес пултарулăхĕпе хăй пĕлнĕ пек хуçаланма пултарать. Ăçта тата хăш профессипе вăй хурассине гражданин хăй суйлать. Чылайăшĕ малтанах йĕркеленнĕ çыхăну тăрăх - пĕлĕш, паллакан, тус урлă - ытти региона вăхăтлăх ĕçлеме тухса каять. Çакна Раççей саккунĕсем хирĕçлемеççĕ. Чăваш Ен Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх служби те цивилизациленĕ ĕç миграцине хутшăнма пулăшать. Республикăри ĕçлев органĕсен службине ытти регионти ĕç паракансем хăйсем патне çынсене йыхравлани тăтăшах килет. Çуллен пĕр пин ытла çынна республика тулашĕнче вырнаçтаратпăр.

Чăваш Ен Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх служби Мускав хулин, Самар облаçĕн ĕç тата халăх ĕçлевĕн департаменчĕсемпе, Санкт-Петербург хулинчи ĕç тата халăх ĕçлевĕн комитечĕпе, Алтай крайĕнчи ĕç тата халăх ĕçлевĕн управленийĕпе тата ыттисемпе çирĕплетнĕ килĕшÿсем тăрăх гарантиленĕ майпа вырнаçма пулăшать. 2013 çулта çак тĕллевпе çыхăну тытасси çинчен 19 килĕшÿ çирĕплетнĕ.

Республика тулашне тĕпрен илсен çемье çавăрман, вăтам пĕлÿллĕ тата рабочи профессине алла илнĕ çамрăксем çул тытаççĕ. Вĕсенчен чылайăшĕ ĕçлесе илнĕ укçапа мăшăрланичченех тăван тăрăхра хăйĕн çуртне çĕклес е ипотека кредичĕпе хваттер туянас тĕллевлĕ. Вахта мелĕпе ĕçлеме çÿресси килти хуçалăха аталантарма май панипе нумайăшне илĕртет ĕнтĕ.

Ĕçлев служби пулăшнипе тухса каякансене пурăнмашкăн, апатланмашкăн, вăй хумашкăн тивĕçлĕ услови туса параççĕ. Вырнаçакан граждансемпе вăхăтлăх килĕшÿсем çирĕплетеççĕ. Старатель эртелĕсене тухса каякансен уйăхри вăтам шалăвĕ 45 пин тенкĕпе танлашать, агропрмышленноç комплексĕнчисен 20 пинрен иртет. Çула тухас умĕн кашнинпе уйрăм калаçу ирттереççĕ, вĕсене ĕçлев прависемпе тата тивĕçĕсемпе паллаштараççĕ. Пĕлтĕр республикăри служба органĕсем Чăваш Ен тулашне сезон тата вахтăпа экспедици ĕçĕсене 1120 çынна вырнаçтарнă.

Раççейĕн субъекчĕсенчен хăшĕ-пĕринче ĕç рынокне хупас тĕллев çук паян. Çынсене вырнаçтармашкăн, çав шутра ытти региона куçарса, цивилизациленĕ условисем туса хумалла. Раççей Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев хăйĕн сăмахĕнче эффективлă мар ĕç вырăнĕсене сыхласа хăвармалли политикăран пăрăнмаллине, ĕç вăйĕн мобильлĕхне ÿстерме условисем тумаллине пĕрре кăна мар палăртнă.

Çак тĕллевпе Раççей Федерацийĕн Ĕç министерстви ваканси банкĕсене çĕнĕлле йĕркелеме тĕллев лартнă, уйрăммăн илсен - халăха Раççей Федерацийĕн уйрăм субъектĕнче кăна мар, ытти регионра та ĕçе вырнаçмалли майсем çинчен вăхăтра тата туллин пĕлтерсе тăмалла.

Потенциаллă инвесторсен те регионăн тата уйрăм хула-районăн, ялăн ĕç вăйĕ пирки пĕлсе тăмалла. "Раççейри ĕç" Интернет-портала çĕнетме тытăннă. Ăна информаципе пуянлатмашкăн влаçăн регион тата федераци органĕсене, ĕç паракансене, вĕренÿ организацийĕсене тата вăй питти граждансене хăйсене хутшăнтарма палăртнă. Ĕçлев службин органĕсем Skype - технологисемпе ĕçе йышăнас тĕллевпе калаçнă организацисенчен пыракан вакансисен базине йĕркелеççĕ. Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрсем пулăшнипе вырнаçас тĕллевлĕ граждансем ĕç паракансемпе, çав шутра ытти регионтисемпе те çакнашкал калаçусене паянах йĕркелеççĕ ĕнтĕ.

- "Сывă" кирек мĕнле общество та вăйсăррисемшĕн, чи малтанах хевтесĕрсемшĕн, тăрăшать. Инвалидсем Чăваш Енри ĕçлев службин органĕсене пырсан патшалăх пулăшăвĕн мерисенчен хăшне тивĕçме пултараççĕ?

- Сусăрсене вĕсем инвалид пулса тăнă хыççăнах пулăшма тытăнатпăр. Республикăра вĕсем валли вакансисен ятарлă банкне йĕркеленĕ /хальхи вăхăтра унта 400-е яхăн ваканси пур/, ăна çĕнетсех тăраççĕ тата кун пирки инвалидсен общество организацийĕсене, медицинăпа социаллă экспертиза бюровĕн учрежденийĕсене пĕлтереççĕ. Çапла майпа инвалидсене реабилитацин харпăр хăй программине хатĕрленĕ чухнех ĕç сĕнме пулать. Чăваш Ен Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх служби тата "Медицинăпа социаллă экспертизăн Чăваш Енри бюровĕ" ФПУ алă пуснă килĕшÿ тăрăх ĕçпе тивĕçтерес енĕпе инвалидсен хушшинче кварталсерен суйласа илнĕ ыйтăмсем ирттереççĕ.

2013 çулта йĕркеленисене пĕтĕмлетни çирĕплетнĕ тăрăх ыйтса пĕлнĕ 1380 инвалидран 970-шĕ /70,3 процент/ ĕçлес кăмăллă, 36-шĕ /2,6/ пĕчĕк бизнес йĕркелес тĕллевлĕ, 330-шĕ /23,9/ професси вĕренĕвне кайма шухăшлать, 44-шĕ /3,2/ хăйĕн ĕçлевне хальлĕхе уçăмлатман-ха.

Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Владимир Путинăн 2012 çулхи çу уйăхĕн 7-мĕшĕнчи "Патшалăхăн социаллă политикине пурнăçа кĕртессипе çыхăннă мероприятисем çинчен" 597-мĕш указĕпе килĕшÿллĕн республикăра инвалидсене ĕçпе тивĕçтерессипе тата вĕсене обществăна интеграцилессипе çыхăннă мерăсен комплексĕ инвалидсене ĕçе вырнаçтармалли патшалăх пулăшăвĕн темиçе тĕп çул-йĕрне пĕрлештерет.

Чăваш Республикин "Чăваш Республикинче инвалидсем валли ĕç вырăнĕсем квотăласси çинчен" саккунĕпе килĕшÿллĕн 100 çынран иртекен коллективсемлĕ ĕç паракансем тĕлĕшпе инвалидсене йышăнмашкăн списокри рабочисен вăтам йышĕн 2 проценчĕпе танлашакан квотăна 2011 çулхи чÿк уйăхĕнчен çирĕплетнĕ. Ăна кăçалхи пуш уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне республикăра 88,4 процент пурнăçланă /иртнĕ çулхи çав вăхăтра - 86,3/. Квота шучĕпе 1614 çынна йышăннă. Муниципалитетăн 26 йĕркеленĕвĕнчен 10-шĕнче ку енĕпе тĕллеве 100 проценчĕпех тултарнă. Квотăна пурнăçланă социаллă пĕлтерĕшлĕ предприятисен йышĕнче - "Акконд", "Промтрактор", "Текстильмаш" АУОсем, "Яхтинг" ООО /Шупашкар хули/, "Электроприбор" завод"АУО, "Элетех" завод" ООО /Улатăр хули/ тата ыттисем.

2013 çулхи чÿк уйăхĕнчен инвалидсене вырнаçтармашкăн 35-100 çынлă коллективсем валли те мĕн пур йышăн 1,5 проценчĕпе танлашакан квота çирĕплетнĕ.

Кăçалхи пуш уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне асăннă ушкăна кĕрекен организацисем тĕллеве 56,8 процент пурнăçланă, халĕ вĕсенче 600 ытла сусăр вăй хурать.

Инвалидсене пулăшас тĕллевпе палăртнă тепĕр çул-йĕр - Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ квотăпа килĕшÿллĕн инвалидсене йышăнмашкăн ятарлă вырăнсен чи пĕчĕк виçине çуллен çирĕплетни. 2014 çулта вĕсене хатĕрлемелли организацисен хисепĕ 7 единица ÿссе 287-е, вырăнсен шучĕ 331-не çитнĕ.

Виççĕмĕш çул-йĕр ĕç рынокĕнчи кăткăслăха сирес тĕллевпе хушма мероприятисене кĕртессипе çыхăннă - вĕсемпе килĕшÿллĕн сусăрсене йышăнмалли вырăна ятарласа майлаштарнин тăкакĕсемшĕн ĕç паракана федераци тата республика бюджечĕсенчен тÿлени. 2013 çулта çапла майпа 102 инвалида йышăннă, асăннă тĕллевпе 6,8 млн тенкĕ тăкакланă: федераци бюджечĕн субсидийĕ шутĕнчен - 6,4 млн /93,9 процент/, Чăваш Республикин бюджетĕнчен - 420,0 пин /6,1/. Кăçал ятарлă вырăнсене 106 сусăра илме /ку кăтарту пирĕн хутлăхри ĕçлеме пултаракан ÿсĕмри инвалидсен 0,6 проценчĕпе танлашать/ палăртнă. Çак тĕллеве пурнăçа кĕртмешкĕн 7,4 млн тенкĕ ямалла: федераци бюджечĕн субсидийĕ шучĕпе - 7,0 млн /94,3 процент/, Чăваш Республикин бюджетĕнчен - 420,0 пин /5,7 процент/.

Инвалидсене хÿтĕлемелли тăваттăмĕш çул-йĕр - вĕсен хушшинче предприниматель ĕç-хĕлне аталантарма пулăшасси, çапла майпа сусăрсем хăйсен ăнтăлăвне пурнăçа кĕртме тата бюджетăн тупăш пайне пуянлатма пултараççĕ. Чăваш Ен Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх служби харпăр хăй бизнесне йĕркелемешкĕн уйăракан финанс пулăшăвĕпе 2010 çултанпа ĕçсĕр граждансен йышĕнчи 199 инвалид усă курнă, вĕсенчен 100-шĕ предпринимательлĕхе малалла аталантарать. Ĕçлев службин органĕсем уйăрнă малтанхи тĕрев хăшĕ-пĕрне сывлăш çавăрса яма тата бизнеса аталантармашкăн грантсем çĕнсе илме май пачĕ. Тĕслĕхрен, ал-ура тытăмĕн чирне пула иккĕмĕш ушкăн инвалидне тухнă Алексей Семенов 2012 çулта 300 пин тенкĕлĕх гранта тивĕçнĕ, çав укçапа автомашинăсем юсакан мастерской уçнă, хальхи вăхăтра унăн автосервис пулăшăвĕпе халăх тулли кăмăлпа усă курать.

Пиллĕкмĕш çул-йĕр - инвалидсене йышăннă организацисенче вĕсене валли майлаштарнă ятарлă вырăнсене сыхласа хăвармалли мероприятисене пурнăçланипе çыхăннă. 2013 çулта Чăваш Республикин "Граждансене социаллă хÿтлĕхпе тивĕçтересси" патшалăх программин "Пурте усă курма пултаракан хутлăх" çум программипе килĕшÿллĕн республика бюджетĕнчен çакнашкал пулăшăва 113 вырăна сыхласа хăвармашкăн 6 организацие 2,5 млн тенкĕлĕх панă. Кăçал çак тĕллевпе 2,5 млн тенкĕ уйăрма палăртнă. Асăннă пулăшу производство процесне, ĕç вырăнĕсене сыхласа хăварма май панă тата çав организацисем 63,2 млн тенкĕлĕх продукци туса кăларма пултарнă.

Сусăрсене вырăн тупса парассипе çыхăннă ыйтусене Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çумĕнчи Инвалидсемпе ĕçлекен канашăн, Республикăри социаллă-ĕç хутшăнăвĕсене йĕркелесе тăракан виçĕ енлĕ комиссин ларăвĕсенче, район-хула администрацийĕсен канашлăвĕсенче тăтăшах сÿтсе яваççĕ.

Инвалидсене ĕçлĕ тăвас енĕпе ирттерекен мероприятисем çинчен халăха федерацин, республикăн пичет кăларăмĕсенче, район-хула хаçачĕсенче, Интернет-ресурссенче пĕлтерсех тăратпăр. 2013 çулта 16 курав сюжечĕ, 35 радио кăларăм тухнă, пичетĕн массăллă информаци хатĕрĕсенче 200 ытла материал кун çути курнă, Интернет-сайтсенче 1000 ытла çĕнĕ хыпар вырнаçтарнă.

Интернетпа усă курма пултарайман граждансем валли халăха ĕçпе тивĕçтерекен мĕн пур центрти тата çынсем йышлă çÿрекен çĕрти информаци терминалĕсенче вакансисен базине вырнаçтарнă.

Инвалидсене ĕçпе тивĕçтермелли комплекслă мерăсене пурнăçланă май служба органĕсен центрĕсенче учетра тăракан сусăрсен йышĕ çулталăк пуçламăшĕнчи 764 çынран 2013 çул вĕçленнĕ тĕле 574-та çити чакнă, иртнĕ çул хевтесĕр 1145 граждана ĕçе йышăннă.

- Сергей Петрович, интереслĕ те тулли хуравсемшĕн тав тăватпăр. Ĕçĕрсем малашне те ăнса пыччăр сирĕн, палăртнă тĕллевĕрсем пурнăçланччăр.

 

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика