Отдел ЦЗН Красночетайского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Республика пуçлăхĕ – районта

28 января 2012 г.

Республика пуçлăхĕ – районта

Кĕçнерни кун, январĕн 26-мĕшĕнче, пирĕн районта Республика Пуçлăхĕ Михаил Васильевич Игнатьев ĕçлĕ визитпа пулчĕ. Çавăн пекех çав кун районта Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Николай Владимирович Маловпа Валерий Михайлович Павлов, Пĕрлехи информаци кунне хутшăнма района килекен ушкăн ертÿçи Дмитрий Михайлович Сержантов, Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министрĕ Владимир Николаевич Иванов, ЧР физкультурăпа спорт тата туризм министрĕ Анатолий Арсентьевич Николаев, ЧР экономика аталанăвĕн, промышленность тата суту-илÿ министрĕн çумĕ Людмила Геннадьевна Федорова, Раççей Перекет банкĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн тата "Россельхозбанкăн" регионти филиалĕн представителĕсем пулчĕç.

Малтанах Республика Пуçлăхĕ Хĕрлĕ Чутай салинчи уйрăм предпринимательсен Дианăпа Володя Крыцовсен çемье бизнесĕпе – автосервис пункчĕпе – интересленчĕ.

Унтан Михаил Васильевич "Янтарь" ТЯО-на çитсе сĕт сивĕтмелли оборудованипе, килекен продукци пахалăхĕпе паллашрĕ. Сĕте йышăнакансем пĕлтернĕ тăрăх, ял çыннисенчен пахалăхсăр продукци килет. Республика Пуçлăхĕ çакна сĕт сутакансене пĕлтерме хушса хăварчĕ.

Çавăн хыççăн Республика Пуçлăхĕ Хĕрлĕ Чутай шкулĕн хушма çуртĕнче тата спорт комплексĕнче ĕçсем мĕнле пынине тĕрĕслерĕ. М.Игнатьев ачасем валли хăтлă та ăшă шкул пулмаллине, ĕçе пахалăхлă та тĕплĕн туса пĕтерме хушрĕ.

11 сехетре Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев район администрацийĕн ларусем ирттермелли Пысăк залĕнче район активĕпе тĕл пулчĕ, унта районăн 2011 çулхи экономикăпа социаллă пурнăç аталанăвне тата 2012 çул тĕллевĕсене тишкерчĕç. Унтан Михаил Васильевич районта пурăнакансен тĕрлĕ ыйтăвĕсене хуравларĕ.

Тĕрлĕ сферăра вăй хуракансене ĕçри, вĕренÿри хастарлăхшăн Республика Пуçлăхĕн аллинчен Хисеп грамотисемпе Тав хучĕсем илме, паллах, кăмăллă пулчĕ.

Вырăнти хăй тытăмлăха аталантарма пысăк тÿпе хывнăшăн Атнар ял тăрăхĕн пуçлăхне Александр Николаевич Кузнецова Чăваш Республикин Хисеп грамотине парса чысларĕ.

Халăх ыйтăвĕсене тивĕçтерессипе чылай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн райпон тĕп экономистне Зинаида Леонидовна Самылкинана "Чăваш Республикин халăх ыйтăвĕсене тивĕçтерессин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" ят парса саламларĕ.

Çавăн пекех Михаил Васильевич нумай ачаллă çемьесене тÿлевсĕр çĕр лаптăкĕ илме сертификатсем, Президент стипендине тивĕçнĕ çамрăксене свидетельствăсем пачĕ.

 

Источник: "Наша жизнь" (Красночетайская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика