Отдел ЦЗН Красночетайского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хăйне хÿтĕленине кашниех туйтăр

07 марта 2012 г.

Ку тăрăхра пурăнакансене хÿтлĕхпе тивĕçтерессипе иртнĕ çулта тата кăçалхи икĕ уйăхра еплерех ĕçленипе паянхи кăларăмра Римма Валерьяновна ЕВСЕЕВА паллаштарать

Вăрнар районĕнчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен центра 1999 çултанпа Римма Валерьяновна Евсеева ертсе пырать. Хăй пекех пуçаруллă та маттур çынсенчен туслă йыш чăмăртама пултарнă вăл. Çавăнпах Вăрнарсен çитĕнĕвĕсем те курăмлă, ĕçĕ те ăнăçуллă. Ирина Иванова тĕп бухгалтер, ертсе пыракан инспекторсем Ирина Рекаева, Ольга Зайцева, Лаура Стеклова, Ирина Краснова аслă инспекторсем, Лилия Петрова, Ольга Павлова, Виктория Сидорова, Валентина Фадеева бухгалтер пысăк опыт пухнă.

Вăрнарти центрăн филиалĕ Элĕкре вырнаçнă. Унта вăй хуракансем пирки те ертÿçĕ ырă сăмах кăна калать. Хăйĕн çумĕн Алина Петровăн, ертсе пыракан инспекторсен Наталия Захаровăн, Ирина Петровăн, аслă инспекторăн Алина Васильевăн, Елена Казаковăн ĕçĕпе кăмăллă вăл.

Пулăшăва кашниех тивĕçет

Вăрнар районĕнчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен центра пулăшу ыйтма пĕлтĕр 1327 çын пынă /поселокрисем - 458, ялтисем - 869/. Ку кăтарту 2010 çулхинчен 433 пĕчĕкрех.

Кăçалхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне кунта 202 гражданина учета илнĕ е унчченхи çулхинчен 88 сахалрах. Вăй питти ÿсĕмри халăха тĕпе хурас тăк ĕçсĕрлĕх шайĕ 0,8% /2010 çул вĕçĕнче - 1,25%/ пулнă.

Шута илнисен социаллă тата демографи тытăмĕ, тĕпрен илсен, малтанхи тапхăртинчен питех уйрăлса тăмасть: хĕрарăмсем /57,9%, вĕсен йышĕ пĕлтĕр процентăн 1,35 пункчĕ чухлĕ ÿснĕ/, 30 çулчченхи çамрăксем /30,2%, 2,6% нумайланнă/. Пенси ÿсĕмне çывхаракансем çав шутра - 9,4% /2010 çулта - 9,7/, ĕçлеме пултараслăха чикĕленĕ граждансем 4,5% /2010 çулта - 7,6/ пулнă. Учета тăнисенчен 60,9% малтанхи вырăнтан хăйсен ирĕкĕпе тухнă, предприятие хупнипе е персонала чакарнипе кайма тивнисен йышĕ 9,4% сахалланнă, 19,3-пе танлашнă.

Хăйсене юрăхлă ĕç шыракан 1215 çынна /вĕсенчен 869-шĕ - ялтан/ е центра пулăшу ыйтса пынисен 91,6% иртнĕ çул вырнаçтарма пултартăмăр, 2010 çулта асăннă кăтарту 82,1% пулнă. Статистика çирĕплетнĕ тăрăх - пĕлтĕр граждансен 58,5 процентне учета иличченех ĕç тупса панă. 504 çынна /çав шутра - 403-шĕ ялтан/ вара вунă кун иртичченех районти предприяти-организацире йышăннă.

Ĕçсĕррисене хÿтĕлес тĕллевпе тĕрлĕ мелпе усă куратпăр. Акă, тĕслĕхрен, вĕсене хамăр тăрăхра кăна мар, Раççейĕн ытти регионĕнче те вăхăтлăх е яланлăх ĕç сĕнетпĕр. Пĕлтĕр пирĕн центр çине тăнипе 49 çынна /37-шĕ - ялтан/ пулăшрăмăр. Килĕшÿсем тăрăх граждансем Мускав, Воронеж, Амур, Волгоград облаçĕсенчи, Чулхулари тата Саха /Якути/ республикинчи строительство тата ял хуçалăх организацийĕсене кайрĕç.

