Отдел ЦЗН Красночетайского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕç тарлаттарать те тутă тăвать

07 декабря 2011 г.

Сĕтел çинче çăкăр пултăр тесен ялта пурăнаканăн ирĕн-каçăн тăрăшмалла, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетмелле, хушма хуçалăха тĕреклетмелле. Хастар тăрăшакансене патшалăх тавăрса памалла мар субсидипе – 58800 тенкĕпе – тивĕçтернĕрен районта пурăнакансенчен чылайăшĕ йышлă выльăх тытма пуçларĕ. Тралькассинче тĕпленнĕ Назаровсем те кăçал çак пулăшупа усă курса харпăр хăй ĕçне пуçарса янă.

Ĕнисене ятарлă аппаратпа сусан та, утă-улăм янтлама трактор пулсан та пилĕк ĕне, пĕр лаша, темиçе пăру, икĕ сысна, хурсемпе чăхсем усраканăн ĕçĕ пĕрре те çăмăл мар. Шăп çавăн чухлĕ выльăх Назаровсен. Çапах та унччен Хăмарккари шкулта, район администрацийĕн вĕренÿ пайĕнче, ял тăрăхĕн администрацийĕнче тăрăшнă Александр Васильевич пуçĕпех кил-тĕрĕшри ĕçе пуçăнма хăраман. Тралькассинчи Культура çуртĕнче методистра тăрăшакан Лариса Владимировна та мăшăрĕн пуçарăвне ырланă. Патшалăха сĕт сутса тупăш илеççĕ вĕсем.

Пыл хурчĕсем те усраççĕ Назаровсем. Вĕсемпе ытларах Александр Васильевичăн ашшĕ, Василий Григорьевич, аппаланать. Ывăлĕпе тата кинĕпе ватă кăмăллă: "Çамрăксем ÿркенмеççĕ, ĕçлеççĕ, – тет вăл. – Мана та вырăна хураççĕ".

Вун пĕр çул пĕрле килĕштерсе пурăнакан мăшăр çут тĕнчене виçĕ ача парнеленĕ. Асли, Ангелина, 2-мĕш класра вĕренет, вăтамми, Гриша, кăçал пĕрремĕш хут парта хушшине ларнă. Вĕсем вĕренÿре аван ĕлкĕрсе пыраççĕ. Виçĕ çулхи Дима вара хальлĕхе килтех-ха. Вĕсен ырă пуласлăхĕшĕн тăрăшса ырми-канми вăй хураççĕ те ĕнтĕ ашшĕпе амăшĕ. Аслисен тĕслĕхĕпе ачисем те пилĕк авма хăнăхса ÿсесси куç кĕрет.

Çутă ĕмĕтпе пурăнакан, сатурлăхпа, пуçарулăхпа палăракан, ашшĕ-амăшĕн ани-çаранне манман çынсем тăван кĕтесĕн ят-сумне çĕклеççĕ.

Источник: "Наша жизнь" (Красночетайская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика