Отдел ЦЗН Красночетайского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăннипех çăлăнăç унки

17 июня 2010 г.

Ĕçсĕр тăрса юлсан пăшăрханса ÿксе пуç усмалла мар. Тен, шăпа хăех ыйтăва уçăмлатма май парĕ - харпăр хăй бизнесне уçас пирки шухăшлама хистĕ. Патшалăх та ырлать çак туртăма. Ĕçсĕрлĕхпе кĕрешесси - кризис условийĕсенче приоритетлă тĕллевсенчен пĕри. Харпăр хăй бизнесне кÿлĕннĕ çын теприне, ĕçсĕр нушаланакана, çĕнĕ вырăна йышăнма пултаратьке.

Харпăр хăй ĕçне йĕркелес енĕпе йышăннă программа республикăра иккĕмĕш çул пурнăçа ăнăçлă кĕрсе пырать. Хăшĕ-пĕри унпа усă курса пысăк предпринимателе те тухма пултарĕ. Харпăр хăй ĕçне кĕсьере укçа пулмасан та йĕркелеме май килет-çке: халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрсем çынсем патне патшалăх пулăшăвне илсе çитереççĕ. Программăпа килĕшÿллĕн тавăрса памалла мар субсидиллĕ пулас тесен унăн хăй пурăнакан вырăнта асăннă службăра официаллă йĕркепе шута тăмалла, заявлени çырмалла тата бизнес-план хатĕрлемелле. Ăна ырланă хыççăн тата юридици сăпатĕнче тăнине регистрацилени çинчен свидетельство парсан претендента финанспа пулăшаççĕ - ĕçсĕрлĕхĕн çулталăкри пособийĕн сумми чухлĕ - 58800 тенкĕ укçа уйăраççĕ. Унсăр пуçне, предприниматель пулса тăнă хыççăн тепĕр ĕçсĕр çынна хăй патне йышăнсан çавăн чухлĕ суммăна тепĕр хут тÿлеççĕ. Патшалăхăн финанс пулăшăвне виçĕ çулччен налук хумаççĕ. Субсиди илсен виçĕ уйăхран укçапа малтан хÿтĕленĕ бизнес-план тăрăх мĕнле усă курни çинчен отчет тумалла.

Предпринимательлĕх тытăмĕнчи ĕç-хĕл тĕсĕн спектрĕ кунсерен тенĕ пекех анлăланать. Ятарлă комиссин экспертизине граждансем малашлăх тĕллевĕсен шучĕпе груз турттарасси, видео-фото пулăшу парасси, автомастерской уçасси, столяр изделийĕсем хатĕрлесси, йăла техникине юсасси, кăмпа çитĕнтерсе сутасси тата ытти пирки пĕлтереççĕ. Шупашкар хулинчи ĕçпе тивĕçтерекен служба клиенчĕсем хăйсен ĕçĕ валли телефон юсассине, отделка, строительствăпа монтаж ĕçĕсене, сутлăх кролик ĕрчетессине, хваттерте çĕнĕ мачча вырнаçтарассине, самообслуживани йĕркипе ĕçлекен прачечнăй уçассине, яланхи маршрутпа пассажирсем илсе çÿрессине, хурт-хăмăр ĕрчетессине тата транспорта рекламăпа пуянлатассине, компьютер пулăшăвĕ парассине, ют чĕлхерен куçарассине, кĕпе-тумтир юсассине тата ыттине суйланă.

Ялти ĕçсĕр çынсем тĕпрен илсен хресчен-фермер хуçалăхĕсем йĕркелесе выльăх-чĕрлĕх самăртаççĕ, сĕт туса илеççĕ, хурт-хăмăрпа аппаланас текен те пур.

Республикăн ĕç рынокĕнчи çивĕчлĕхе сирес енĕпе 2010 çулхи тĕллевлĕ программипе килĕшÿллĕн çулталăк тăршшĕнче предпринимательлĕх йĕркелеме 2573 ĕçсĕр финанс пулăшăвĕ илеççĕ. Çакна валли бюджетран 152 млн тенкĕ уйăрнă.

Паянхи кун тĕлне 1700 çын 101,9 млн тенкĕлĕх субсиди /пĕтĕмпе палăртнин 67,1 проценчĕ чухлĕ/ илнĕ.

Ĕçпе тивĕçтерекен служба специалисчĕсем палăртнă тăрăх, ытти ĕçсĕрсем те çакнашкал пулăшăва илме пултараççĕ. Татăклă йышăну туса палăртнă тĕллев патне ăнтăлни кăна кирлĕ.

Субсиди уйăрса панисĕр пуçне ĕçсĕр граждансем валли кĕске вăхăтлăх семинарсем - предприниматель ĕçĕ-хĕлĕн никĕсне вĕрентекен тренингсем ирттереççĕ. Программăра - бизнес-план, регистрацие тăмалли йĕрке, налук хурасси йышши дисциплинăсем.

 

Ĕмĕтленни пурнăçланать

 

Çĕнĕ Шупашкар хулинчи ĕçпе тивĕçтерекен центра бизнес йĕркелемешкĕн субсиди илес ыйтупа граждансем ытларах пыма пуçларĕç. Спутник-хулара асăннă программăна уйрăмах кăмăллаççĕ. Пулас предпринимательсем сĕнекен пулăшу шучĕ анлăлансах пырать. Ĕç паракан тивĕçлĕ шалу сĕнме пултарайман вăхăтра чылайăшĕ бизнес уçма тĕллев тытать. Субсиди илнĕ граждансемшĕн харпăр хăй ĕçне йĕркелеме пулăшакан программа ĕмĕте пурнăçламалли çула уçăмлатрĕ. Çавнашкал телейлисен шутне Евгения Вольных тата Вера Мархунова та лекрĕç. Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр специалисчĕсем хăйсем хÿтĕленĕ çынсен ĕçĕ-хĕлĕпе интересленсе вĕсен мастерскойне çул тытрĕç. Суту-илĕвĕн самаях пысăк çурчĕн пĕрремĕш хутĕнче «Кокетка» çĕвĕ мастерскойĕ» тесе çырса çапни тÿрех куç тĕлне пулчĕ. Алăка уçсанах ăнланчĕç: кунта ĕç вĕрет. Хĕрсемпе курнăçни, производство аталанăвĕ пирки хăйсем каласа пани пĕлтерĕшлĕ пулассăн туйăнчĕ хăнасене.

Иккĕшĕ те çĕвĕçĕ пулнă май Вера Вячеславовнăпа Евгения Олеговна пĕр-пĕрне чылайранпа пĕлнĕ. Центрта вара ăнсăртран тĕл пулнă: иккĕшĕ те ĕçсĕр юлнă мĕн. Çакнашкал лару-тăрура вĕсем патшалăх пулăшăвĕпе усă курса харпăр хăй ĕçне йĕркелеме шухăшланă. Ĕç паракансем сĕнекен ваканси е шалу виçи, е условисем тивĕçтермен вĕсене. Çав вăхăтрах харпăр хăй ĕçне уçса «хăйĕншĕн» кăна вăй хурас малашлăх пурри илĕртÿллĕ туйăннă. Ахальтен мар паллах - пулăшăвĕ тавăрса памалла марскер тата сисĕмлĕскер вĕт.

Ĕçсĕр граждансене харпăр хăй ĕçне йĕркелеме субсиди парасси çинчен вĕсене центр специалисчĕсем пĕлтернĕ. Сĕннĕ майпа усă курас туйăм малтан Вера Мархуновăна хĕмлентернĕ. Вăл тумтир çĕлес тата юсас енĕпе бизнес-план хатĕрлесе ятарлă комиссие панă. Унăн шухăшĕсене специалистсем ырланă. Вера тĕслĕхĕ тантăшне те çунатлантарнă - Евгения Вольных хăйĕн проектне пăхса тухма сĕннĕ. Комисси ăна тивĕçлипе хакланă.

Предпринимательлĕхе кÿлĕннĕ хĕрсем суту-илÿ çурчĕсенчен пĕринчи вырăна арендăна илнĕ. Вырăнĕ тивĕçтернĕ вĕсене - хула варринче вĕт. Унта хăйсен мастерскойне уçнă. Манекенсем, ĕлкесем, машина шавĕ, хальхи кĕпе-тумтир моделĕсем - чăннипех ĕçлĕ лару-тăру. Предпринимательсен кану кунĕ çук. Ăнланаççĕ вĕт: тăрăшсан кăна тăкаксене кĕске хушăрах саплаштарма, малалла вара услам илме май килĕ.

Финанс пирки сăмах пуçарсан хĕрсем именчĕклĕн кулаççĕ: хальлĕхе хăйсен тăкакланма тивет. Çапах та клиентсем йышлă. Апла тăк вĕсен ĕçĕ ырă çимĕçпе савăнтарас шанăç пур. «Субсиди пулăшрĕ-и? Сире вăл питех кирлĕ пулчĕ-и?» - тесе ыйтсан Евгения тата Вера çакна пĕлтерчĕç: çав шутпа вĕсем тĕп оборудовани туяннă. Çĕннине мар паллах, çапах та йĕркеллинех, арендăшăн тата ытти тăкакшăн хăйсен тÿлеме тивет. Иккĕн вĕт, теветкеллĕх пысăках мар, арендăна саплаштарма та пайталлăрах.

Вĕсем сĕнекен пулăшу нумай енлĕ пулни тĕлĕнтерчĕ. Кирек мĕнле кăткăс ĕçе те пурнăçлаççĕ иккен: уяв кĕпинчен пуçласа çиелти тум таранах çĕлеççĕ, юсаççĕ. Унсăр пуçне пусма суйлас текенсене консультаци параççĕ, тĕслĕх çумне илемлетĕвĕн тĕрлĕ мелне хушма сĕнеççĕ.

 

Бизнеса ялта та хаклаççĕ

 

Хĕрлĕ Чутай районĕнчи ĕçсĕр граждансем предпринимательлĕх уçса хăш енĕпе пулăшу парассине палăртнă чух ăна ытларах чух ял хуçалăхĕпе çыхăнтарма шухăшлаççĕ. Продукци тирпейлесшĕн вĕсем, çĕр улми, пахча çимĕç, аш-пăш туса илес енĕпе хушма хуçалăх йĕркелесшĕн, халăха йăла пулăшăвĕпе тивĕçтересшĕн.

Зоя Ильина çăм атă йăвалама шухăшланă. Клиент кăмăлĕпе, унăн мелĕсемпе пĕр килекен йÿнĕ те паха, тĕрлĕ фасонлă ăшă атă-пушмакăн моделĕсене кăларас енĕпе специализациленекен мини-производство кĕçех хута каймалла.

Çакна палăртмалла: паянхи мода демократиллĕ, çăм атăна кирек кам та тăхăнса çÿрет, модельсем тĕрлĕрен пулни пурин кăмăлне те тивĕçтерет. Тавар туянакансен тата заказчиксен йышĕнче - вăтам тата унран сахалрах тупăшлă çынсем, хăйсен тата ачисен сывлăхĕшĕн тăрăшакансем - капăрлăха вĕсем меллĕхпе улăштарма кăмăллаççĕ, пахалăхлă тавар ыйтаççĕ, ăна уйрăм çын туса кăларнине хаклаççĕ.

Александр Куропаткин предприниматель ĕç-хĕлне çынсен харпăр хăй хуçалăхĕнчи мăйракаллă шултра выльăхсене искусствăлла мелпе пĕтĕлентерессипе çыхăнтарма палăртать. Çакна пурнăçлама бизнесменăн май çителĕклех: ятарлă пĕлÿ илнĕ, ку тытăмри опыт пысăк. Асăннă пулăшупа ялта усă курас текенсем йышлăн пуласси иккĕлентермест.

Харпăр хăй ĕçне йĕркелени - йывăрлăха лекнĕ çынсемшĕн, ялта пурăнакансемшĕн уйрăмах /ĕç тупма чылай кансĕртерех/, хăйне евĕр çăлăнăç унки. Ĕçлев службин тĕллевĕ - предпринимательлĕх йĕркелес текен ĕçсĕр граждансене пулăшасси. Центрсенче «васкавлă лини» телефонĕсем уçнă, вĕсемпе шăнкăравласа специалистсене хăвăра канăç паман ыйтусене уçăмлатма пулать. Чăваш Республикинчи ĕç рынокĕнчи кăткăслăха сирес енĕпе йышăннă тĕллевлĕ программăпа килĕшÿллĕн бизнес уçасси çинчен информацие тата «васкавлă лини» телефонĕсен номерĕсене Чăваш Енĕн халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин сайтне вырнаçтарнă, унăн адресĕ: http: // sIzn. cap. ru.

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика