Отдел ЦЗН Красночетайского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шкул ачисене профориентаци пĕлĕвĕ кирлех

03 июня 2010 г.

Шкул ачисене профориентаци пĕлĕвĕ кирлех

 

Юлашки шăнкăрав янăрарĕ. Шкултан вĕренсе тухакансемшĕн яваплă тапхăр пуçланчĕ - тивĕçлĕ професси суйламалла, хăв пултаракан тата чун туртакан ĕç-хĕле палăртмалла та хăш вĕренÿ заведенийĕнче малалла вĕренессине уçăмлатмалла.

Çак суйлав тĕрĕс те усăллă пултăр тесе республикăри ĕçпе тивĕçтерекен служба профориентацин тĕрлĕ мероприятине ирттерет. Тĕрĕссипе, асăннă мел йăлана кĕнĕ ĕнтĕ. Аслă классенче пĕлÿ илекенсене профориентаци енĕпе вăхăтра пулăшни пур енлĕн аталанма, чăн-чăн профессионал çитĕнтерме май парать. Çавăнпа пĕрлех шкул ачисемпе ирттерекен психологипе педагогикăн мĕн пур ĕçне ăнăçуллă вĕçлени пулса тăрать.

2010 çулхи ака уйăхĕн 19-23-мĕшĕсенче республикăри хула-районсенче волонтер-профориентаторсен «Эсĕ професси суйлатăн» акцийĕ иртрĕ. Чăваш Республикин халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службипе ЧР Вĕренÿ тата çамрăксен политикин, Культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн, Ял хуçалăх министерствисем тивĕçлĕ килĕшĕве алă пусрĕç.

Статистика кăтартăвĕсем тăрăх, служба органĕсенче шута илнĕ ĕçсĕр çынсен 30,4 проценчĕ - 29 çулчченхи çамрăксем. Çу уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне пĕтĕмĕшле вăтам шкул пĕтернĕ - 82, професси вĕренĕвĕн аслă, вăтам тата пуçламăш пĕлĕвĕ паракан учрежденийĕнчен тухнă 451 хĕрпе каччă пулнă, вĕсем ĕç вырăнне тупайманнипе нушаланнă. Çамрăксен ĕçсĕрлĕхĕ чылай чух çын ирĕкĕнчен килмен тата ăна пăхăнман чăнлăхпа, рынокра ĕç вăйĕ сĕннипе ыйтнин шайлашăвĕ пĕр килменнипе çыхăннă. Çапах та шкул пĕтернисем ыттисене кура модăпа килĕшсе тăракан, паянхи пурнăçра конкуренцире тупăшма пултарайман профессие пĕр шухăшсăр суйлани те витĕм кÿрет паллах.

«Эсĕ професси суйлатăн» акци мероприятийĕсем пур çĕрте те ăнăçлă иртрĕç. Волонтер - профориентаторсен 1459 çынран тăракан ушкăнĕ республикăри вĕренÿ заведенийĕсенчи професси тĕнчи пирки пĕлтерме васкарĕ. Маттурсен йышĕнче - аслă шкулсен 27 студенчĕ, 39 вулавăшçă, ял хуçалăх предприятийĕсен 11 специалисчĕ, вĕренÿ заведенийĕсен 6 представителĕ, 4 предприниматель, ĕçпе тивĕçтерекен 11 çын. Волонтер-профориентаторсен пысăк пайĕ - педагогсемпе шкул директорĕсен воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕсем - 800-ĕн ытла. Акци вăхăтĕнче çак тивĕçе хăйсен ирĕкĕпе пурнăçлакансем 1200 ытла вĕренекене професси суйлама хăнăхтарчĕç, лешсем вара, ламран лама тенĕ евĕр, кĕçĕн класс ачисене кун пирки ăнлантарчĕç. Волонтерсем пулăшнипе акци вăхăтĕнче 40 пин ытла çамрăк профориентаци пĕлĕвĕ илчĕ.

Мероприятисене шкул ачисен ÿсĕмне кура тĕрлĕ ушкăн валли йĕркеленĕ. Республика хули-районĕнче класс сехечĕсем, мастер-классем, професси ярмăрккисем, профессипе паллаштаракан литература куравĕсем, тĕрлĕ специальноç представителĕсемпе тĕл пулусем, КВНсем, викторинăсем ирттернĕ, вĕсем ачасен тавра курăмне анлăлатма май панă.

Çĕрпÿ, Муркаш, Елчĕк, Шăмăршă районĕсенче, Канаш, Çĕмĕрле хулисенче вĕсем уйрăмах интереслĕ те пуян пулчĕç. Професси тĕнчипе вăйă мелĕпе тĕрлĕ тематика конкурсĕсем /«Кам пулмалла?», «Атте-анне суйланă професси», «Професси тĕнчи»/ хатĕрлерĕç. 5-6 тата 7-8 классенче вĕренекенсене «5 Ç Эпир», «Професси тĕнчи» профориентаци занятийĕсене, «Профессисем пирки пĕлекенсен турнирĕ», «Пуласлăх проекчĕсем» конкурссене, «Професси çĕршывĕнчи çул çÿрев», «Пуласлăх çулĕ», «Хальхи профессисем», «Çĕнĕ профессисен тĕнчинче» вăйăсене йыхравларĕç.

Аслă классенче пĕлÿ илекенсем волонтерсем пулăшнипе профориентаци занятийĕсенче професси суйлавĕн стратегийĕ, çитес çулсенчи малашлăхлă профессисем çинчен пĕлчĕç, хăйсене ĕç рынокĕнче еплерех тыткаламаллине тишкерчĕç. Сĕнтĕрвăрри районĕнче 11-мĕш класра вĕренекенсем валли менеджер, супервайзер, программист, дизайнер, модельер, агроном тата ытти профессие мультимеди презентацийĕ туса класс сехечĕсем йĕркелерĕç. Шупашкарта вара шкултан тухакансене «Малашлăхлă профессисем», «Ĕç сĕнекене кам кирлĕ?», «2010 çулхи ППЭ уйрăмлăхĕсем» темăсемпе занятисене пухрĕç.

Хĕрлĕ Чутай, Сĕнтĕрвăрри районĕсенче, Çĕнĕ Шупашкар хулинче ашшĕ-амăшĕн пухăвĕсем интереслĕ мелпе иртрĕç: волонтерсем вĕсенче ачасемпе çитĕннисене пĕрлехи профориентаци вăййисене хутшăнтарчĕç.

Районсенчи вулавăшсенче профессипе паллаштаракан литература куравĕсем, профориентаци стенчĕсем уçăлчĕç. Çĕнĕ Шупашкарта, тĕслĕхрен, пулăшуçăсем информаципе пĕлĕвĕн «Сан шăпу - хăвăн аллунта», «Професси тĕнчи тата аслă класс ачисен çул кĕнеки», «Пур ĕç те лайăх» сехетсем, информаципе вăйăн «Професси тĕнчин ориентирĕ» программи кашниншĕнех усăллă пулчĕ. Канашра «Професси тĕнчин компасĕ» абитуриент-класс, «Атте-анне суйланă професси» тĕнчине хывнă çул çÿрев, «Çитĕннисен пурнăçне кĕнĕ май» профориентаци сехечĕ кашнинех усă кÿчĕ.

Вĕрентекен çулталăкне паллă тунă май çак професси çыннисене те манса хăварман. Çĕнĕ Шупашкарти 17-мĕш вăтам шкулта «Раççей вĕрентекенсемпе чапа тухнă» конкурса презентацилерĕç. Çĕрпÿ районĕнчи Патăрьел тата Йĕкĕрвар шкулĕсен волонтерĕсем «Вĕрентекенĕм, санăн умăнта чĕркуçленме ирĕк парсам» класс тулашĕнчи вулав хатĕрлерĕç, сочиненисен «Паянхи вĕрентекен - кам вăл?» конкурсне йĕркелерĕç.

Акцисене волонтерсем хăйсем те, шкул ачисем те хаваспах кĕтсе илчĕç. Çиччĕн «Волонтер кĕнекине» тивĕçме тĕв турĕ, çак тĕллевпе Канаш, Çĕнĕ Шупашкар хулисенчи ĕçпе тивĕçтерекен центрсене заявлени çырса пачĕ. Район-хуларан чылайăшĕнче волонтерсен ĕçĕн пĕлтерĕшне пысăка хурса хакларĕç, вĕсене награда илме тăратрĕç.

Ку акцие пурте ырлаççĕ. Чылайăшĕ çак ĕç кирлĕ пулнине, унăн пысăк пĕлтерĕшне, материалсемпе усă курма май килнине тата занятисем аталанма пулăшнине, вĕсене шкул ачисем, уйрăмах вăтам тата кĕçĕн классенче ăс пухакансем, кăмăлланине палăртрĕ.

Паянхи шкул ачисем тĕплĕн шухăшласа професси суйлани тата пурнăçра пуçаруллă пулма хатĕрленни малашне вĕсене хăйсене килĕшекен ĕç тупма тата ăнăçуллă çынна тухма май парасси иккĕлентермест.

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика