Отдел ЦЗН Красночетайского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Правительство шайĕнчи «арифметика урокĕсем»

25 ноября 2011 г.


 


 

Министрсен Кабинечĕн ларăвĕ вĕçленнĕ хыççăн никама та кăларса  ямарĕ те - Михаил Игнатьев Президент юн кун ирттернĕ çак  канашлу пирки «Правительство шайĕнчи» тени ÿстерсе калани мар. Нумай-нумай цифра асăнчĕç, вĕсене хушмалли-хутламалли мелсемпе çине-çинех усă курчĕç - чăннипех шкулти урока аса илтерчĕ. «Вĕрентекен» те, Президент, пур, «вĕренÿре» юлса пынă май пит хĕретме тивнисем те...

Михаил Игнатьев юлашки вăхăтра ĕç коллективĕсемпе, халăхпа час-часах тĕл пулнă май çынсем çак темăсемпе кăмăлсăрланса çине-çинех ыйтусем панине палăртрĕ - çавăнпа хăйне евĕрлĕ оперативлă канашлу ирттерес тенĕ ĕнтĕ. Кун йĕркинче пенсисене вăхăтра тÿлессипе, бюджет тытăмĕнче ĕç укçине ÿстернипе, ĕçсĕрлĕхпе кĕрешессипе тата ача сачĕсенчи «ăнланмалла мар» самантсемпе çыхăннă ыйтусем пулчĕç.

Чи малтан Пенси фончĕн Чăваш Енри уйрăмĕн ертÿçи Роза Кондратьева отчет турĕ. Республикăра 341 пин çын пенси илет. Вĕсен шучĕ çуллен ÿссе пырать. Кăçал 2,1 пин çын чухлĕ пысăкланнă. Çавна май çак йыша пенсипе тивĕçтермелли тăкаксем те ÿсеççĕ. Пушшех - кăçал тĕрлĕ ушкăн пенсийĕсене темиçе хут та ÿстернине шута илсен. Вăтам пенси виçи - 7,4 пин тенкĕ ытларах. Ку пурăнма кирлĕ виçерен пысăкрах. Пĕтĕмĕшле илсен, Роза Алексеевна хакланă тăрăх, Пенси фончĕ валли укçа пухасси республикăра аван пулса пырать. Анчах парăмлисем те пур. Çĕмĕрлери ЖКХ предприятийĕсен фонд умĕнчи парăмĕ 9 млн тенке çитнĕ, Канашра - 6 млн тенкĕ. Çĕнĕ Шупашкарта вара сиплев учрежденийĕн парăмĕ пысăк - 15 млн тенкĕ. Куславкка районĕн тĕп больници те парăмлă. Чăвашавтотранс 38 млн тенкĕ хывса çитереймен.

Çĕмĕрлери управляющи компанисем пирки Президент çаплах каларĕ: «Иккĕленместĕп, вĕсем - пĕр кунлăх фирмăсем. Яваплăхĕ - 10 пин тенкĕлĕх. Çавăнпа та вĕсемпе çыхăннă ĕçе вĕçне çитермеллех, вăраха ятăмăр тăк кайран вĕсене шырама тивĕ...» Строймин ертÿçине тивĕçлĕ хушу пачĕ.

Пенси фончĕн ертÿçи республикăра çынсем амăшĕн капиталĕпе анлăн усă курнине кăмăллăн палăртрĕ - укçан 41% ĕçре ĕнтĕ. Раççейри вăтам кăтарту вара - пĕтĕмпе те 26% çеç. Михаил Игнатьев амăшĕн капиталне саккуна пăсса укçана çавăракан фирмăсем тĕлĕшпе хăй вăхăтĕнче çирĕп позици йышăнни ĕç-пуçа йĕркелеме май пани çинчен аса илтерчĕ. Ку енĕпе тимлĕхе малашне те çухатма юрамасть, амăшĕн капиталĕпе инçетри ялсенче пурăнма юрăхсăр сарайсем туяннă тĕслĕхсем пулмалла мар!

Вице-премьер - финанс министрĕ Михаил Ноздряков бюджет тытăмĕнче вăй хуракансен шалăвне кăçал темиçе хут та ÿстерни пирки пĕтĕмĕшле цифрăсене пĕлтерчĕ. Михаил Игнатьев вара çынсенчен илтнĕ: юлашки 6,5% шайĕнчи ÿсĕме темшĕн нумайăшĕ туйман иккен. Мĕншĕн? Малтанах вĕренÿ министрĕн Владимир Ивановăн хуравлама тиврĕ. Вăл пĕлтернĕ тăрăх вĕрентÿ сферинчи вăтам ĕç укçи 14 пин тенкĕ урлă каçнă - экономикăри шалу шайне çитнĕ. Министр педагогсем япăх мар ĕçлесе илнине пайăр тĕслĕхсемпе çирĕплетрĕ. Калăпăр, аслă пĕлÿллĕ педагог, унăн 26 сехет, ĕç стажĕ 15 çулпа танлашать, патшалăх награди пур, хавхалантармалли фондран та тÿлев илет. Юпа уйăхĕ 1-мĕшĕнчен ĕç укçине 6,5% ÿстернипе пĕрле шутласан унăн шалăвĕ 22443 тенкĕпе танлашнă.

Аван пек. Михаил Игнатьева вара ку тивĕçтермерĕ: «18 сехетлĕ учитель 7-8 пин тенкĕ кăна илет. 18 сехет тĕк - никамăн та 13 пинрен кая илмелле мар. Çакă пурнăçланмасть - çынсем кăмăлсăр».

Медицинăшăн, культурăшăн, физкультурăпа спортшăн яваплă министерствăсен ертÿçисен те тивĕçлĕ ыйтусене хуравлама тиврĕ. Культурăра, министр çумĕ Татьяна Казакова евитленĕ тăрăх, «ыйтусем çук». Сывлăх сыхлавĕнче вăтам ĕç укçи 12 пин тенкĕ урлă каçнă, врачсен шалăвне пайăррăн илес тĕк - 18 пин тенкĕ ытла. Чăн та, тĕрлĕ муниципалитетра укçа виçи тĕрлĕ. Санитаркăсем тĕлĕшпе çивĕчлĕх пур - шалу чи пĕчĕк ĕç укçин шайĕнче. Президент министерствăсен представителĕсене районсене ярса унти ĕç-пуçа тĕплĕ тĕрĕслеме хушса хăварчĕ: «Виçĕ кун паратăп - докладсем кĕтетĕп. Çынсем тивĕçлĕ укçана мĕншĕн илменнине ăнлантарса паратăр!»

Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин ертÿçи Сергей Димитриев ĕçсĕрлĕх лару-тăрăвне хакларĕ. Республикăра ĕçсĕррисен йышĕ халĕ 1,3% шайĕнче, çулталăк вĕçлениччен 1,2% шайне антарасшăн. Пирĕн ĕç-пуç лайăххине кăтартас шутпа-ши - тĕнче шайĕнче йышăннă стандартсене тĕпе хурса хакласан Чăваш Енре ĕçсĕрлĕх 6,5% иккен, Европăри çĕр-шывсенче /Германире, ытти патшалăхра/ вара - 8-9% чухлех! «Вĕсем унта митинглаччăр, эпир вара вăйлăрах пулăпăр!» - асăрхамасăр хăвармарĕ çак танлаштарăва Президент. Çавах калаçăва çивĕчлетмерĕ - Сергей Петровичăн çуралнă кунĕ пулни те çапла тума хистерĕ-тĕр: «Çитес çул ĕçсĕрлĕх шайне 1% шайне антарасси пирки калаçу пулнăччĕ - сирĕн тепĕр çуралнă кун тĕлне çапла пуласса шанатăп», - тенипех çырлахрĕ.

Çĕнĕ Шупашкар влаçĕсене вара самаях сăмах тиврĕ. Сăлтавсăр мар. Çĕнĕ Шупашкарта пулнă май химиксен хулинче пурăнакансем Михаил Игнатьева хăйсен ачисем садике çÿренĕшĕн унта простынь, вырăн таврашĕ ыйтни çинчен пĕлтерсе тĕлĕнтернĕ иккен. «Хистеççĕ теççĕ!» - тарăхăвне пытармарĕ Президент. Хула администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Сироткин мэрие маларах кунашкал информаци килменни, унашкал тĕслĕх пĕрре-иккĕ çеç пулни пирки каласа тÿрре тухма тăчĕ-ха, çук, Михаил Васильевича ку тивĕçтермерĕ: «Пĕрре кăна мар, темиçе садикре çапла. Ан тив, пĕрре кăна пултăр - мĕншĕн? Мĕншĕн эсир пĕлместĕр? Çынсем пĕлтерме хăраççĕ тĕк, эппин, сирĕн унта çавнашкал лару-тăру вăй илнĕ - ачисене садикрен кăларса ярасран шикленеççĕ. Эпĕ çынсен умĕнче тупа тунă вĕт - мана намăс пулчĕ. Уйăхсерен информаци ушкăнĕсем çÿреççĕ - мĕн тăваççĕ, павраççĕ кăна-им? Ăçта çынсен прависене хĕстернĕ - должноçри çынсен шалăвĕн шучĕпе саплаштармалла! Пурлăх тĕлĕшĕнчен тăкакланнине кăна мар, мораль тĕлĕшĕнчен кÿнĕ сиене те! Çапла тумасан çынсене сиене суд урлă шыраса илмешкĕн хамăр пулăшăпăр!»

Çакнашкал килĕшÿсĕр ĕç-пуçпа тĕрлĕ вăй усă курнине, суйлав умĕн вĕсем химиксен хулине пушшех унталла-кунталла турткаланине палăртнă май Михаил Игнатьев Çĕнĕ Шупашкар администрацийĕн ертÿçине каланă сăмахсем ăс панăнах илтĕнчĕç: «Сирĕн вырăнсенчи çынсемпе çыхăну çук. Сирĕн пур çĕрте те разведчиксем пулмалла...» Çак калаçăва шута илсен канашлу пирки «арифметика урокĕ» çеç мар, ертсе пыма вĕренмелли хăйне евĕр заняти пулчĕ тени те вырăнлă-тăр. Çакнашкал «уроксен» пĕлтерĕшĕ суйлав умĕнхи кампани тапхăрĕнче пушшех пысăкки каламасăрах паллă.

 Николай КОНОВАЛОВ


 

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика