Отдел ЦЗН Красночетайского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçлекен çын тупăш илетех

14 декабря 2011 г.

Çын тĕрлĕ сăлтавпа ĕçсĕр тăрса юлма пултарать. Кун пек чухне чи кирли – ĕçлес шухăша пăрахманни.

Кив Атикассинче пурăнакан Галина Ивановна Борисова та унччен "Марксист" колхозра бухгалтерта, хăйсен ялĕнче пĕр вăхăт хушши ĕçленĕ çĕвĕ цехĕнче вăй хунă. Ĕçсĕр тăрса юлсан вара харпăр хăй ĕçне пуçарса яма шут тытнă. Мăшăрĕпе, Борис Семеновичпа, ахаль те пĕчĕкех мар хуçалăха аталантарасшăн. Кăçал вĕсем пилĕк вăкăр ÿстернĕ, вĕсене сутса услам тунă. Пĕр ĕне усраççĕ Борисовсем. Халĕ вара патшалăх паракан 58800 тенкĕпе усă курса тата икĕ ĕне туянасшăн. "Ÿркенмесен сĕт сутса тупăш илме май пур тесе шутлатăп, – тет Галина Ивановна. – Килте трактор пуррипе утă-улăмне туса илме çăмăлтарах. Çуллахи вăхăтра мăшăрăм ял хуçалăхĕнче килĕшÿпе ĕçленĕрен тырри-пулли те килет".

Мăшăрсем хĕрпе ывăла кун çути парнеленĕ, халĕ вĕсене пурнăç çулĕ çине кăларассишĕн тăрăшаççĕ. Асли, Наталья, Йошкар-Олари университетра иккĕмĕш курсра вĕренет, Борис ывăлĕ 11-мĕш класра ăс пухать. Арçын ача ашшĕпе пĕрле техникăпа аппаланма юратать.

Мал ĕмĕтлĕ, ĕçчен çынсен пурнăç тĕллевĕ те пур. Хăюллă утăмсем тума хăрамалла мар çеç. Патшалăх пулăшу аллине тăснă чух пуçарулăх кăтартмалла.

 

Источник: "Наша жизнь" (Красночетайская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика