Отдел ЦЗН Красночетайского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Инвалидсене ĕçе вырнаçма пулăшасси - тĕп тĕллевсенчен пĕри

24 мая 2013 г.

Инвалидсене ĕçе вырнаçма пулăшасси - тĕп тĕллевсенчен пĕри

 

Пирĕн ыйтусене ЧР халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин ертÿçи С.П.Димитриев хуравлать

- Сергей Петрович, Чăваш Енри ĕçлев рынокĕнчи паянхи лару-тăрăва йĕркеллĕ тесе хаклама пулать, çакна официаллă майпах çирĕплетнĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕн ячĕпе Раççей Ĕçлев министерствинчен килнĕ çырура иртнĕ çул кăтартăвĕсемпе Чăваш Ен Атăлçи округĕнчи субъектсен хушшинче ĕçсĕрлĕхе чакарас енĕпе лидер пулнине палăртнă. Кăçал эсир ертсе пыракан ведомство мĕнле тĕллевсене тĕпе хурĕ?

- Федераци центрĕ Чăваш Ен Правительствин халăха ĕçпе тивĕçтерес тĕллевлĕ ĕçне çапла лайăх хакласа ЧР Пуçлăхĕн ячĕпе харăсах иккĕмĕш çул çыру яни кăмăллă.

2012 çулăн ырă кăтартăвĕсем тепĕр енĕпе те пĕлтерĕшлĕ: ĕçлевпе çыхăннă полномочисене пĕлтĕр регионсене панă хыççăн вĕсене республика бюджечĕн укçипе пурнăçланă. Çав вăхăтрах патшалăх граждансене пулăшассин мĕн пур çул-йĕрне упраса хăварнă. 2012 çулта Чăваш Енре патшалăхăн халăха ĕçпе тивĕçтерессипе çыхăннă пулăшăвĕн 15 çул-йĕрĕн мероприятийĕсене 85540 çын хутшăннă - палăртнă йышăн 104,3%.

Ĕçлев министерствин справкинче çирĕплетнĕ тăрăх федерацин Атăлçи округĕнчи субъектсен хушшинче - «2012 çулта çынсене ĕçе вырнаçтарассин чи пысăк шайĕ Чăваш Енре пулнă, çак кăтарту юрăхлă ĕç тупса пама ыйтнă граждансен 82,1% танлашнă. Округри мĕн пур субъектра ĕçсĕррисен тата регистрацилекен ĕçсĕрлĕх шайĕ чакнă. Чăваш Енре ĕçсĕр граждансен шучĕ /42,5% чухлĕ/ тата регистрацилекен ĕçсĕрлĕх шайĕ /2011 çулхипе танлаштарсан 0,7% чухлĕ. 2011 çулта экономика тĕлĕшĕнчен вăй питти йышăн 1,7% пулнă, 2012 çулта вăтамран 1% таран пĕчĕкленнĕ/ чакассин хăвăртлăхĕ чи пысăкки пулнă».

Кăçал пурнăçлакан программа докуменчĕсенче республикăра регистрацилекен ĕçсĕрлĕхĕн шайĕ çулталăкра вăтамран 1%, ĕçлев рынокĕнчи çивĕчлĕх коэффициенчĕ 0,7 единицăран иртмелле маррине çирĕплетнĕ.

Экономика пĕр тикĕссĕн аталанни, ĕçлевпе çыхăннă мероприятисене туллин пурнăçлани çак тĕллевсене тÿрре кăларма пулăшĕç. 2013 çулта вĕсене пурнăçламашкăн 544,5 млн тенкĕ уйăрма пăхнă, çав шутра федераци бюджетĕнчен - 301,9 млн, республика бюджетĕнчен - 232,5 млн тенкĕ. Инвалидсем валли ĕç вырăнĕсене упраса хăвармашкăн республика пуçласа 2,5 млн тенкĕ уйăрать, вырăнсенчи бюджетсенчен тата бюджет тулашĕнчи çăл куçсенчен - 10,1 млн тенкĕ.

Кăçалхи çу уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне регистрациленĕ ĕçсĕр граждансен шучĕ 5595 çынпа танлашнă /1.05.2012 ç. - 7438 çын/, экономика енĕпе вăй питти йышпа шайлаштарсан регистрацилекен ĕçсĕрлĕх 0,85% таран /1.05.2012 ç. - 1,1%/ чакнă. Çак кăтартупа республика Атăлçи округĕнчи субъектсен хушшинче çав-çавах 3-мĕш вырăнта.

Регистрацилекен ĕçсĕрлĕх шайĕ 19 муниципалитет йĕркеленĕвĕнче республикăри вăтам кăтартуран /ĕçлеме пултаракан йышăн 0,73%/ пĕчĕкрех, 7-шĕнче - пысăкрах. Çав шутра - Канаш /0,99%/, Çĕмĕрле /0,97%/, Шупашкар /0,86%/ хулисем, Шупашкар /0,98%/, Пăрачкав /0,93%/, Йĕпреç /0,75%/ тата Сĕнтĕрвăрри /0,74%/ районĕсем.

Кăçалхи çу уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне ирĕклĕ вакансисем 18765 единица пулнă. Ĕçлев рынокĕнчи çивĕчлĕх коэффициенчĕ - 0,3 единица /пĕлтĕрхи çу уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне - 0,5 единица/.

Патшалăхăн ĕçлевпе çыхăннă политикине çакна тĕпе хурса йĕркелетпĕр: ĕçлес кăмăл пур, сывлăхлă та çирĕп çынсем яланах ĕç тупма пултараççĕ, анчах граждансен уйрăм категорийĕсене патшалăхăн хушма пулăшăвĕ кирлĕ. Çавăнпах пирĕн кăçалхи тĕп тĕллевсенчен пĕри - инвалидсене ĕçе вырнаçма пулăшмалли мероприятисене пурнăçласси. Çак тĕллевпе республикăн 2013-2015 çулсенче ĕçсĕр инвалидсене, инвалид ачасене пăхакан тата нумай ачаллă ашшĕ-амăшне ĕçе вырнаçма пулăшмалли программине йышăннă.

Унпа килĕшÿллĕн кăçал ятарласа хатĕрленĕ ĕç вырăнĕсене ĕçсĕр 102 инвалида вырнаçтарма палăртнă /I, II ушкăнсенчи инвалидсем валли - 10, III ушкăнри инвалидсем валли - 92 вырăн/. Çак тĕллевпе федераци бюджетĕнчен 6414,8 пин тенкĕ уйăрма пăхнă, республика бюджетĕнчен - 420 пин. Ĕç паракансен, программăна хутшăнаканскерсен, ĕç вырăнĕсем йĕркелессипе çыхăннă тăкакĕсене саплаштарăпăр: III ушкăнри инвалидсемшĕн - 67,1 пин тенкĕ таран, I, II ушкăнсенчи инвалидсемшĕн - 75 пин таран.

2013 çулхи кăрлач-ака уйăхĕсенче ĕçлев центрĕсем республикăри организацисемпе инвалидсем валли 60 ĕç вырăнĕ йĕркелеме килĕшÿ тунă. Вĕсене тĕпе хурса ятарласа хатĕрленĕ ĕç вырăнĕсене 44 инвалида вырнаçтарнă. Чи малтанах ĕç вырăнĕсене «Комсомольски районĕн ЖКХри УК» ООО, А.И.Сатеев предприниматель /Шăмăршă районĕ/ йĕркелерĕç - III ушкăнри икĕ инвалида ĕçе вырнаçтарнă. Комсомольски районĕнчи Р.З.Пахалов предприниматель техника хăрушсăрлăхĕн инженерĕн должноçне II ушкăнри инвалида йышăннă. Шупашкар районĕнчи «Шупашкарти мамăк фабрики» ОООна II ушкăнри инвалид хуралçа вырнаçнă. Шупашкарти «Вавилон» макарон-кондитер фабрики - менеджера, «Яхтинг» ООО атă-пушмак çĕлекен специалиста II ушкăнри инвалидсене йышăннă.

- Республикăра инвалидсене патшалăх енчен пулăшмалли тата мĕнле мерăсем пур? Эпир пĕлнĕ тăрăх - Раççей Президенчĕн пĕлтĕрхи çу уйăхĕнчи указĕсемпе килĕшÿллĕн инвалидсем тĕлĕшпе анлă мерăсем палăртнă, вĕсем сирĕн служба мероприятийĕсемпе кăна чикĕленмеççĕ.

- Инвалидсене ĕçе вырнаçма пулăшмалли мерăсем çинчен пĕлтерес тĕллевпе ĕçлев службин органĕсем телеканалсен регионти эфирĕнче, радиора, пичетре информаци материалĕсем вырнаçтараççĕ. Кăçал ĕçлев мероприятийĕсем, инвалидсем йышăнмалли вакансисем пирки калакан информацие, çавăн пекех справкăпа консультаци информацине çине-çинех «Хыпар», «Советская Чувашия», «Чебоксарские новости», «Работа сегодня», «Грани», ытти хаçатра пичетлетпĕр. Ĕçлев службин Интернет сайтĕнче «Инвалидсене ĕçе вырнаçма пулăшасси» баннер уçнă, унти инвалидсем йышăнмалли вакансисен банкне уйăхсерен çĕнететпĕр. Çулталăк пуçланнăранпа Халăха ĕçпе тивĕçтерекен служба органĕсен Интернет ресурсĕсенче хевтесĕр граждансене ĕçе вырнаçтарас тĕлĕшпе 20 ытла хыпар пичетленĕ.

Инвалидсен ĕçлевне пулăшассине право енĕпе йĕркелес тĕлĕшпе ЧР «Чăваш Республикинче ĕç вырăнĕсене инвалидсем валли квотăласси çинчен» саккунĕ тĕп вырăнта. Унпа килĕшÿллĕн ĕçлекенсен списокри вăтам йышĕ 100 çынран ытларах организацисем валли инвалидсене ĕçе йышăнма 2% танлашакан квота палăртнă. Паллах, саккун положенийĕсене пурнăçламашкăн ĕç паракансен, предприятисен ертÿçисен пысăк социаллă яваплăх пулмалла.

2013 çулхи çу уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне республикăри 303 организацире 1937 ĕç вырăнĕ тĕлĕшпе квота палăртнă, вĕсенчен 1677-шне йышăннă. Пĕтĕмĕшле илсен республикăра квотăна пурнăçласси 86,6% танлашнă /2011 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне - 64,7, 2012 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне - 73,8%/.

Паян Улатăр, Элĕк, Патăрьел, Вăрнар, Куславкка, Комсомольски, Красноармейски, Хĕрлĕ Чутай, Сĕнтĕрвăрри, Муркаш, Шăмăршă районĕсенче квотăна 100% пурнăçланă. Çĕмĕрле хулинче 8 организацирен 7-шĕ /98,1%/ квотăна пурнăçланă, Етĕрне районĕнче - 6 организацирен 5-шĕ /91,7%/, Çĕнĕ Шупашкарти организацисен кăтартăвĕ - 91,5%.

Çĕнĕ Шупашкарти тата Çĕмĕрлери нумай функциллĕ центрсем /квота - 14 единица, икĕ центрта 21-шер инвалид тăрăшать/, «Химпром» АУОра /квота - 21 единица, 26 инвалид ĕçлет/ квотăна палăрмаллах ирттерсе пурнăçланă. Çирĕплетнĕ квотăна «Промтрактор-Промлит» ОООра, Çĕмĕрлери «ШЗСА», «КАФ», Улатăрти «Электроавтомат», «Электроприбор» завод», «Канашри автоагрегат завочĕ» акционер обществисенче, ыттисенче туллин тÿрре кăларнă.

Инвалидсене ĕçпе тивĕçтермелли майсене анлăлатма ЧР Министрсен Кабинечĕ çирĕплетнĕ квотăпа килĕшÿллĕн кашни организаци валли инвалидсем йышăнмалли ĕç вырăнĕсен чи пĕчĕк шутне çуллен çирĕплетет. 2013 çулта республикăри 280 организацин инвалидсем валли ятарлă 323 ĕç вырăнĕ хатĕрлемелле. Çу уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне 312 ĕç вырăнĕ йĕркеленĕ, ку - палăртнă шутăн 96,6%. 19 муниципалитет йĕркеленĕвĕнче ятарлă ĕç вырăнĕсене 100% йĕркеленĕ.

Шел те, Улатăр, Шупашкар, Çĕмĕрле хулисенче, Патăрьел тата Вăрнар районĕсенче çавнашкал ĕç вырăнĕсене çителĕклĕ йĕркелемен организацисем пур, çу уйăхĕн пуçламăшĕ тĕлне ятарлă 11 вырăн йĕркелемен.

- Сергей Петрович, йышăнусене, çав шутра саккунсене мĕнле пурнăçланине республикăра кам тата мĕнле тĕрĕслесе тăрать? Вăрттăнлăх мар-çке, юлашки вăхăтра çу уйăхĕнчи указсене пурнăçлассишĕн Раççей Правительстви шайĕнче те çирĕп ыйтаççĕ.

- ЧР Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх служби Чăваш Енĕн ĕçлев рынокĕнчи çивĕчлĕхе чакармалли хушма мероприятисемпе килĕшÿллĕн 2010-2013 çулсенче ятарласа йĕркеленĕ ĕç вырăнĕсенче инвалидсене çирĕплетнине сăнасах тăрать. Çулталăк пуçламăшĕ тĕлне çавнашкал 402 вырăнтан 314-шне /78,1%/ инвалидсем йышăннă, 62 ĕç вырăнне /17,7%/ упраса хăварнă, анчах инвалидсем ĕçрен кайнине кура çав вырăнсенче вĕсем ĕçлемен, 17 ĕç вырăнне /4,2%/ организацисем пĕтнине пула упраса хăварайман.

Инвалидсене пулăшмалли йышăнусене вăхăтра тăвас тĕллевпе ĕçлеме пултаракан, ĕçсĕр граждансем хăйсен ĕçне пуçарассине тĕпчетпĕр. 1-мĕш кварталта 528 инвалида анкета çыртарнă. Ыйтăма йĕркеленĕ вăхăтра унта явăçтарнисенчен 511-шĕ /96,8%/ ĕçлемен, вĕсенчен 6-шĕ - I, 100-шĕ - II, 422-шĕ - III ушкăнсенчи инвалидсем. 380 çынна /ыйтса пĕлнĕ инвалидсен 72%/ ĕç кирлĕ.

Вĕсем ĕçе вырнаçас кăмăллă тĕп профессисен шутĕнче çаксем: хуралçă /вахтер/ - 62, хуралçă - 58, сутуçă - 12, диспетчер - 10, ыттисем. 99 çын инвалидсен ятарлă предприятийĕсенче тăрăшасшăн, 14-шĕ /ыйтăма явăçтарнă инвалидсен 2,7%/ хăйсен ĕçне уçасшăн. Ĕçлев службин органĕсенчен 471 инвалид пулăшу ыйтнă - анкета çырнă инвалидсен пĕтĕм йышĕн 89,2%. Анкета çырнă 286 çын /60,7%/ ĕçлев службинчен пулăшу ыйтнине ĕç шыранипе сăлтавланă, 283-шĕ /60,1%/ ĕçсĕрлĕхшĕн пособи илесшĕн, 166-шĕ /35,2%/ профессисене вĕренесшĕн.

Унсăр пуçне тĕллевсене тата çирĕплетнĕ программăсен кăтартăвĕсене пурнăçланине сăнаса тăратпăр. Çулталăк пуçланнăранпа ĕçлев службинчен 821 инвалид пулăшу ыйтнă, вĕсенчен 354-шне ĕçе вырнаçтарнă, вĕсене ĕçпе тивĕçтерессин шайĕ ĕç тупмашкăн пулăшма ыйтнисен 43,1% танлашнă.

Саккун требованийĕсене пурнăçламаннине илес тĕк - çакна калам: Чăваш Енĕн Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх служби çирĕплетнĕ квотăпа килĕшÿллĕн инвалидсене ĕçе йышăннине вырăна тухса тĕрĕслемелли план хатĕрленĕ. Çулталăк пуçланнăранпа Шупашкарти 3 организацие - «Элинокс», «Старко» фирма» ОООсене, «Шупашкарти троллейбус управленийĕ» МУПа - тĕрĕсленĕ. Тĕрĕслев кăтартăвĕсем тăрăх Шупашкарти троллейбус управленийĕ тĕлĕшпе акт çырса ЧР прокуратурине ярса панă.

Кăçалхи 1-мĕш кварталта ĕç паракансем инвалидсене йышăнмалли квотăна пурнăçламан тĕслĕхсем пирки 46 хут çырса пĕлтернĕ. Прокурорсем мерăсем йышăннă май çитменлĕхсене пĕтерме 3 представлени çырнă. Паллах, çитменлĕхсем пур, анчах чи кирли - вĕсене вăхăтра пĕтерни.

- Тавах сире тĕплĕ калаçушăн.

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика