Отдел ЦЗН Красночетайского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хурсене тĕкĕшĕн кăна усрамаççĕ

19 октября 2011 г.

Хурсене тĕкĕшĕн кăна усрамаççĕ

Кĕрĕк арки яваласа ларма юратман çын пур пĕрех хăйне валли ĕç тупать. Хальхи вăхăтра ĕçсĕр тăрса юлнисем нумайăшĕ хăй тĕллĕн ĕç шыраççĕ, хăшĕ – ĕçлев центрĕ пулăшнипе. Чи кирли – тупăш паракан ĕç пултăр. Юлашки икĕ çул хушшинче харпăр хăй ĕçне йĕркелекенсем ав нумайланчĕç.

Питĕркасси ялĕнче пурăнакан Владимир Ничиков темиçе çул каялла ача садĕнче хуралçăра ĕçленĕ. Ĕçсĕр юлсан харпăр хăй ĕçне пуçарса яма пулăшакан программăна хутшăннă. Çавна май тĕрлĕ ĕçе тишкернĕ. Тĕплĕ шухăшланă хыççăн хурсем ÿстересси çинче чарăнса тăнă. Бизнес-проект хÿтĕлемеллине пĕлсен вăл «Птицеводство» ятарлă кĕнеке туяннă, ăна çине тăрсах шĕкĕлченĕ: хур ĕрчетес ĕç вăрттăнлăхĕсене вуласа пĕлнĕ. Çавăнпах пулас ĕç проектне вăл ăнăçлă хÿтĕленĕ. Патшалăх панă укçапа Канашри чăх-чĕп фабрикинчен 28 кунхи чĕпсене 160 тенкĕпе 200 пуç илсе килнĕ. Икĕ кун турттарнă Владимир хур чĕпписене. Çăмăл машинăна пĕр кунрах вырнаçтарса килме май пулман.

Хур-кăвакал усрама меллĕ вырăнта пурăнать Владимир Михайлович: килĕ-çурчĕпе юнашарах пысăках мар пĕве. Çавна шута илсе ĕнтĕ хур ÿстерес шухăш çуралнă. Киле илсе килнĕ хур чĕпписем хăвăрт ялти условисене хăнăхнă. Çу каçипе чĕпĕсем хыççăн чылай йĕрлесе çÿреме тивнĕ паллах. Анчах кирек мĕнле ĕçре те тÿсĕмлĕх кирлĕ-çке, унсăрăн шухăшланă тĕллев патне тухаймастăн. Çакна тата ĕçре ниепле те тăкак тÿсмесĕр май çуккине аван ăнланать Владимир Ничиков. Унăн та ĕç пуçласанах çухатусем тÿсме тивнĕ. Малтанах 6 чĕпĕ йĕп пек çухалнă, каярахпа тата çиччĕшне йытă татса çурнă. «Хур кайăксене» пăхасси – çăмăл ĕç мар. Ял хушшинчи, уйри вăрăм курăк хушшинче çухалса кайни те пулкаланă. Халĕ лару-тăру аплах мар, пысăкланнă шур хурсем аякранах курăнаççĕ. 3-4 уйăх хушшинче ÿссе çитнĕпе пĕрех, çанталăк сивĕтсен ÿт хушасса кĕтет хуçа. Паянхи кун тĕлне «Линдовский» ăрат шутне кĕрекен хурсем 140 пуçа яхăн. Çитĕнсе çитсен ку хурсем 5-7 килограма çитмелле, апла пулсан лайăх тупăш пама тивĕç. Анчах чĕпрен хур пуличчен самаях тертленмелле вĕсемпе.

Хурсем – шыв кайăкĕсем. Çавăнпах Владимир Михайлович хăйĕн «хур кайăкĕсене» апат çитернĕ хыççăн юнашарти пĕвене кăларса ярать, кăнтăрла çитсен кĕртсе çитерет. Тыррине шеллемест, таса пулччăр, тет. Малтанах «Нива» хуçалăхран 3 тонна фураж, каярахпа «Коминтерн» хуçалăхран тыр-пул туянса килнĕ. Рациона тĕрлĕ витаминлă хутăшсемпе пуянлатса парать. Хурсем умĕнчен пурă, хăйăр, вак чул татмасть. Çу каçипех шывран тухма пĕлменскерсене куçран вĕçертмест. Йытăсем тапăнасран е урăх инкеке лекесрен шикленет. Каçхи вăхăтра та вăл яланах сыхă. Мĕншĕн тесен хурсем çĕр каçакан вырăн пысăк лаптăк йышăнать. Вăрăсем кĕрсе тухас хăрушлăх та пур...

«Хур кайăксене» пăхма темех кирлĕ мар, теççĕ. Пĕр енчен, чăнах та çапла, çу кунĕсенче ура айĕнче çитĕнекен курăкпа та аванах тăранаççĕ, хĕллехи сивĕсене те тÿсĕмлĕ. Çапах хур ĕрчетекен Владимир Ничиков хĕле тивĕçлĕ хатĕрленет. Сивĕсем килсе çитсен хурсене усрамашкăн кил картинче çумăр, юр кĕмен «хÿтлĕх» хатĕрлет. Ирĕн-каçăн хурсемпе аппаланакан арçыннăн халĕ пĕр тĕллев – хура кĕр кунĕсем çитсен хурсене тивĕçлĕ хакпа вырнаçтарасси. Çитес çул вăл хурсем кăна мар, кăвакалсем те туянас тĕллевлĕ.

 

Источник: "Наша жизнь" (Красночетайская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика