Отдел ЦЗН Красночетайского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çăкăр хакне туйса илчĕç

23 ноября 2013 г.

Атнарти вăтам шкулта 5-мĕш класра ăс пухакан ачасем районти ĕçпе тивĕçтерекен центрăн инспекторĕ Е.З.Тагайкина сĕннипе "Четайское" тата "Янтарь" ТЯО-сенче экскурсире пулчĕç.

Чи малтанах ачасем "Четайское" ТЯО-ра еплерех продукци кăларнипе паллашрĕç. Кунти тин пиçсе тухнă çăкăр, пылак пĕремĕк, печени, сухари, зефир... шăрши ачасене тыткăнларĕ. Çăкăр завочĕн цехĕсем тăрăх çÿренĕ май шкул ачисем кунта ĕçлеме мĕнле професси çыннисем питĕ кирлине пĕлчĕç.

Малалла çул "Янтарь" обществăна выртрĕ. Ку предприятире кăларакан продукци ассортименчĕ те пуян: тĕрлĕ тĕслĕ пылак шыв, йышлă консерв изделийĕ тата ытти те. Вĕренекенсем обществăн цехĕсемпе паллашнă май кунта та ĕç алли самай кирлине ăнланса илчĕç.

Асăннă промышленность предприятийĕсенче пулнă хыççăн ачасем хăйсен шухăш-кăмăлне те пытармарĕç. Акă хăшĕ-пĕрисем:

"Эпир чуста çăрмалли пысăк чансемпе машинăсем куртăмăр. Çăкăр завочĕ икĕ сменăпа12 сехетшер ĕçленине пĕлтĕмĕр"

"...Питĕ интереслĕ! Тин пиçсе тухнă çăкăра, тутлă сухарипе печение тата пылак пĕремĕке тутанни, унтан пылак шыв ĕçсе пăхни асра юлĕ"

"Манăн тахçанах çăкăр заводне кĕрсе унта мĕн пулса иртнине курас килетчĕ. Ку предприяти умĕпе иртсе кайнă чух тутлă шăршă урамранах астарать. Аслисем çăкăр хакĕ пирки, кăмакаран пиçсе тухакан çăкăр епле тутли çинчен каласа панисем манăн пĕлес кăмăла татах та вăйлататчĕç"

"Курни-илтни асăмра нумайлăха юлĕ. Пурне те районти предприятисене кайса курма сĕнес килет, вĕсем пирĕн нумаях та мар вĕт"

"Çăкăр пирĕн пурнăçра пысăк вырăн йышăнать. Ман шутпа, заводра экскурсире пулнă çын çăкăр пирки урăхларах шухăшлать, перекетлĕрех пулать. Производствăпа паллашнă çын çăкăр пĕçерекенсене вĕсен çăмăл мар, анчах та пĕлтерĕшлĕ ĕçĕшĕн тав тăвать".

Çак экскурси вĕренекенсене çăкăр тĕлĕшпе перекетлĕрех пулма, çăкăр пĕçерекенпе çĕр çыннин ĕçне хаклама, тĕнчери пур професси те кирлине тата пĕлтерĕшлине ăнланма пулăшасса шансах тăратпăр.

Л.КУЗЬМИНА, Атнар вăтам шкулĕн вĕрентекенĕ.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика