13 ноября 2013 г.
Ноябрĕн 18-22-мĕшĕсенче республикăра, вăл шутра районсенче те, "Санăн професси суйлавĕ" ятпа волонтер-профориентаторсен акцийĕ иртет. Çав хушăра хуласемпе районсенче тĕрлĕ професси представителĕсемпе тĕл пулусем, предприятисемпе организацисенче экскурсисем, профориентаци занятийĕсем, класс сехечĕсем, сочиненисен конкурсĕсем иртеççĕ. Професси тĕнчинче тĕрĕс суйлав тума шкул ачисене волонтерсемпе ĕçпе тивĕçтерекен центр специалисчĕсем пĕрле пулăшĕç.
Волонтерсен ролĕнче вĕрентекенсем, библиотекарьсем, квалификациллĕ ĕç çыннисем, ял хуçалăх тата промышленность предприятийĕсен, строитель организацийĕсен ветеранĕсем, студентсем тата вĕренекенсем пулĕç.
Акцие Чăваш Енри ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх служби йĕркелет.
Н.Петрова
Источник: "Пирěн пурнăç"