Отдел ЦЗН Красночетайского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сусăр çын тимлĕхсĕр ан юлтăр

15 февраля 2012 г.

ЧР Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин представителĕсем Чăваш Республикин 2011 çулхи чÿк уйăхĕн 25-мĕшĕнче йышăннă «Чăваш Республикинче инвалидсем валли ĕç вырăнĕсем квотăласси çинчен» саккунне пурнăçлас ыйтупа Çĕрпÿпе Канаш хулисене çитрĕç, районсенчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрсен директорĕсемпе, сусăрсен общество организацийĕсене, производство предприятийĕсене ертсе пыракансемпе канашлу ирттерчĕç.

Служба ертÿçи Сергей Димитриев Чăваш Енри ĕçсĕрлĕх çивĕчлĕхĕн лару-тăрăвĕпе паллаштарчĕ. Республика экономики кал-кал аталанать, хăш-пĕр кăтартăвĕ кризис умĕнхи шая çитнĕ. Промышленноç производствин калăпăшĕн индексĕ 113,5 процентпа танлашнă. Тĕпрен илсен тавар туса кăларассипе кăтартусем аван, пĕлтĕрхинчен 16% ÿснĕ, строительствăра - 5,7%. Çавна май ĕçсĕрлĕх çивĕчлĕхĕ чакма тытăннă. 2011 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне республикăра 14478 çын центрсенче шутра тăнă, кăçалхи çав тапхăрта - 8062 /44,3% сахалланнă/.

Федерацин Атăлçи округĕнчи 7 регионăн - Киров, Самар облаçĕсен, Пермь крайĕн, Удмурт, Пушкăрт, Тутар, Мари республикисен - аталану шайĕпе пирĕнтен маларах пулсан та, ĕçсĕрлĕх шайĕ пысăк. Мордва Республики, Саратовпа Оренбург облаçĕсем - пирĕнпе танрах.

Республикăри 26 район пĕрлĕхĕнчен çирĕмĕшĕн - 1 процентран та сахалрах. Уйрăмах Муркашсен, Елчĕксемпе Тăвайсен аван - 0,23, 0,35, 0,36%.

Ĕçпе тивĕçтерекен центрсем сусăрсене кăмăллакан профессипе предприятие вырнаçтарас тĕлĕшпе тĕллевлĕн ĕçлеççĕ. Республикăра 2627 ĕç вырăнĕ квотăланă, 1970 çынна тивĕçтернĕ - плана 70,8% тултарнă. Чи пĕчĕкки - Красноармейскисен, квотăн пĕрре тăваттăмĕш пайĕ çеç пурнăçланнă. Лару-тăру Улатăрпа Етĕрне тăрăхĕсенче те йывăр. Çĕнĕ саккунпа килĕшÿллĕн 100 çын ытларах коллективлă организацисенче инвалидсене йышăн 2 проценчĕ чухлĕ ĕçе илмелле. Чăвашстат пĕлтернĕ тăрăх республикăра унашкал организаци - 460.

ЧР Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин пай пуçлăхĕ Геннадий Константинов «Чăваш Республикинче инвалидсем валли ĕç вырăнĕсем квотăласси çинчен» Саккун епле пурнăçланни çинчен каласа пачĕ. Сусăрсем мĕн пур çынпа танах тулли праваллă. Вĕсен те çĕнĕ профессие вĕренес, ĕçе вырнаçас килет. Ытларах газооператор, лифтер, парикмахер, çĕвĕç, атăç, теле-радиоаппаратура юсакан, сехет ăсти, ытти ĕçе те кăмăллаççĕ, пĕр-пĕр организацие ертсе пыракан та пур.

- Пирĕн служба органĕсем чылай çул хушши медицинăпа социаллă пурнăç экспертизипе тачă çыхăну тытаççĕ, специалистсем пулăшма яланах хатĕр, - терĕ Геннадий Николаевич.

Коллективра йыш улшăнса тăнăран организаци квота мĕн чухлĕ пуррине уйăхсерен палăртать. Унпа килĕшÿллĕн халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр панă направленипе, çавăн пекех инвалидсем хăйсем ыйтса çырнипе организацин вĕсене ĕçе йышăнмалла. Кирлĕ пулсан ĕç вырăнне ятарлă хатĕрпе хăтлăлатмалла. Тăкак хакне патшалăх саплаштарать - пĕр вырăншăн 50 пин тенкĕ. 2012 çулта 70 ĕç вырăнне 5 млн яхăн тенкĕлĕх хăтлăлатмалла.

Çĕрпÿ районĕнче кăтартусем вăтам, лайăххи те пур, пĕрлех пурнăçламалли те çителĕклĕ. Организацисен инвалидсене кирек мĕнле должноçа та йышăнма тивĕçлĕ.

Канаш хулинче Сергей Димитриев сусăрсем вăй хуракан вырăнсене çитсе курчĕ. Павел Евграфов хăйĕн ĕçне йĕркеленĕ, автомобильсене эрешсемпе илемлетет. Алексей Григорьев - программист, ООО ун валли ятарлă сĕтел, тумба, кресло, ноутбук туяннă. Игорь Воробьев вара - хаçатçă. Урапапа куçса çÿрет пулсан та хăйĕн тивĕçне вăхăтра пурнăçлать. Вăл йĕркеленĕ «Навигатор» хула çыннисен юратнă хаçачĕ пулса тăнă. Кунта 2011 çулхи çĕртме уйăхĕнче иккĕмĕш ушкăнри Ирина Самарцева килнĕ.

Канашра пĕлтĕр 83 инвалид ĕçе вырнаçнă. Хальхи вăхăтра хулара 600 ытла ваканси, 4-шĕ - сусăрсем валли. Канашра кăçал та çĕнĕ предприятисем уçăлмалла, вăл шутра инвалидсем валли те. Вĕсенче те ĕç вырăнĕсем квотăлĕç. Центр та пулăшĕ, хăйĕн тĕллевне - пĕр сусăр çын та тимлĕхсĕр ан юлтăр - яланах асра тытĕ.

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика