Отдел ЦЗН Красночетайского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăхăт çĕнĕ меслетсем сĕнет

22 февраля 2014 г.

«Эпир 12 тĕрлĕ административлă регламента пăхăнса ĕçлетпĕр, çынсене тĕрлĕ енлĕ пулăшу кÿретпĕр. Çав шутра - общество ĕçĕсем, профвĕренÿ учрежденине пĕтернĕ 18-20 çулсенчи çамрăксене пĕрремĕш ĕç вырăнĕ тупса парасси, ĕç шыранă чухне йывăрлăхсемпе тĕл пулакан граждансене хÿтлĕхпе тивĕçтересси, çынсене хăйсен бизнесне уçма е çĕнĕ професси илме пулăшасси, пенсие вăхăтран маларах ярасси т.ыт.те. Унсăр пуçне вăхăт çĕнĕ меслетсем сĕнет, эпир вĕсемпе те усă куратпăр, пурнăç таппипе тан пыратпăр», - каласа кăтартать Елчĕк районĕнчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр директорĕ Марина Васильева.

Центрăн ĕç меслечĕсенчен пĕри вăл - вакансисен ярмăркки. Эпир Елчĕкри учрежденире пулнă кун унта шăпах ярмăркка пыратчĕ, çавна май çын йышлăччĕ: предприяти-организаци ертÿçисем квалификациллĕ кадрсене шыраса, ĕçсĕррисем вара хăйсене килĕшекен ĕç тупас тĕллевпе килнĕ. Марина Васильева кун пек мероприятисен /вĕсене çулталăкне 7-8 хут ирттереççĕ/ усси пысăккине палăртрĕ: ĕç паракансемпе ăна шыракансем куçа-куçăн тĕл пулса калаçаççĕ-çке. Нарăс уйăхĕн 14-мĕшĕнче йĕркеленĕ вакансисен ярмăркки те ăнăçлă пулчĕ: ун чухне 2 çын - вăхăтлăх, 10-шĕ вара яланлăх ĕçе вырнаçма пултарчĕç.

Республикăн тĕллевлĕ программипе килĕшÿллĕн центрăн кăçал 4 сусăра тата нумай ачаллă 2 ашшĕ-амăшне ĕç тупса памалла. Пĕр инвалид ятарлă хатĕрсемпе пуянлатнă ĕç вырăнĕнче вăй хурать ĕнтĕ, ыттисене те çитес 2-3 уйăхра вырнаçтарма палăртаççĕ. «Чăваш Республикинче инвалидсем валли ĕç вырăнĕсем квотăласси çинчен» саккунăн 2 тата 4 статйисене кĕртнĕ улшăнусене тĕпе хурса Елчĕк районĕнчи тепĕр 7 организацин сусăрсем валли квота уйăрмалла, ыттисенче вара ку йĕрке пурнăçланса пырать. Учреждени районти инвалидсен обществипе тачă çыхăну йĕркеленĕ. Шăпах çав пĕрлĕх ĕçлес кăмăлĕ пур çынсене - хавшакрах сывлăхлисене - центра ярать, специалистсем вара сусăрăн реабилитаци карточкине тĕпе хурса ун валли юрăхлă ĕç шыраççĕ.

Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр çамрăксене - хăйсен професси пурнăçĕнче пĕрремĕш утăмсем тăваканскерсене те - пулăшма тăрăшать. Ведомствăн 2012-2020 çулсем валли йышăннă программипе килĕшÿллĕн кăçал пуçламăш тата вăтам профвĕренÿ учрежденине тин пĕтернĕ 18-20 çулсенчи 2 çамрăка ĕçе вырнаçтармалла. Кăрлач уйăхĕнче ку енĕпе Татьяна Теплова предпринимательпе килĕшÿ тунă, çапла вара «Мечта» кафере Светлана Федорова, Шупашкарти пĕр техникумран повар-кондитера вĕренсе тухнăскер, ĕçлеме пуçланă. 19-ти Светлана, поварта тăрăшаканскер, хăйĕн ĕç вырăнĕпе те, коллективпа та кăмăллă. «Центрта питĕ хăвăрт ĕç тупса пачĕç, тавах вĕсене», - савăнăçне пытармасть С.Федорова.

Хăйĕн ĕçне пуçарса ярас текенсене те тĕрев кÿрет центр. Пĕлтĕр ĕçсĕр 3 çын патшалăх пулăшăвĕпе бизнес йĕркеленĕ, кăçал тепĕр 3-ĕн проект хатĕрлеççĕ. «Маларах хăйĕн бизнесне уçнисем паян та йĕркеллех ĕçлесе пыни савăнтарать пире. Акă Валериан Иноходов ĕç вырăнĕсĕр юлсан пирĕн пата килчĕ. Проект хатĕрлесе ăна ăнăçлă хÿтĕлерĕ, ял çыннисене питĕ кирлĕ ĕç пуçарса ячĕ: кăркка, цесарка, индокăвакал чĕпписене инкубаторта кăларса сутма /вĕсене туянас текен йышлă/ тата усрама пуçларĕ. Пирĕн патра шутра тăракан тепĕр çынна хăйĕн патне ĕçлеме илчĕ», - калаçăва тăсать Марина Геннадьевна. В.Иноходов хăй çак çула суйласа илнĕшĕн кăмăллине пĕлтерчĕ. Ĕмĕтне пурнăçа кĕртме пулăшнăшăн центр ертÿçипе специалисчĕсене чĕререн тав турĕ.

Халăха хăйсен ĕçĕ-хĕлĕ, патшалăх пулăшăвĕ тата программисем пирки информаципе ытларах тивĕçтерес тĕллевпе центр пĕлтĕртенпе вырăна тухса консультацисем парать. Çакнашкал мероприятисене Пенси фончĕпе, халăха социаллă хÿтлĕх паракан органсемпе пĕрле йĕркелеççĕ. Специалистсем çынсене хăйсен ĕç меслечĕсем пирки каласа кăтартаççĕ, пулăшу кÿреççĕ, ыйтусене хуравлаççĕ. Пĕлтĕр центр çакнашкал 10 йышăну ирттернĕ, кăçал вара кашни уйăхра икĕ хут ялсене кайса тĕл пулу йĕркелесшĕн.

Çапла, Елчĕк районĕнчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрта вăй хуракансем хăйсен тивĕçĕсене тăрăшса пурнăçлаççĕ, ахальтен мар ĕçсĕрлĕх шайĕ кăçалхи нарăс уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне 0,33% танлашнă. Ку - республикăри лайăх кăтартусенчен пĕри.

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика