Отдел ЦЗН Красночетайского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Рабочи специальноçĕллисем кирлĕ

13 марта 2014 г.

Патăрьел районĕнчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен центра 2014 çулхи кăрлач-нарăс уйăхĕсенче пулăшу ыйтса 167 çын пынă, пĕлтĕрхи çав вăхăтра - 199. Вĕсенчен 59-шĕ е 35,3 процент ĕçсĕрлĕх статусне официаллă йĕркепе илнĕ.

Учета тăратнă граждансен хушшинче 57 хĕрарăм /34,1 процент/, 16-29 çулсенчи 63 çамрăк /37,7/, 14-18 çулсенчи 75 ача /44,9/, пенсие тухмалли ÿсĕмччен 2 çул юлнă 5 çын /3/, ĕçлеме пултараслăх кăтартăвĕ пур 6 инвалид /3,6/, пĕлÿ заведенийĕ пĕтернĕ хыççăн ĕçлеме тытăнман 6 специалист /3,6/. Ĕç тупса парасса кĕтекенсенчен 33-шĕ /19,8 процент/ - малтанхи вырăнтан хăйсен ирĕкĕпе тухса кайнисем, 15-шĕ /9/ - предприятие хупнипе е штата чакарнипе кăларса янисем.

2014 çулхи пуш уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне служба центрĕнче 103 ĕçсĕр гражданина шута илнĕ, иртнĕ çулхи çав вăхăтра - 145. Вĕсенчен 69-шĕ - хĕрарăм /67/, 30 çула çитмен 29 çамрăк /28,2/, пенси ÿсĕмне çывхаракан 12 çын /11,6/. Вăй питти çулсенчи ĕçлеме пултаракан халăх йышĕпе танлаштаруллă ĕçсĕрлĕх шайĕ 2013 çулхи çав тапхăрти 0,67 процентран чакса 0,49 юлнă.

Ĕçсĕр граждансен йышĕнче хăйсен ирĕкĕпе тухса кайнисен кăтартăвĕ малтанхи çулхи çав вăхăтринчен нумаях улшăнман, 48,5 процент пулнă /2013 çулта - 50,3/. Предприятие хупнипе е штата пĕчĕклетнипе кăларса янисем кăçал нумайланнă, 14,6 процента çитнĕ /2013 çулта - 11/.

Ĕçсĕрлĕхĕн вăтам тăсăмĕ кăçалхи пушăн 1-мĕшĕ тĕлне 3,4 уйăх шутланнă, пĕлтĕрхи çав тапхăрта - 3,6 уйăх.

2014 çулхи кăрлач-нарăс уйăхĕсенче ĕçлев центрне 201 ваканси пурри пирки кăтарту çитернĕ. Вĕсен пысăк пайĕ рабочи специальноçĕсемпе - 173 /86,1 процент/ - çыхăннă. Рабочисем кирли пирки ыйтнă вакансисем кăçалхи пуш уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне 328 пулнă /иртнĕ çулхи çав вăхăтра - 380/.

Кăçал ĕç рынокĕн кăткăслăх коэффициенчĕ /ĕçлев службин органĕнче шута илнĕ граждансен пĕр ваканси пуçне тивекен хисепĕ/ чакса пыни сисĕнет, пуш уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне ку кăтарту 0,36 единица шутланнă /иртнĕ çулхи çав тапхăрта - 0,67/.

Служба центрĕ çине тăнипе кăрлач-нарăс уйăхĕсенче 108 /пулăшу ыйтнисен 64,7 проценчĕ/ çынна вырнаçтарнă, çакă иртнĕ çулхи тапхăртин 83,1 проценчĕ чухлĕ. Вĕсенчен 7-шĕ - ĕçсĕр граждансем, 101-шне вунă кун иртичченех вырăн тупса панă.

Обществăн тÿлевлĕ ĕçне регистрациленĕ 15 çын хутшăннă. Вĕсен 66,7 проценчĕ /10-ăн/ - хĕрарăм, 13,3 проценчĕ /2/ - 30 çулчченхи çамрăксем, 46,7 проценчĕ /7/ - учетра ултă уйăх ытла тăракансем.

Çул çитмен çамрăксене вĕренÿрен пушă тапхăрта вăхăтлăх вырăн тупса парас тĕллевпе районти предприяти-организаципе 3 килĕшÿ çирĕплетнĕ. 75-шне çапла майпа вырнаçтарма май килнĕ. Тĕпрен илсен вĕсем сахал тупăшлă çемьере çитĕнекенсем /41 çын/, ашшĕ-амăшĕнчен пĕринпе тата йышлă çемьере пурăнакансем /4/.

Ĕç тупмашкăн уйрăмах кансĕр граждансем валли вырăн йĕркелес тĕллевпе кăçалхи икĕ уйăхра 1 килĕшÿ тунă. Ятарласа майлаштарнă çĕре вăхăтлăх ĕçлемешкĕн пĕр инвалида йышăннă. Унсăр пуçне 16 çынна рынок ыйтакан профессисене /тракторист, 1С: Предприяти, парикмахер, маникюрша/ вĕренме янă.

Професси ориентацийĕ енĕпе - 153-ĕн, социаллă адаптаци тĕлĕшпе 10-ăн патшалăх пулăшăвне тивĕçнĕ. Ĕç рынокĕпе çыхăннă социаллă адаптаци мероприятийĕсене хутшăннă хыççăн ĕçсĕр 6 гражданин профессие вĕренме тытăннă.

Асăннă тапхăрта вакансисен пĕр ярмăрккине пухнă, унта районти виçĕ организаци представителĕ тата ĕçсĕр шутланакан 15 çын хутшăннă. Асăннă мероприяти вăхăтĕнче 5 ваканси пуррине пĕлтернĕ.

Пĕчĕк бизнеса кÿлĕнес тĕллевлисем 15-ĕн «Харпăр хăй ĕçне мĕнле йĕркелемелле?» семинар-тренингра предпринимательлĕх уçас енĕпе консультацие тивĕçнĕ.

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика