Паянхи ахăр саманара никам та: "Эпĕ ĕçлетĕп-ха, нихăçан та ĕç вырăнĕсĕр тăрса юлмăп", – тесе татса калаймасть пулĕ. Ĕçсĕр тăрса юлнă çынна кам ăнланĕ? Ĕç шыраса пуçлăхсен кабинечĕсен алăкĕсене шаккаса çÿренисем кăна пулĕ. Тата ĕçпе тивĕçтерекен центрта тăрăшакансем.
Игорь Анатольевич Федоров директор ертсе пыракан республикăри ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин "Хĕрлĕ Чутайри халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр" хысна (казенное) учрежденийĕ районти халăха ĕçсĕрлĕхрен сыхлассипе тата ĕç тупма пулăшассипе тимлет. Çак тĕллевпе кунта тĕп бухгалтер тата тăватă специалист вăй хурать.
Паян сăмах – вĕсене.
И.Н.Ивантаева: тĕп бухгалтер:
– Ĕçсĕр тăрса юлнисене патшалăх тĕрлĕ енлĕ пулăшать. Эпир ĕçсĕррисен квалификацине ÿстерессипе, тĕрлĕ специалистсем хатĕрлессипе, пособисемпе стипендисем парассипе... тимлетпĕр. Çакна валли кăçал пĕтĕмпе 13 миллион та 307 пин ытла тенкĕ уйăрнă, унтан 13 миллион ытла тенкĕ – федераллă бюджетран, 127 пин ытла – республика бюджетĕнчен.
Раççей Федерацийĕн шайĕнче халăха ĕçпе тивĕçтерессипе мероприятисем (вакансисен ярмăркки, çул çитменнисене ĕçлеттересси, обществăлла ĕçсем йĕркелесси, халăха тата ĕçпе тивĕçтерекенсене информацилесси...) йĕркелеме 1 миллион ытла тенкĕ уйăрнă, халăха социаллă пулăшупа тивĕçтерме (пособисемпе стипендисем тÿлеме тата ытти те) – 3 миллиона яхăн, ĕç рынокĕнчи йывăрлăха чакарассипе республикăн тĕллевлĕ программине пурнăçа кĕртме – 6 миллион та 307 пин тенкĕ.
Сăмах май, нумаях пулмасть РФ Правительстви çитес çул валли ĕçсĕрлĕх пособийĕсен виçисене палăртрĕ. Чи пĕчĕк пособи виçи – 850 тенкĕ, чи пысăкки – 4 пин те 900 тенкĕ.
А.П.Дмитриева, ертсе пыракан инсектор:
– 18 çул тултарман çамрăксене вăхăтлăх ĕçе вырнаçтарассипе эпир çул çитменнисемпе ĕçлекен ятарлă комиссипе, районти шалти ĕçсен пайĕн инспекцийĕпе, ашшĕ-амăшĕпе, вĕренÿ пайĕпе, шкул директорĕсемпе, предприятисемпе организацисен ертÿçисемпе тачă çыхăнса ĕçлетпĕр.
Кăçалхи вунă уйăх хушшинче вăхăтлăх ĕçе вырнаçас тĕллевпе çул çитмен 304 çамрăк килчĕ, вĕсенчен 298-шне вăхăтлăх ĕç тупса патăмăр. Ĕç шыраса килнисенчен 14-16 çулхисем 187 çамрăк, 16-18 çулхисем – 111. Ытларах сахал тупăшлă (206), нумай ачаллă (50) çемьесенчи ачасем ĕç шыраççĕ. Социаллă хăрушă (9), тулли мар (7), ашшĕ-амăшĕинвалид (1) е ниçта та ĕçлемен (6), йывăр лару-тăрура пурăнакан (2) çемьесенчен те пур. Çул çитменнисемпе ĕçлекен комиссийĕнче (16) тата шкулта (2) учета илнĕ, опекăри тăлăх (5) ачасемпе те ĕçлетпĕр.
Çамрăксемпе шкул ачисем ытларах районти территорисене тирпейлессипе, документсене çĕлессипе,шкул сĕтел-пуканне юсаса çĕнетессипе, шкул территорийĕсемпе участокĕсене тирпей-илем кÿрессипе, картасене юсассипе, кивĕ хутпа тимĕр-тăмăр пухассипе ĕçлеççĕ. Çавăн пекех социаллă ыйтусемпе тивĕçтерекен центр урлă харпăр хăй килĕсенче пурăнакан ватăсене юр тасатма, шыв ăсса килме, вутă илсе кĕртме, апат-çимĕç туянма, кил-çуртра пуçтарма, выльăх-чĕрлĕх пăхма, пахчара ĕçлеме пулăшаççĕ. Вунă уйăх хушшинче пурĕ çул çитмен 18 çамрăк 13 вăрçă участникĕпе вăрçă инвалидне, тыл ĕçченĕпе ĕç ветеранне пулăшнă.
Çуллахи каникул вăхăтĕнче çул çитменнисене ĕçпе тивĕçтерес тĕлĕшпе районти организацисемпе тата учрежденисемпе, шкулсемпе, ял хуçалăхĕсемпе пурĕ 22 килĕшÿ турăмăр.
Çамрăксен вăтам ĕçлев вăхăчĕ – 18 кун, материаллă пулăшу – 505,88 тенкĕ.
Г.В.Храмова, ертсе пыракан инспектор:
– Ĕç рынокĕнчи йывăрлăха чакарассипе республикăра тĕллевлĕ программа йышăннă, вăл çичĕ енпе пурнăçланать.
Ноябрĕн 10-мĕшĕ тĕлне ĕçсĕр тăрса юлма пултаракан 23 çынна алла урăх професси илме пулăшрăмăр.
Производство сферинчи 19 ĕçчене урăх профессие вĕрентрĕмĕр, ку енĕпе эпир В.Мурайкин ертсе пыракан "Нива" ЯХПК-па çыхăну тытатпăр. Çак хуçалăхра ĕçлекенсем кăçал машинăпа сăвакан оператор, водитель, электрогазосварщик профессийĕсене алла илчĕç.
Хăйсен ачисене виçĕ çула çитиччен пăхса пурăнакан 21 хĕрарăм квалификацине ÿстерме пултарчĕ. Вĕсенчен 11-шĕ водителе, улттăшĕ компьютерпа ĕçлеме, пĕри менеджера, виççĕшĕ 1:С предприяти программине вĕренчĕç.
Пуçламăш, вăтам, аслă пĕлÿ паракан вĕренÿ заведенийĕсенчен алла диплом илсе тухакансене стажировкăна ярасси те пурнăçланать. Опытлă ултă наставник пулăшса, вĕрентсе пынипе 22 выпускник райпора, "Четайское", "Янтарь" ТЯО-сенче, "Гидравлика" УАО-ра, "Красночетайская" КСО ХАО-ра 4 уйăх хушши стажировкăра пулчĕ. Вĕсенчен çиччĕшĕ ĕçе вырнаçрĕ.
Паянхи куна 61 çын бизнес-план хатĕрлесе харпăр хăй ĕçне пуçарса ячĕ, вĕсене 58 пин те 800-шер тенкĕ каялла тавăрса памалла мар уйăрса патăмăр. Ĕçсĕррисем ытларах выльăх-чĕрлĕх тата пыл хурчĕсем ĕрчетессипе ĕçлеме кăмăллаççĕ. Тата 12 çын харпăр хăй ĕçне пуçарса яма хатĕрленет. Пурĕпе кăçал çак ĕçе 83 çынна явăçтарма палăртнă.
Хевтесĕррисене те пулăшатпăр. Кăçал тăхăр инвалид ĕç вырăнĕллĕ пулчĕ. Вĕсем хуралçă, кладовщик, делопроизводитель, тирпейлÿçĕ ĕçĕсене пурнăçлаççĕ.
Нумай ачаллă 5 ашшĕ-амăшĕ механика, бухгалтера, çĕвĕçе вĕренчĕ.
Çакна та палăртса хăвармалла: ĕçсĕррисене эпир май пур таран хамăр районтах вĕрентме тăрăшатпăр.
Е.З.Тагайкина, ертсе пыракан инспектор:
– Манăн тĕп тивĕç – ĕçпе тивĕçтерекен центра пĕрремĕш хут килекенсене йышăнасси, ĕçсĕррисене тата вĕренекен çамрăксене професси суйласа илме пулăшасси, професси вĕрентĕвĕсем йĕркелесси тата квалификаци ÿстересси.
Тÿрех каламалла, пирĕн пата пулăшу ыйтса килекенсем чылай, тепĕр чух кунне 20 çын килни те пулать.Кăçалхи январь-октябрь уйăхĕсенче пурĕ районта пурăнакан 809 çын килнĕ. Ноябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне кăтартусем çапларах: 660 çынна ĕçе вырнаçма пулăшрăмăр, вĕсенчен 402-шне – вунă кун хушшинче. 84 ĕçсĕр çын учетра тăрать. 59 çын харпăр хăй ĕçне йĕркеленĕ. Профессие палăртассипе 541 çынпа ĕçлерĕмĕр.
Çулталăк пуçланнăранпа 79 ĕçсĕр граждана тÿлевсĕр вĕренме ятăмăр. Паянхи куна вĕренсе пĕтернĕ 71 çынран 37-шĕ ĕçе вырнаçнă. Ку енĕпе çитес çул та ĕçлĕпĕр, вĕренме кăмăл тăвакансем кун пирки пирĕн пата килсе ыйтса пĕлме пултараççĕ.
Шел те, ĕçсĕр тăрса юлнисенчен чылайăшĕ хăйсем тĕллĕн ĕç шырасшăнах мар. Чылай хушă ĕçлемесĕр пурăнакансене те ĕç тупма йывăр. Çавăнпа та вĕсене ку тĕлĕшпе психологи пулăшăвĕ те кирлĕ. Социаллă условисене хăнăхас, вĕсене май улшăнма пулăшас тĕллевпе тĕрлĕ тренингсем, семинарсем, пĕрлехи информаци кунĕсем ирттеретпĕр. Кăçал психологпа тĕл пулса калаçнă 26 çынран 12-шĕ ĕçе вырнаçнă.
Шкул ачисене професси суйласа илме пулăшассипе те чылай ĕç тăватпăр. Апрель уйăхĕнче иртнĕ "Санăн професси суйлавĕ" акцие районти 996 шкул ачи хутшăнчĕ, ытларах аслă классенче вĕренекенсем. Акци вăхăтĕнче тĕрлĕ мероприяти пулчĕ: калаçусемпе занятисем, вăйăсемпе конкурссем; ачасем тестсемпе анкетăсен ыйтăвĕсене хуравларĕç. Унсăр пуçне кăçал шкулсене тухса çÿрерĕмĕр, 111 шкул ачипе калаçусемпе анкетировани ирттертĕмĕр, буклетсем валеçрĕмĕр.
Г.А.Эзенкина, ертсе пыракан инспектор:
– Ĕçпе тивĕçтерекен центра ĕç шыраса килнĕ 809 çынран 4,7 проценчĕ организацие пĕтерсе хунăран е штатсене кĕскетнĕрен ĕçсĕр тăрса юлнисем, 4,2 проценчĕ – шкултан е тĕрлĕ шайри вĕренÿ учрежденийĕсенчен пĕлÿ илсе тухнисем, 8,3 проценчĕ – социаллă хÿтлĕх ытларах кирлĕ граждансем (тивĕçлĕ канăва каяс умĕнхи çынсем, нумай ачаллă е пĕччен ашшĕ-амăшĕ, инвалидсем, ирĕке тухнисем...), 37,1 проценчĕ – вĕренÿрен пушă вăхăтра ĕçлес шухăшлă14-18 çулхи çамрăксем.
Ноябрĕн пĕрремĕшĕ тĕлне регистрациленĕ 84 гражданран 76,2 проценчĕ хĕрарăмсем, 30 çула çитмен çамрăксем – 38,1 процент, тивĕçлĕ канăва тухиччен икĕ çул юлнă çынсем – 13,1 процент, организацие пĕтерсе хунăран е штатсене кĕскетнĕрен ĕçсĕр тăрса юлнисем – 16,7 процент, хăйсен ирĕкĕпе ĕçрен тухнисем – 46,4 процент.
Кăçалхи вунă уйăх хушшинче районти 49 предприяти 862 ваканси пирки сведени тăратрĕ. Вĕсенчен 90,7 проценчĕ – рабочи профессийĕсем. Ноябрĕн пĕрремĕшĕ тĕлне ĕçпе тивĕçтерекен центр базинче 83 ваканси çинчен калакан информаци пулнă.
Саккунпа килĕшÿллĕн, ĕçпе тивĕçтерекенсен организацие пĕтерсе хума е штата кĕскетме пултарни пирки пире вăхăтра пĕлтерсе тăмалла. Кăçалхи вунă уйăх хушшинче 42 предприятипе организаци 187 çын ĕçсĕр юлма пултарасси пирки пĕлтернĕ.
2011 çулхи январĕн пĕрремĕшĕ тĕлне районти ĕçлеме пултаракан 11299 çын хушшинче 116 ĕçсĕр çынна регистрациленĕ пулнă. Ноябрĕн пĕрремĕшĕ тĕлне çак кăтарту 84 çынпа танлашрĕ. Пĕлтĕр ку вăхăтра регистрациленĕ ĕçсĕр çынсен шучĕ ытларах пулнă.
Пĕтĕмĕшле вара ноябрĕн пĕрремĕшĕ тĕлне, пĕлтĕрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, учета илнĕ ĕç шыракансен шучĕ 47 çын ытларах. |