Отдел ЦЗН Красночетайского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕç пулсан пурнăç та тулăх

20 ноября 2012 г.

Халăха ĕç тупмашкăн пулăшассипе вырăнсенчи ĕçлев центрĕсен пĕлтерĕшĕ пысăкки куç кĕрет. Çакна вĕсенчен пулăшу ыйтакансен шучĕ пысăкки те çирĕплетет. Кăçалхи 10 уйăхра, сăмахран, Патăрьел районĕн ĕçлев центрĕнчен 1236 çын пулăшу ыйтнă, ку кăтарту иртнĕ çулхи çак тапхăртинчен кăшт кăна пĕчĕкрех. Ĕçсĕр çыннăн официаллă статусне вĕсенчен 468-шĕ илнĕ.

Чÿк уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне центрта шута илнĕ ĕçсĕррисен йышĕ 124 çынпа танлашнă, çулталăк каялла чылай ытларах, 175 çын, пулнă. Ĕçсĕррисен йышĕнче хĕрарăмсем ытларах - 81,4%. Çуррине яхăн йыш, 43,5%, 30 çулчченхи çамрăксем. Нумайăшĕ - хăйсен ирĕкĕпе е штата чакарнипе ĕçрен кайнисем. Палăртма кăмăллă: кăçал çын ĕçсĕр пулнă вăтам вăхăт самай кĕскелчĕ - 3,3 уйăх. Пĕлтĕрхи чÿк уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне вара çак кăтарту 4,7 уйăх пулнă.

Кăрлач-юпа уйăхĕсенче ĕç паракансем пирĕн центра 1,8 пине яхăн ваканси пурри çинчен пĕлтернĕ. Çак кăтарту пĕлтĕрхинчен 1,5 хута яхăн пысăкрах. Эппин, предприяти-организацисене ĕç вăйĕ кирлĕ, ку вĕсен экономики аталаннине тÿрремĕнех кăтартать. Вакансисен тĕп пайĕ - рабочисен профессийĕсемпе çыхăннăскерсем.

Кăçал ĕçлев рынокĕнчи çивĕчлĕх коэффициенчĕ /ĕçлев службин органĕсенче шутра тăракан ĕçсĕр граждансен пĕр ваканси пуçне тивекен шучĕ/ пĕчĕкленес туртăм палăрать - халь вăл 0,37 единицăпа танлашрĕ, çак кăтарту çулталăк каяллахинчен икĕ хут пĕчĕкрех.

Ĕçсĕрлĕхпе çыхăннă лару-тăрура ырă улшăнусем пуррине кашниех асăрхать-тăр. Çакăнта районăн халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрĕн тÿпи те курăмлă тенĕ пулăттăм. Кăрлач-юпа уйăхĕсенче центр пулăшнипе 1008 çынна /пулăшу ыйтнисен 81,6%/ ĕçе вырнаçтарнă, çак йыш та пĕлтĕрхи 10 уйăхринчен /965 çынна пулăшма май килнĕччĕ/ пысăкрах. Асăннă йышри 279 çын ĕçсĕр шутланнă, 729 çынна пулăшу ыйтнă хыççăн 10 кун хушшинче ĕç тупса панă. 16 ентешĕмĕр ĕçлев центрĕ янипе çĕр-шывăн ытти регионĕнче ĕçе вырнаçнă. Пĕлтĕр республика тулашĕнче темиçе çынна кăна ĕç тупмашкăн пулăшма май килнĕччĕ.

Çивĕчлĕхе чакарас тĕлĕшпе тÿлевлĕ общество ĕçĕсен усси пысăк. Çакнашкал ĕçсене кăçал ĕçсĕр 184 çынна явăçтартăмăр, ку енĕпе те иртнĕ çулхинчен чылай лайăхрах ĕçлерĕмĕр. Общество ĕçĕсене хутшăннисен тĕп йышĕ - хĕрарăмсем. 16-29 çулсенчи çамрăксем те кунашкал ĕçрен ютшăнмаççĕ - 75 çын общество ĕçĕсенче вăй хунă.

Йывăр лару-тăрури çынсене пулăшас енĕпе районти предприятисемпе, организацисемпе тачă çыхăну тытатпăр. Кăçал вĕсемпе ĕçсĕр граждансене вăхăтлăха йышăнмашкăн 6 килĕшÿ тунă. Вĕсем ĕçсĕр 13 çынна вăхăтлăх ĕç вырăнĕсемпе тивĕçтерчĕç. Çак мелпе 6 инвалида, пенсие кайма нумай юлман 5 çынна, нумай ачаллă е пĕччен ашшĕ-амăшĕ шутланакан 2 çынна ĕçпе тивĕçтерме усă куртăмăр.

Ĕçсĕр 1 гражданина предпринимательлĕх ĕç-хĕлне регистрацилемелли документсем хатĕрлеме укçан пулăшмашкăн пултартăмăр. Çавăн пекех ĕçсĕр 4 çынна хăйсем тĕллĕн ĕçлессине йĕркелемешкĕн укçа патăмăр. Çак субсиди 58,8 пин тенкĕпе танлашать, темĕнле пысăк тÿлев тееймĕн, анчах ĕç пуçарас тĕлĕшпе - лайăх тĕрев. Çынсем пулăшушăн тав тăваççĕ.

Ĕçсĕр 73 гражданина кирлĕ профессисене вĕренме ятăмăр. Çав шутра - тракторист, хуралçă, котельнăй операторĕ, суту-илÿ залĕн кассирĕ, водитель, ЭВМ операторĕ. Çак специальноçсене илнĕ çынсемшĕн ĕç тупасси чăрмавлă мар. Ачисем 3 çул тултариччен вĕсене пăхмалли отпускра пулнă хĕрарăмсемшĕн тепĕр хут ĕçе кÿлĕнесси пĕртте çăмăл мар - нумайăшĕ ĕç тупаймасăр хăшкăлать, çавна май асăннă йышри 12 хĕрарăма кассира, ЭВМ операторне вĕрентме ятăмăр - тивĕçлĕ специальноç илни вĕсене ĕçлев рынокĕнче хăйсен вырăнне тупма пулăшать.

Патшалăхăн професси ориентацийĕпе çыхăннă пулăшу ĕçĕсемпе 1,2 пин ытла çынна тивĕçтернĕ. Ĕçсĕр нумай гражданина социаллă адаптаципе çыхăннă пулăшу ĕçĕсене кÿнĕ, психологи енĕпе тĕрев панă. Çакă та вĕсене ĕçе вырнаçас тĕлĕшпе конкурентлă кĕрешÿре хăйсене шанчăклăрах туйма пулăшасси куç кĕрет. Кăрлач-юпа уйăхĕсенче вакансисен 7 ярмăрккине йĕркелерĕмĕр, вĕсене 129 çын хутшăннă. Çав ярмăрккасен вăхăтĕнче ĕç паракансем 75 ваканси пурри çинчен пĕлтернĕ, ĕç шыракан 70 çынна вăхăтлăх ĕç вырăнĕсене вырнаçтарнă.

Районăн ĕçлев служби хăйĕн тĕллевне - Патăрьел тăрăхĕнче пурăнакансене ĕçпе тивĕçтерессине - малашне те çине тăрса пурнăçлĕ. Ĕç пулсан пурнăç та тулăх пулать - çакна тĕпе хурса тăрăшатпăр.

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика