04 декабря 2013 г.
Республикăра ноябрĕн 18-22-мĕшĕсенче иртнĕ "Санăн професси суйлавĕ" волонтер-профориентаторсен акцине хĕрлĕчутайсем хастар хутшăннă. Пĕтĕмпе 148 волонтер районти мĕн пур шкулти 1465 вĕренекене акцие явăçтарнă.
Эрне хушшинче районта тĕрлĕ мероприяти иртнĕ: Атнарти вăтам шкулта ăс пухакансем "Четайское" тата "Янтарь" ТЯО-сенче, Питĕркасси шкулĕнче 9-класра пĕлÿ пухакансем райхаçат редакцийĕнче экскурсире пулнă; Çĕн Атикассинчи тата Мăн Этменти шкулсенче тава тивĕçлĕ ял хуçалăх ĕçченĕпе, Хĕрлĕ ялав орденĕн кавалерĕпе Н.Ф.Яхатинпа, Атнарти шкулта РФ ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕпе, "Коминтерн" ЯХПК председателĕпе А. Б.Новиковапа, çавăн пекех Мăн Этменти шкулта педагогика ĕçĕн ветеранĕпе В.И.Немешкинпа тĕл пулусем йĕркеленĕ, ку шкултах "Нива" хуçалăх специалисчĕ Л.А.Крыцова професси суйлавĕ пирки калаçу ирттернĕ.
Акци вăхăтĕнче 1-7 классем хушшинче "Профессисен асамат кĕперĕ" ÿкерчĕксен конкурсне тата 8-11 классенче вĕренекенсем валли "Манăн пулас професси" ятпа сочиненисен конкурсне йĕркеленĕ. Вĕсенче пĕтĕмпе 630 çын хутшăннă. Ушкăнпа ирттернĕ профессиллĕ консультацисене 482-ĕн, тĕрлĕ вăйăсене, КВН-сене, викторинăсемпе тренингсене 1317-ĕн хутшăннă. Тестированипе анкетировани витĕр 359 шкул ачи тухнă. Кунсăр пуçне районти тĕп библиотекăра волонтер-библиотекарьсем "Кам эсĕ?" курав-канаш йĕркеленĕ, Хĕрлĕ Чутай шкулĕнче "Професси суйлавĕ" альбом хатĕрленĕ. Çавăн пекех районти шкулсенче "Санăн професси суйлавĕ" стендсем ăсталанă.
Н.МИДАКОВА.
Источник: "Пирěн пурнăç"