Отдел ЦЗН Красночетайского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Инвалидсене – ĕç

04 февраля 2012 г.

Пурнăçра ансат мар лару-тăрăва лекнĕ çынсене яланах тимлĕх кирлĕ. Хевтесĕр çынсен пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ валли меллĕ условисем туса парасси – Чăваш Ен Правительствин пысăк пĕлтерĕшлĕ тĕллевĕ. Çакна 2011 çулхи ноябрĕн 25-мĕшĕнче тухнă "Чăваш Республикинче инвалидсем валли ĕç вырăнĕсем квотăласси çинчен" саккунĕ те çирĕплетет.

Кĕçнерни кун район администрацийĕн ларусен Пĕчĕк залĕнче ĕçлев центрĕ пуçарнипе çак саккуна пурнăçлассипе лару иртрĕ. Унта район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ В.Храмов, прокурор пулăшуçи Е.Тимофеев, ĕçпе тивĕçтерекен центр директорĕ И.Федоров, инвалидсен обществин председателĕ Е.Сергеева, социаллă хÿтлĕх пайĕн тĕп специалисчĕ Э.Викторова тата ĕç паракансен представителĕсем хутшăнчĕç.

Ларăва пухăннисем социаллă пĕлтерĕшлĕ çĕнĕлĕхе – инвалидсене, сусăр ача çитĕнтерекенсене ĕç тупса парассине сÿтсе яврĕç. Ĕçпе тивĕçтерекен центр директорĕ Игорь Федоров пĕлтернĕ тăрăх, 2011 çулта центра 19 инвалид ĕç тупас тĕллевпе пынă. Асăннă ушкăна кĕрекен 18 çынна ĕçе вырнаçтарнă. 2 инвалид республикăри тĕллевлĕ программăпа килĕшÿллĕн харпăр хăй ĕçне йĕркелесе яма каялла тавăрса памалла мар субсидипе усă курнă. Паянхи кун ĕçлев центрĕнче 2 инвалид учетра тăрать.

Пĕлтĕр ĕçпе тивĕçтерекен центр ĕç вырăнĕсем квотăлассине пурнăçланă. Кăçал инвалидсене ĕçе вырнаçтарма ятарлă 2 ĕç вырăнĕ йĕркелеме палăртнă.

Район прокурорĕн пулăшуçи Евгений Тимофеев та ларура çивĕч ыйтусене хускатрĕ. Çĕнĕ саккунăн хăш-пĕр саманчĕсемпе паллаштарчĕ, инвалидсен прависемпе интересĕсене хÿтĕлес, вĕсене пурнăçра меллĕ лару-тăру йĕркелесе парас, транспорт тата социаллă инфратытăм объекчĕсемпе чăрмавсăр усă курмалли майсем янтлас ĕç пурнăçа кĕмелли пирки каларĕ.

Паянхи кун районта 1430 инвалид шутланса тăрать (16-шĕ коляскăпа çÿрекеннисем), вăл шутра 113 ача. Сăмах май, 3-мĕш ушкăнри ĕçлеме пултаракан 586 инвалидран 13-шĕ çеç паян тĕрлĕ производствăра вăй хурать. Ыттисем?.. Ĕçпе тивĕçтерекен центр кăна мар, район администрацийĕ те вĕсене пулăшмалли майсем шырать. Сăмахран, вăл ал ĕç тăвакансене валли ĕç пуçарса парас шухăшлă. Инвалидсен "Шанчăк" клуб членĕсем те ку енĕпе кирек хăш вăхăтра пулăшу, тĕрев пама хатĕр. Çавăнпа пурнăç уйăрнă çынсене хăюллăрах пулса утăм тăвасса, сасă парасса кĕтеççĕ.

 

Источник: "Наша жизнь" (Красночетайская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика