Отдел ЦЗН Красночетайского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хурт-хăмăр ĕрчетесси аталанать

21 января 2012 г.

Юлашки çулсенче районта хурт-хăмăр ĕрчетесси аван аталанни палăрать. Ял хуçалăх производствин çак отраслĕ патшалăха паха продуктпа – пылпа – тивĕçтерет. Кăçалхи çул тĕлне районти пур категориллĕ хуçалăхсенче вĕлле хурчĕсен 2430 çемйи шутланнă, вăл шутра ял хуçалăх предприятийĕсенче – 185 çемье. 2010 çултанпа районти ĕçлев центрĕ пулăшнипе хурт-хăмăрпа аппаланма кăмăллакансем 185-ĕн харпăр хăй ĕçне уçнă. Иртнĕ çул районти хуçалăхсем 75,3 тонна яхăн пыл илнĕ. Хурт-хăмăр ĕрчетесси уйрăмах "Авангард" тулли мар яваплă обществăра лайăх аталанать, кунта пĕтĕмпе пыл хурчĕсен 70 çемйи шутланать. Çулсеренех вĕсенчен пысăк тупăш илеççĕ.

Источник: "Наша жизнь" (Красночетайская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика