Отдел ЦЗН Красночетайского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Суя – шÿт мар

28 апреля 2012 г.

Ытти чух суйнине, вăлтса калаçнине шÿт вырăнне хума пулать, ĕç-пуç судпа тата следствипе çыхăннă пулсан вара суя преступлени шутланать. Çак тĕслĕхсем – шăпах çав ретрен.

Федерацин хăрушсăрлăх службин республикăри управленийĕ тĕпченĕ çак уголовлă ĕç пирки эпир хăй вăхăтĕнче çырнăччĕ. Халăха ĕçпе тивĕçтермелли тĕллевлĕ программăна пурнăçлама уйăрнă укçана, бюджет укçине, вăрланăшăн Хĕрлĕ Чутай районĕнчи "Свобода" хуçалăх директорĕпе тĕп бухгалтерне судпа айăпланăччĕ. Районти ĕçлев центрне пурлăх енĕпе кÿнĕ 547 пин ытла тенкĕлĕх сиене туллин саплаштарнине кура çав тĕслĕх пирки манма та юратчĕ пек ĕнтĕ. Анчах...

Çав ĕçпе свидетельсен йышĕнче Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакан Владимир Бромбин та, ĕçсĕрскер, пулнă. Вăл айăпланакансене яваплăхран хăтарас тĕллевпе суда пĕлсе тăрсах суя кăтартусем панă. Ăна ĕненес-тĕк Бромбин республикăн халăха ĕçпе тивĕçтермелли программине хутшăнса 2009 çулхи октябрь-декабрь уйăхĕсенче "Свобода" хуçалăхра ĕçленĕ имĕш, çакăншăн ăна шалу тÿленĕ. 2011 çулхи июль уйăхĕнче вара ФХС управленийĕ Владимир тĕлĕшпе те уголовлă ĕç пуçарнă – суя кăтартусем панăшăн. Етĕрне районĕн сучĕ айăплава вăрах кĕттермен – Бромбина 5 пин тенкĕлĕх штрафланă.

Çак ĕçпех тата çавнашкаллишĕнех "Свобода" колхоз хуралçи Александр Филиппов, Алена Токарева кассир, "Молочное дело" УАО грузчикĕ Геннадий Кокарев тĕлĕшпе те уголовлă ĕçсем пуçарнă. Суд иккĕшне 180 сехет обязательнăй йĕркепе ĕçлеттермелли приговор палăртнă, пĕрне 5 пин тенкĕлĕх штрафланă.

Шел те, ку – асăннă йышши пĕртен пĕр тĕслĕх мар. Республикăн ĕçсĕрлĕхпе çыхăннă çивĕчлĕхне чакармалли тĕллевлĕ программине пурнăçлама уйăрнă бюджет укçине вăрланăшăн Пăрачкав районĕнчи Ленин ячĕллĕ СПК председателĕпе тĕп бухгалтерне те суд умне тăратнăччĕ. Çав тĕслĕхре те 344 пин тенкĕпе танлашакан сиене туллин саплаштарнă. Анчах ĕç-пуç ертÿçĕпе бухгалтер явап тытнипе кăна вĕçленмен.

Пĕлтĕрхи октябрь уйăхĕнче Федерацин хăрушсăрлăх службин управленийĕ Ленин ячĕллĕ хуçалăхăн финанс ĕçченĕсем Нина Кулясова, Галина Лупанова, Надежда Луконина, Валентина Салдайкина пирки те уголовлă ĕçсем пуçарнă. Вĕсем пурте çÿлерех асăннă уголовлă ĕçпе свидетельсем пулнă. Нумаях пулмасть Çĕмĕрле районĕн сучĕ суеçĕ свидетельсем тĕлĕшпе приговор палăртнă – вĕсене 8-10 пиншер тенкĕлĕх штрафланă. Приговорсем вăя кĕнĕ ĕнтĕ.

ФХС управленийĕнчен пĕлтернĕ тăрăх – пăнчă лартман-ха, асăннă йышши "сценариллĕ" уголовлă ĕçсем следовательсен аллинче татах пур. "Следстви е суд органĕсене суя кăтартусем панин сăлтавĕ тĕрлĕ пулма пултарать, анчах кăтартăвĕ яланах пĕрре – суд приговорĕ, биографие вараласа малашлăха тĕтреллĕ туни", – терĕç управлени пресс-службинче.

 

Источник: "Наша жизнь" (Красночетайская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика