Отдел ЦЗН Красночетайского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçсĕррисен шучĕ чакнă

23 ноября 2011 г.

Чăваш Енĕн халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин ертÿçи Сергей Димитриев палăртнă тăрăх халăха ĕçпе тивĕçтерес енĕпе республика правительстви юлашки виçĕ çулта пĕлтерĕшлĕ мероприятисем ирттернĕ. Кризис пуçламăшĕнчи вăхăта аса илес-тĕк, темиçе уйăхрах тăван республикăра 7 пин ытла çынна кăларса янине, 27 пинĕшĕ ытла ĕçсĕр юлас хăрушлăха лекнине палăртмасăр иртме çук.

Республика ертÿçисем кризиспа кĕрешмелли мерăсене вăраха ямасăр йышăннă – ĕçпе тивĕçтермелли ведомствăн тата республикăн тĕллевлĕ программисене хатĕрленĕ. Вĕсенче палăртнă мероприятисене 424 пин çын хутшăннă, кашни виççĕмĕш çын патшалăх хÿтлĕхне туйнă.

Пулăшу тĕрлĕ енлĕ. Сăмахран, предприяти чарăнса ларсан вырăнсене упраса хăварас тесе общество ĕçне йĕркеленĕ, рабочисен квалификацине ÿстерме, çынсене тепĕр специальноçа вĕрентме, предпринимательлĕх уçмашкăн укçа уйăрма тытăннă. Патшалăх хÿтлĕхĕн 20 ытла мелĕпе çынсем усă курнă, вĕсене пурнăçламашкăн 33000 млн ытла тенкĕ уйăрнă. Предприяти территорине тирпей-илем кĕртекенсене бюджет шучĕпе тÿленĕ, харпăрлăхăн тĕрлĕ формиллĕ предприятийĕнче вăй хуракансене вĕрентме каякан тăкаксене те унăн укçипех саплаштарнă. Бизнес уçас тĕллевлисене кашнине 58,8 пин тенкĕ субсиди панă. Çапла майпа 93 пин çынна кăларса ярассинчен хăтарма тата ĕç вырăнĕсене сыхласа хăварма пултарнă.

Программа мероприятийĕсене пурнăçлама 2009 çулта – 1230 млн, пĕлтĕр 1280 млн тенкĕ пĕтернĕ. Кăçал кризисран тухнă май 800 млн тенкĕ уйăрма палăртнă. Çав шутра хушма 102 миллиона ЧР Президенчĕ Михаил Игнатьев Раççей ĕçлевĕн ертÿçипе Юрий Герцийпе калаçса татăлнă хыççăн куçарса панă.

Халĕ производствăна модернизацилекен тата техникăна çĕнетсе улăштаракан пĕрлешÿсенче вăй хуракансене вĕрентесси пĕлтерĕшлĕ. Пытарма кирлĕ мар: чылай çĕрте оборудованипе станоксене тĕпренех улăштарнă, иртнĕ саманаран цехсен корпусĕсем кăна юлнă. Кăткăс техникăна итлеттерме пысăк пĕлÿллĕ специалистсем кирлĕ. Вĕсен вĕренĕвне, çул, хваттер тăкакĕсене бюджет саплаштарать.

Ачана 3 çула çитиччен пăхмашкăн илнĕ отпускри амăшĕсене, кăçал ĕç вырăнне тухма тĕв тунисене, квалификацие ÿстерме пулăшасси – патшалăх пулăшăвĕн тепĕр мелĕ. Унпа республикăри 1000 ытла çамрăк хĕрарăм усă курнă ĕнтĕ. (Çак кăтартупа Раççейре Чăваш Республики пиллĕкмĕш вырăн йышăнать). Асăннă программа çитес çул малалла тăсăлать.

Виççĕмĕш çул-йĕр – инвалидсене, сусăр ачасене çитĕнтерекенсене, йышлă ывăл-хĕр ÿстерекенсене ĕçлĕ пулма пулăшасси. Ку ыйтупа ЧР Президенчĕ интересленсех тăрать. Асăннă ушкăна кĕрекенсенчен 400-шне кăçал ĕçе вырнаçтарма май килнĕ (ку енĕпе Раççейре Чăваш Ен тăваттăмĕш вырăнта, çулталăк вĕçлениччен тата 500-шне ĕçпе тивĕçтерме палăртнă.

Паллах, ырă ĕçсен пархатарĕ куç умĕнчех: ĕçсĕр граждансен йышне иртнĕ çулхи январĕн 1-мĕшĕнчи 14478-тан кăçалхи октябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне 8881 таран чакарнă, ĕçсĕрлĕх шайне 1,4 процент хăварнă (çулталăк пуçламăшĕнче – 2,1).

Умри тĕллевсем яваплă та пĕлтерĕшлĕ: Чăваш Енĕн халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин ĕç тăвакан влаç тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе пĕрле ĕç паракансемпе тата службăра учетра тăракансемпе хутшăнмалли тытăма çĕнетсе улăштармалла.

Ялта пурăнакансене патшалăх харпăр хăй бизнесне аталантарма 58,8 пин тенкĕ субсиди парса пулăшать. Палăртмалла, кашнин бизнесĕ хăйне евĕрлĕ.

Пĕрисем – 65 проценчĕ – ял хуçалăх енĕпе бизнес (1) уçаççĕ, теприсем – тирпейлекен производствăна (2) – 8%– аталантараççĕ; 3) строительство (4%); 4) вак тата курттăм суту-илÿ (6%); 5) транспорт тата çыхăну (4%); 6) куçман пурлăхпа ĕçлеççĕ (2%); 7) социаллă пулăшу (9%); 8) тата ытти те (2%).

 

Источник: "Наша жизнь" (Красночетайская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика