26 августа 2013 г.
Амур облаçĕнче июль уйăхĕн варринченех йывăр лару-тăру йĕркеленнĕ: çумăр нормăран ытла çунине пула 30 ытла яла, 2300 пурăнмалли çурта, 2850 пÿрт çумĕнчи çĕр лаптăкне, 230 автомобиль çулне, 29 кĕпере шыв пусса илнĕ. Ăна пула чылай ял хуçалăх культури пĕтнĕ, 400 пин ытла гектар çĕр хĕн курнă. Çавăн пекех шыв çулĕ 38 яла пĕр-пĕринчен татнă.
Асăннă сăлтавсене пула Амур облаçĕнче федераци шайĕнчи чрезвычайлă лару-тăру режимĕ йĕркеленĕ, 4000 çынна хăрушă вырăнтан лăпкă çĕре куçарнă.
Амур облаçĕнче пурăнакансене пулăшас текенсем ятарлă счет çине укçа куçарма пултараççĕ . Реквизитсем:
ИНН 2801123618
КПП 280101001
Получатель: УФК по Амурской области (минфин АО л/с 04232003600)
Р/С 40101810000000010003
Банк: ГРКЦ ГУ БАНКА РОССИИ ПО АМУРСКОЙ ОБЛАСТИ
г.Благовещенск БИК 041012001
ОКАТО 10401000000
КБК 015 2 07 02030 02 0000 180
Область правительстви тÿлевре "2013 çулта Амур облаçĕнче шыв кÿнĕ сиене пĕтерме ирĕклĕ йĕркепе пулăшни" тесе паллă тума ыйтать.
Источник: "Наша жизнь" (Красночетайская районная газета)