04 мая 2011 г.
Районти прокуратура ĕçпе тивĕçтерекенсем ĕçченсен штатне пĕчĕклетме шутлани пирки ĕçлев службине вăхăтра пĕлтерес требованисене епле пăхăннине тĕрĕсленĕ.
Саккунпа килĕшÿллĕн ĕçченсен шутне е штатне кĕскетме йышăнсан, ĕçпе тивĕçтерекен-организаци икĕ уйăх маларах, ĕçпе тивĕçтерекен-уйрăм предприниматель ку мероприятие пурнăçличчен икĕ эрне маларах кун пирки ĕçлев службине çырса пĕлтерме тивĕç. Кунта унăн кашни ĕçченĕн должноçне, профессипе специальноçне, ĕçшĕн тÿлес условисене палăртмалла. Енчен те штата кĕскетни е ĕçченсен йышне пĕчĕклетни ĕçрен массăллă хăтарасси патне илсе çитерет-тĕк ку ĕçе пуçăниччен ĕçлев службине 3 уйăх маларах пĕлтермелле.
Ирттернĕ тĕрĕслев çакна кăтартнă: "Хĕвел" тата "Пилеш" ача сачĕсен тата районти тĕп больница ертÿçисем ĕçлев службине штатсене пĕчĕклетесси пирки пĕлтермелли вăхăта (2 уйăх) пăхăнман.
Районти прокуратура тупса палăртнă йĕркене пăснă тĕслĕхсене пĕтерме асăннă ертÿçĕсене представлени панă, айăплисем тĕлĕшпе административлă ĕç пуçарнă.
Источник: "Наша жизнь" (Красночетайская районная газета)