Ĕç вырăнĕсене квотăланин усси уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Инвалидсем валли пĕтĕмпе 50 вырăн квотăланă тăк отчетлă тапхăрта унта 37 сусăра йышăннă, 6-шне - служба центрĕ янипе.

Шанчăклă мелсенчен тепри - общество ĕçĕ. 2012 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне поселокри тата районти предприяти-организаципе 118 çын валли общество ĕçне пĕрлехи вăйпа йĕркелесе ирттермешкĕн 21 килĕшÿ тунă, 200 çынна вырнаçтарнă /2010 çулта - 184/.

Общество ĕçĕсем, тĕпрен илсен, квалификаци кирлех мар, çав вăхăтрах социаллă пĕлтерĕшлĕ ĕç-хĕлпе - тавралăха, ялсене тирпей-илем кĕртессипе, территорисене санитари тĕлĕшĕнчен тасатассипе, канцеляри тивĕçне пурнăçлассипе, делопроизводствăпа, çуртсемпе сооруженисене, çул-йĕре юсассипе тата ыттипе çыхăннă.

Чылай вăхăт вырнаçайман граждансене вăхăтлăх ĕçе явăçтарни те йывăрлăха сирме пулăшать. Çапла майпа 10 çынна /3-шĕ ялтан/ тĕрлĕ ĕç пурнăçлакана тата делопроизводителе йышăннă: 3-шĕ - инвалид, 2-шĕ пенси ÿсĕмне çывхаракансем, 5-шĕ нумай ачаллă тата пĕччен амăшĕсем.

Профессин пуçламăш тата вăтам пĕлĕвĕн учрежденийĕсенчен тухнă 18-20 çулсенчи ĕç шыракан çамрăксене вăхăтлăх вырнаçтармалли программăпа 5 çынна /пĕри ялтан/ пулăшрăмăр. 14-18 çулсенчи 358 ачана /вĕсенчен 299-шĕ ялтан/ вĕренÿрен пушă вăхăтра ĕç тупса патăмăр. Асăннă мелпе чи малтанах тулли мар тата йышлă çемьесенче çитĕнекенсем /45/, тăнăçсăр шутланакансем /12/, çул çитменнисен комиссийĕсенче учетра тăракансем /1/, ашшĕ-амăшĕ сахал тупăш илекенсен /91/, ĕçсĕр граждансен /4/ ывăл-хĕрĕ усă курма пултарать..

Профессие вĕрентетпĕр, ярмăрккана йыхравлатпăр

Центра ĕç шыраса пынă çынна вырнаçтарма май килмесен пирĕн специалистсем ăна тепĕр профессие вĕренмешкĕн е ăсталăха ÿстермешкĕн сĕнеççĕ. Çак тĕллевпе 7 вĕренÿ заведенийĕпе 482642 тенкĕлĕх патшалăхăн 5 контрактне тата 10 килĕшÿ тунă. Пĕлтĕр 86 çынна професси илме янă. “Ĕçсĕр граждансене профессие вĕрентесси” программăна хутшăнакансем тĕлĕшпе задание 103,6% пурнăçланă. Ĕçсĕрсене 7 специальноçпа хăнăху илме сĕннĕ. Вĕсенчен ытларахăшĕ В, С, Д категори водителĕ пулма, “1С: Предприяти” программăпа квалификацие ÿстерме, уйрăм хуралçă, котельнăй операторĕ, электросварщик тата ытти специальноçа илме кăмăл тунă.

Паллах, специальноçа пултарулăха тата чун туртнине кура суйламалла. Çавăнпа та профориентаци парассине центр специалисчĕсем тивĕçлипе хаклаççĕ. Учетра тăракансемпе, ĕç шыракансемпе, вĕренекен çамрăксемпе ăна уйрăммăн та, ушкăнсене пухса та ирттеретпĕр. Тĕллевĕ - вакансисем пуррине тата ĕçе вырнаçма май килнине шута илсе гражданина професси суйлама е тепринпе улăштарма май туса парасси. 2011 çулта пулăшăвăн асăннă мелĕпе районта пурăнакан 1799 çынна тивĕçтернĕ. Кунсăр пуçне психологи хÿтлĕхне 41 ĕçсĕр гражданин /28-шĕ ялтан/ илнĕ. Учетра тăракансемпе уйрăммăн е ушкăна пухса консультаци мелĕпе калаçусем тата психологи тренингĕсем ирттерни патшалăх пулăшăвĕн витĕмлĕ меслетĕнчен пĕри шутланать. “Хĕрарăм тата карьера”, “Стреса парăнтарасси”, “Пурнăç максимумĕ”, “Телейлĕ малашлăх”, “Эпĕ - çамрăк специалист” тренингсене халăх çулталăкĕпех йышлă çÿрерĕ, ĕçе вырнаçма чăрмантаракан сăлтавсенчен хăтăлма, чун пăлханăвне сирме вĕренчĕ.

Центрта учета илнисене пулăшас тĕллевпе пĕлтĕр вакансисен 4 ярмăрккине йĕркеленĕ, унта районти 23 организаци 348 ваканси сĕннĕ. Вĕсенчен ытларахăшĕ - суту-илÿпе общество апатланăвĕн, промышленноç, транспорт тата çыхăну предприятийĕсенчен, ял хуçалăх, сывлăх сыхлавĕн, вĕренÿ тытăмĕсенчен. Асăннă мероприятисене 326 çын хутшăннă, 131-шне ĕçлĕ тунă. Ваканси ярмăрккисене хĕрарăмсем, 14-18 çулсенчи çамрăксем тата ытти ушкăна кĕрекенсем валли уйрăммăн йĕркеленĕ.

Рабочисем кирлĕ

2011 çулта пирĕн районти 88 предприяти-организаци хăйсене мĕнле специалистсем кирлине палăртса 1437 ваканси пирки пĕлтернĕ /2010 çулта 69 предприяти - 1462/.

Кăçалхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне кăтартусен базинче пушă 307 ваканси пулнă. Вĕсенчен 83,1% рабочи специальноçĕсемпе çыхăннă, пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçерен пысăкрах шалуллă ваканси 47,6% шутланнă. Ĕç рынокĕнчи çивĕчлĕх, тĕпрен илсен, чакса пырать.

Ĕç паракансем строительсене ытларах ыйтаççĕ: каменщиксене, штукатур-малярсене, плиточниксене, бетонщиксене, слесарьсене, сварщиксене, электрогазосварщиксене. Çавăн пекех груз турттаракан автомобиль тата строительство техникин водителĕсем, платниксем, кровельщиксем, электромонтерсем çăмăллăнах вырнаçма пултараççĕ. Унсăр пуçне çĕвĕçĕсем, поварсем, официантсем, сутуçăсем, парикмахерсем, воспитательсем, врачсем, фельдшерсем, медицина сестрисем кирлĕ. Грузчиксене, дворниксене, тирпейлÿçĕсене, кухньăра вăй хуракансене, тĕрлĕ ĕç тăвакансене ыйтакансем сахал мар. Бухгалтерсем, экономистсем, секретарьсем, юрисконсультсем, кладовщиксем, сыхлавçăсем, хуралçăсем, ПЭВМ операторĕсем вара çителĕклех.

2011 çулта 213 çынна ĕçрен кăларса ярасси пирки 21 предприяти служба центрне кăтартусем панă.

Иртнĕ çул ĕçсĕрлĕх пособине 781 çынна е учета илнисен 58,9% памалла тунă. Ăна тÿлеме 11368 пин тенкĕ кайнă.

Вăй хума пултараслăха чикĕлесен

Хевтесĕр тата ĕçлеме пултараслăха чикĕленĕ граждансене хальхи вăхăтра вырăн тупма уйрăмах кансĕр. Служба центрĕнчен отчетлă тапхăрта пулăшу ыйтнă 35 инвалидран тата çулталăк пуçламăшĕнче кунта учетра тăнă 22 сусăртан 46-шне ĕçе вырнаçтарнă, вĕсенчен 6-шне - предприятисенче çирĕплетнĕ квота шучĕпе, 3-шне вырнаçма йывăр граждансене вăхăтлăх ĕçпе тивĕçтермелли программа тăрăх.

Вăй хума пултараслăха чикĕленĕ çынсене пулăшмалли мелсене анлăлатас тĕллевпе 2 инвалида профессие вĕренме, урăх ăсталăха хăнăхма тата автомобиль водителĕн, ЭВМ операторĕн специальноçĕсемпе квалификаци пысăклатма янă. Ку енĕпе тата тепĕр 2-шне психологи пулăшăвĕпе тивĕçтернĕ.

Чăваш Республикинче 2011 çулта ĕç рынокĕнчи кăткăслăха сирмелли тĕллевлĕ программăпа килĕшÿллĕн 6 инвалид 58,8 пиншер тенкĕлĕх финанс пулăшăвĕ илсе предпринимательлĕх йĕркеленĕ. Пĕлтĕр районти 6 предприятире сусăрсем валли ятарласа хатĕрленĕ сакăр вырăна вăй хурассине чикĕленĕ 10 сусăра илнĕ.

Инвалидсем çинчен калаçнă май, çакăн çинчен аса илтересшĕн: хăшĕ-пĕри эпĕ хевтесĕррипе çав-çавах ĕçе кĕреймĕп тесе служба центрне пыма тăхтаса тăрать. Ку - пачах та тĕрĕс мар. Пирĕн специалистсем сире пулăшмашкăн яланах хатĕр. Килĕр, çÿрĕр, кăмăлăр пур тăк хăвăра тивĕçлĕ вырăн тупассинче ан иккĕленĕр.

Пĕр ваканси пуçне - 0,67 çын

Кăçалхи икĕ уйăхри кăтартусене илес тĕк районти ĕç рынокĕнчи лару-тăру çивĕчлĕхĕ чакса пыни сисĕнет. Асăннă тапхăрта вырăн шыраса центра 250 çын пынă, ĕçсĕрсен йышĕ - 223-пе, ĕçсĕрлĕх шайĕ - 0,9%, ĕçсĕрлĕхĕн вăтам тăсăмĕ 2,9 уйăхпа танлашнă. Çав вăхăтрах предприятисем 335 пушă вырăн пуррине пĕлтернĕ: 272-шĕ рабочи профессийĕсемпе, 246-шĕ - хĕрарăмсем валли.

Ĕç рынокĕнче 1 ваканси пуçне ĕçсĕр 0,67 çын тивнĕ.

Нарăс уйăхĕнче ĕç рынокĕн информацийĕпе паллашма - 159, тивĕçлĕ ĕç шыраса служба центрне 202 çын килнĕ /вĕсен шутĕнче 111 хĕрарăм, вĕренÿрен пушă вăхăтра вăй хурас кăмăллă 26 çамрăк, чылай тапхăр ĕçлемен 66 гражданин, 5 инвалид, çар службинчен таврăннă 3 каччă, малтанхи вырăнтан кăларса янисем 13/. Учетран 156 çынна кăларнă, 3-шне пенси маларах памалла тунă, 18-шне професси вĕренĕвне янă. 132 çын ĕçлĕ пулнă, общество ĕçне 26-ăн хутшăннă. Профориентаци пулăшăвне 165-ĕн, 9-ăн социаллă адаптацие тивĕçнĕ. Нарăс уйăхĕнче ирттернĕ ваканси ярмăрккине 6 предприяти, ĕç шыракан 56 çын хутшăннă.

Кăçалхи тĕллевсем те пĕчĕк мар пирĕн. Вĕсене чыслăн пурнăçласа ентешĕмĕрсене ĕçпе тивĕçтерес енĕпе патшалăх пулăшăвĕн мĕн пур мелĕпе туллин усă курма шантаратпăр.

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика