Отдел ЦЗН Красночетайского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хир карапĕсем тырă пуссинче

21 июля 2010 г.

Район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, вырма ĕçĕсем «Нива», «Коминтерн», «Путь Ильича», «Авангард» хуçалăхсенче пуçланнă. Июлĕн 20-мĕшĕ тĕлне пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 155 гектар çинчен 140 тонна пухса илнĕ. Тухăç кашни гектартан вăтамран 9 центнерпа танлашать. Районти «Нива» ял хуçалăх производство кооперативĕн ĕçченĕсем ытти хуçалăхсенчен чи малтан, июлĕн 17-мĕшĕнче, вырма ĕçне пуçăнчĕç. Сăмах май, тралькассисем çурхи ака-суха ĕçĕсенче çĕр ĕç культурине çирĕп пăхăнса, тĕш тырра вăхăтра та пахалăхлă акса хăварчĕç. Кăçал та пĕлтĕрхинчен кая мар тухăç илессе шанчĕç. Шăрăх та типĕ çанталăк вара ял хуçалăхне хытах шар кăтартрĕ: тырă пучахĕсем начар, чылай çĕрте вĕсем те аталанаймасăр типсе ларнă. «Нива» ЯХПК ĕçченĕсем тип-шар тесе йĕрсе лармаççĕ. Мĕн пуррине пĕр тăккаламасăр пухса кĕртессипе ырми-канми ĕçлеççĕ.

 
 

Тралькассисем вырма ĕçне урпа анинчен пуçларĕç. Куçпа виçейми сарă уй анлăшĕпе харăсах тăватă «хир карапĕ» шума тытăнчĕ. Штурвал умĕнче техникăна ăнланакан, çак ĕçре чылай çул тимлекен опытлă механизаторсем. Çĕнĕ тырра йĕтем çине В.Илларионов водитель ГАЗ-53 автомашинăпа турттарса тăрать. Унăн та ĕç опычĕ пысăк.

 
 

Йĕтем çинче тăрăшакансем те йĕрке туса çитернĕ. Кăçал кунти ĕçсене йĕркелесе пыма А.Воронова шаннă. Агроном пулма вĕренекен Алексей Иванович уй-хиртен килекен çĕнĕ тырра тирпейлесе кĕртессипе опыт пухнă темелле. Иртнĕ çул та вăл çак тивĕçе пурнăçланă. А.Ермеев, Д.Ермеев, М.Воронцов, В.Галкин, В.Ильин машинистсем хăйсене шанса панă агрегатсене юсав ретне лартнă. С.Андюкова çамрăк хĕр-студент весовщица ĕçне туса пырать.

 
 

Тралькассисен кăçал тĕш тырра 504 гектар çинчен вырса илмелле. Хĕл сиввисенче кĕрхи тулăпа ыраш пуссисем 400 гектар ытла путланнă. Ыраш 30 гектар çинче çеç сыхланса юлнă. Урпана 225 гектар çинчен тĕшĕлесе илмелле.

 
 

Акă хуçалăх ертÿçи В.Мурайкин йĕтем çинче тăрăшакансене ĕç условийĕсемпе тата ĕç сыхлавĕн йĕркисемпе паллаштарнă хушăра йĕтем çине уй-хиртен çĕнĕ тырă çитрĕ те. Унта ĕçлекенсем – вĕсенчен пысăк йышĕ çамрăксем – тырă пахалăхĕпе интересленчĕç. Ыраш таса та типĕ килет. Анчах тухăçĕ пĕлтĕрхинчен чылай пĕчĕк пуласси куçпа пăхсах сисĕнет. Хальлĕхе тралькассисен урпа тухăçĕ кашни гектартан 10 центнерпа танлашать.

 
 

Мĕн тăвăн ĕнтĕ, кăçал çĕр-анне хăйĕн ырлăхĕпе никама та ытлашши савăнтараймĕ. Апла пулин те лăпланса ларма кирлĕ мар, тĕш тырра пухса кĕртмелле, уйри улăма ытти çулсенчи пек вырăнтах сапаласа хăвармалла мар, тĕркемлесе ферма çывăхне турттармалла. Çак тĕллевсемпе халь ĕçлеççĕ те ĕнтĕ «Нива» ЯХПК-ра тăрăшакансем.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика