17 декабря 2013 г.
Раççей Президенчĕ В.В.Путин Раççей Федерацийĕн Федераци Пухăвне янă Çырура çакна палăртнă: «Професси вĕренĕвне çĕнетсе улăштарнă май ĕç рынокне çаврăнăçуллăрах туса пырассине асра тытмалла. Кирлĕ тĕк граждансен тепĕр специальноçа хăнăхмашкăн, профессин çĕнĕ стартне илмешкĕн май пулмалла. Ĕçлемешкĕн тепĕр вырăна, урăх хулана, ытти региона куçма хатĕррисем валли те условисем туса памалла. Паллах, çакна территори аталанăвне шута илсе, бизнеса хутшăнтарса пурнăçламалла. Çынсене информаци хÿтлĕхĕпе тивĕçтермелле, хăш регионта юрăхлă ĕç тупма пултарасси пирки кашни çын пĕлсе-курса тăма пултартăр тесе вакансисен пĕтĕм федераци базине йĕркелесси пирки те асра тытмалла. Ку енĕпе йышăнусен пĕтĕмĕшле комплексĕ кирлĕ».
Çĕр-шыв Президенчĕ уçăмлатнă тĕллевсем Чăваш Ен Правительствин нормативлă правăн конкретлă акчĕсенче çывăх вăхăтрах вырăн тупĕç. Уйрăммăн илсен, Чăваш Республикин 2012-2020 çулсем валли йышăннă патшалăхăн «Халăха ĕçлевпе тивĕçтерме пулăшасси» программин пĕлтерĕшĕ ÿсет. Раççейĕн, çавăн пекех Чăваш Енĕн ĕç рынокĕнчи лару-тăру хальхи вăхăтра тăнăçлă, çавна май ăна çаврăнăçуллă йĕркелемешкĕн вăхăт хăй хистет.
Палăртнă тĕллевсене пурнăçламаллах.
Источник: "Хыпар"