Отдел ЦЗН Красночетайского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Инвалидсен прависене пăсаççĕ

30 апреля 2011 г.

Районта инвалидсем валли ĕç вырăнĕсем янтăласси пирки саккуна епле пăхăннине прокуратура тĕрĕсленĕ, "Хĕрлĕ Чутайри тĕп больница" муниципаллă учрежденире ку енĕпе çитменлĕхсем тупса палăртнă.

1995 çулхи ноябрĕн 24-мĕшĕнчи 181 " "Раççей Федерацийĕнче инвалидсене социаллă хÿтĕлесси çинчен" федераллă саккунăн 21 статйи ĕçченсен хисепĕ 100 çынран ытла шутланакан организацисем валли саккунпа инвалидсене ĕçе илме квота (ĕçченсен вăтам хисепĕнчен процентпа, анчах та 2-рен сахал мар тата 4 процентран ытла мар) çирĕплетет. Çак квотăпа ĕçпе тивĕçтерекенсем инвалидсене ĕçе илме ĕç вырăнĕсем уйăрма, вĕсем валли ятарлă ĕç условийĕсем йĕркелеме тивĕç.

Асăннă требованисене пăсса районти тĕп больницăра çирĕплетнĕ квотăпа (7 çын) инвалидсене ĕçе илме ĕç вырăнĕсем уйăрман. Районти прокуратура райбольницăн тĕп врачĕ патне тупнă çитменлĕхсене пĕтерме представлени тăратнă.

 

Источник: "Наша жизнь" (Красночетайская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика