Отдел ЦЗН Красночетайского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçсĕррисем бизнесменсен йышне пысăклатĕç

05 февраля 2011 г.

Иртнĕ çулсенчи пекех кăçал та ĕçсĕр граждансем хăйсем тĕллĕн ĕç пуçарас енĕпе патшалăх пулăшăвĕпе усă курма пултараççĕ. Çак майсемпе республикăн 2011 çулта Чăваш Республикинче ĕçлев рынокĕнчи çивĕчлĕхе чакармалли хушма мероприятисен тĕллевлĕ программипе килĕшÿллн тивĕçтереççĕ, ăна Правительство йышăннă.

Бизнес-план хÿтĕленĕ хыççăн халăха ĕçпе тивĕçтерекен служба пин çурă клиента хăйсен ĕçне уçма каялла тавăрса памалла мар 58,8 пин тенкĕлĕх субсиди парĕ. Федераци бюджетĕнчен уйăракан субсиди шучĕпе çак мероприяти валли пĕтĕмпе 88,6 млн тенкĕ тăкаклама палăртнă.

Иртнĕ çул çак программăпа килĕшÿллĕн республикăра пурăнакан 3 пин ытла çын, халăха ĕçпе тивĕçтерекен службăра ĕçсĕр тесе регистрациленĕскерсем, хăйсем тĕллĕн ĕçлессине тивĕçтернĕ. Çав шутран 1700 çын агропромышленноç комплексĕн сферинче хăйсен ĕçне уçнă, ку ĕçлев рынокĕнчи çивĕчлĕхе чакарма, ĕçсĕрлĕх пысăкланасран сыхланма май панă. Унччен ĕçсĕр пулнăскере хăйсен ĕçне уçма пĕтĕмпе 175,4 млн ытла тенкĕлĕх финанс пулăшăвĕ кÿнĕ.

Хăйсем тĕллĕн ĕçлемелли пулăшу ĕçĕпе усă курнисен йышĕнче унчченхи пекех ял çыннисем /пĕтĕм йышăн 68,5 проценчĕ/ тата хĕрарăмсем /65 процент/ нумайрах. Тин çуралнă предпринимательсен 87 процентне яхăн пайĕ - 18-29 çулсенчи çамрăк çынсем.

Предпринимательлĕхпе çыхăннă ĕç-хĕл тĕсĕсем çуллен улшăнса пыраççĕ. Пĕлтĕр унашкаллисен шутĕнче çаксем пулнă: груз турттарассине йĕркелесси, видео тата фотопулăшу ĕçĕсем, автомастерской йĕркелесси, столяр изделийĕсем, картинăсем валли багетсем, тĕкĕр рамисем туса кăларасси, йăлари техникăна юсассипе çыхăннă пулăшу ĕçĕсем, кăмпа çитĕнтерсе сутасси, çăм атă йăваласси, кофемашинăсем юсасси, ачасен «Асамлă хула» кану центрне уçасси, физкультурăпа сывлăх /аквафитнес, йога/ тата культурăпа кану /уявсем йĕркелесси, аэродизайн аталанăвĕ, чĕрĕ чечексенчен декораци тăвасси/ ĕç-хĕлĕ тата ытти те.

Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрсем тĕллевлĕ программăна пурнăçлани ĕçсĕр çынсене хăйсем тĕллĕн ĕçлеме пулăшмалли мероприятисем анлă сарăлнине, вĕсене халăх лайăх йышăннине çирĕплетрĕ.

Сăмахран, Йĕпреç районĕнче халăха ĕçпе тивĕçтерекен служба пулăшнипе ĕçсĕр 39 çын хăйсен ĕçне пуçланă - малтан 22 çын кăна планланă пулнă. Етĕрне районĕн кăтартăвĕ тата та лайăхрах - 69 çын, планланинчен икĕ хута яхăн нумайрах.

Хĕрлĕ Чутай районĕнче те лару-тăру çавнашкалах. Унта пĕлтĕр ĕçсĕр 88 çын субсиди илнĕ, районăн пĕчĕк бизнесне ĕç-хĕлĕн тĕрлĕ енĕпе пуянлатнă. Маларах ĕçсĕр пулнисем мăйракаллă шултра выльăх, сурăх, вĕлле хурчĕ ĕрчетеççĕ, пахча çимĕç çитĕнтерме пуçланă, аш-какай туса илеççĕ, унран тĕрлĕ япала хатĕрлеççĕ. Вĕсем хутшăннипех илем салонĕсем, парикмахерскисем, фотосалонсем ĕçлеме пуçланă, такси çÿреме тытăннă, халăх груз турттаракан автотранспортпа усă курать, шутлав техники тĕлĕшпе консультацисем илет... Çакă ялти пурнăçа чĕрĕлĕх кÿме пулăшнă, ку вара социаллă пурнăçпа экономикăн çивĕч ыйтăвĕсен пĕр пайне татса пама, бюджетăн тупăш пайне пуянлатма май панă.

Ăнăçлă предпринимательлĕх тĕслĕхĕсем сахал мар. Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Пантьăк ялĕн çынни столяр производстви йĕркелемелли бизнес-план хатĕрленĕ. Халĕ вăл йывăç алăксем, чÿрече блокĕсем, сĕтел-пукан, йывăçран ытти япала туса кăларать.

Интереслĕ те ăнăçлă бизнес-проектсен шутĕнче - мăйракаллă шултра выльăха пĕтĕлентересси. Ăна ĕçсĕр пулнă, 27 çулпа танлашакан стажлă ветеринари фельдшерĕ, Урикасси ялĕнче пурăнаканскер, хатĕрлесе хÿтĕленĕ. Мăйракаллă шултра выльăха искусствăлла майпа пĕтĕлентермелли пункт ялта кирли куç кĕрет, мĕншĕн тесен вырăнти, кÿршĕ ялсенчи халăх хуçалăхĕнче вăкăрсем тытма пăрахнă.

Ĕçсĕр тепĕр çыннăн фотостуди йĕркелемелли бизнес-проекчĕ те ăнăçлă пулса тухнă. Ялта çак предпринимателĕн фото енĕпе пулăшу ĕçĕсем кÿрекен конкурентсем çук темелле. Унăн фотостудийĕн пулăшу ĕçĕсем анлă: фотоÿкерÿ, фотопичет, кивĕ сăн ÿкерчĕксене реставрацилесси, постановка фото- тата видеоÿкерĕвĕ, металлокерамика, фотопортретсем тăвасси, календарьсен, визиткăсен, тулашри тата шалти реклама дизайнне хатĕрлесси.

Хевтесĕр çынсем хăйсен ĕçне йĕркелемелли чи лайăх проект конкурсне хутшăнни пирки те каласа хăвармаллах. 2010 çулта тăватă инвалид каялла тавăрса памалла мар субсиди илсе предприниматель пулса тăнă.


 

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика