Отдел ЦЗН Красночетайского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Игорь Федоров: "Йыварлахсене сентерсе малалла анталма пулашатпар"

15 апреля 2010 г.

 

Хĕрлĕ Чутай районĕнчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрăн ĕç-хĕлĕ нумай енлĕ. Тĕллевĕ пĕрре - ĕçсĕррисене обществăн тулли праваллă гражданинĕ пулма, пурнăçра харпăр хăй вырăнне тупма çул-йĕр уçса парасси. Кунта ĕçлекенсем çак тивĕçе таса чунпа пурнăçлаççĕ. Центра килекен кашни çыннăн ыйтăвне тивĕçлĕ шайра татса пама тăрăшаççĕ, кирлĕ сĕнÿ-канаш параççĕ. Çулталăк пĕтĕмлетĕвĕпе тата умри тĕллевсемпе Игорь Анатольевич Федоров директор паллаштарчĕ. Йывăр та пархатарлă ĕçе вăл 2009 çулта кÿлĕннĕ.

Пулăшу мелĕсем

анлă

Центра тĕрлĕ çын килет: пĕрисене психолог пулăшăвĕ, теприсене ĕç вырăнĕ, виççĕмĕшĕсене çĕнĕ специальноç кирлĕ. Юлашки вăхăтра харпăр хăй ĕçне уçма кăмăл тăвакансен хисепĕ ÿсни палăрать. Кунта тăрăшакансем кашнинех пулăшма хатĕр. Чи кирли – ĕç шыракан ăнтăлни, шанăçа çухатманни. Çынсене йывăрлăхран тухма пулăшасси - коллективăн тĕп тĕллевĕ. Туслă йышра килĕшÿ, пĕр-пĕрне пулăшса пыма хатĕрри, ăнланулăх хуçаланать. Ирина Николаевна Ивантаева тĕп бухгалтерăн, ертсе пыракан специалист-инспекторсен Алина Петровна Дмитриевăн, Светлана Николаевна Эзенкинăн, Елена Зиновьевна Тагайкинăн тата çамрăк специалистăн Ольга Ивановна Зайцевăн хастарлăхĕ иксĕлми.

2009 çулта центра ĕç шыраса 1696 çын пынă /2008 çулхипе танлаштарсан 736 çын ытларах/. Вĕсен шăпи тĕрлĕрен: 43 проценчĕ хăйсен ирĕкĕпе ĕçрен тухнă, 55,7 проценчĕ - хĕрарăмсем, 34,7 проценчĕ - 16-29 çулсенчи çамрăксем.

Кăçалхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне 174 ĕçсĕр çынна шута илнĕ. Ку - районта ĕçлеме пултаракан халăхăн 1,52 проценчĕ. Ĕçсĕррисен йышĕнче çав-çавах хĕрарăм ытларах - 78,7 процент.

Иртнĕ çул центр пулăшнипе 1536 çын вăхăтлăх е яланлăх вырăн тупнă. Шута илнĕ 1015 çынна 10 кунра ĕç тупса панă. 2009 çулăн пĕрремĕш çурринче центра ĕç вырăнĕсем пурри çинчен 4-5 предприяти кăна информаци панă, иккĕмĕш çурринче ку хисеп ÿснĕ. Çакна центрпа прокуратура ĕçченĕсем тачă çыхăнса тĕллевлĕ ĕçленипе çыхăнтарать Игорь Анатольевич. Хальхи вăхăтра районти предприятисенче 63 ваканси. Центрта пушă ĕç вырăнĕсен банкне йĕркеленĕ, специалистсем ăна çĕнетсех тăраççĕ. Пулăшу мелĕпе усă куракансем вĕсемпе паллашма пултараççĕ. Центрта ятарлă стендсем те йĕркеленĕ. Ĕçсĕррисене пулăшма куçса çÿрекен витрина пур. Графикпа килĕшÿллĕн ăна ял тăрăхĕсенче вырнаçтараççĕ. Эпĕ кунти лару-тăрупа паллашнă кун информаци стенд-витрини Тралькассинчеччĕ. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Андрей Мурайкин унăн пĕлтерĕшĕ витĕмлĕ пулнине палăртрĕ. Ĕçсĕррисем вырăнтах хăйсен прависене пĕлме тата малашлăх тĕллевĕсене палăртма пултараççĕ иккен. 2009 çулта ĕç вырăнĕсен ярмăрккине 10 хут йĕркеленĕ. Çак мероприятисене 295 çын хутшăннă, 130-ăн ĕçе вырнаçнă. Вĕсене ирттерме федераци бюджетĕнчен укçа-тенкĕ уйăрнă.

Иртнĕ çул ĕçсĕррисене вырăн тупса парассипе районти 53 предприятипе килĕшÿ тунă. Çулталăкра вĕсем 949 вырăн пуррине пĕлтернĕ. Унта 950 çынна янă. Çулталăк вĕçĕнче предприятисем 44 ĕçлекен кирлине палăртнă, 216 çын ĕçлеме хатĕр пулнă е пĕр вырăна - 5-ĕн. Районти ял хуçалăх пĕрлешĕвĕсем уйрăмах кăмăллă: ĕçсĕррисен хушшинче ăста слесарьсемпе механизаторсем те çук мар.

Çул çитменнисене - тимлĕх

Центр специалисчĕсем çул çитмен çамрăксене ĕçе вырнаçтарассипе курăмлă ĕçлеççĕ. Иртнĕ çулхи кăрлач-авăн уйăхĕсенче каникул кунĕсенче çак ыйтупа 235 ача килнĕ. Çав шутра йышлă çемьерен - 31, сахал тупăшлисем - 145, ашшĕпе е амăшĕпе кăна çитĕнекен - 25, çул çитменнисемпе ĕçлекен комиссире шутра тăракансем - 6. Профориентаци пулăшăвĕпе 226-ăн - Хĕрлĕ Чутай, Тури Çĕрпÿкасси, Мăн Этмен, Çĕн Атикасси, Питĕркасси шкулĕсенче вĕренекенсем, Атнар, Мăн Этмен, Ачкасси ял тăрăхĕсенче пурăнакансем усă курнă.

Планпа килĕшÿллĕн “Пуласлăх хăвăн аллунта” уйăхлăх ирттернĕ. Унта “Эсĕ професси суйлатăн” анкета тĕпчевĕ, “Професси тĕнчинче” калаçу, “Манăн професси” ÿкерчĕксен конкурсĕ тата ытти мероприяти йĕркеленĕ. Çул çитмен ачасене вăхăтлăх ĕçпе тивĕçтерессипе ятарлă программăна пурнăçа кĕртнĕ. Ку енĕпе организацисемпе 9 килĕшÿ тунă. Тĕпрен илсен, шкул ачисем тавралăха тирпей-илем кĕртнĕ, пахча çимĕç, улма-çырла туса илме хутшăннă. Иртнĕ çул çаксене пурнăçлама федераци бюджетĕнчен 161,2 пин тенкĕ уйăрнă.

Кăçалхи пĕрремĕш кварталта “Çĕр професси – пĕри санăн” уйăхлăх ирттернĕ. Çĕн Атикасси шкулĕнчи 11 класра вĕренекенсем - 32-ĕн професси суйласа илме пулăшакан анкета-ыйтăма хутшăннă. Пĕтĕмлетÿ тăрăх 16 çамрăк хăйсен пĕлĕвне техникумсемпе колледжсенче, 13 - аслă вĕренÿ заведенийĕнче ÿстерме ĕмĕтленнĕ.

Нарăсăн 24 - пуш уйăхĕн 24-мĕшĕсенче районта “Ачасем тата милици” уйăхлăх иртнĕ. Акцие центр ĕçченĕсем те хастар хутшăннă. Йĕрке хуралçисемпе пĕрле сывă пурнăç йĕрки кулленхи тĕп ыйту пулмаллине ăнлантарнă, право ыйтăвĕсемпе калаçу ирттернĕ.

Центр вĕренÿ учрежденийĕсемпе тачă çыхăну тытать. Шкулсенче тĕрлĕ мероприяти ирттересси йăлана кĕнĕ. Ку пурнăç çулĕ çине тăма хатĕрленекен çамрăксемшĕн пĕлтерĕшлĕ: тренинг-упражнени, консультаци, ĕç вăййи, калаçу, “çавра сĕтел” саманан кăткăс тапхăрĕнче çухалса каймасăр тĕрĕс çул-йĕр суйласа илме пулăшĕç.

Салтакран таврăннă 3 çамрăк “Манăн пурнăç тĕллевĕ” информаципе консультаци кунне хутшăннă, професси илме, вĕренме кайма кăмăл тунă. Кăçал кăна çар ретĕнчен таврăннă 10 çамрăка уйрăм харпăрлăха сыхлакан хуралçăна вĕренме янă.

Тĕллевли тупатех

Центр специалисчĕсем йывăрлăха кĕрсе ÿкнĕ çынна харпăр хăй тĕллĕн ĕç шырама та хăнăхтараççĕ. Вакансисем çинчен тулли информаци тупма, хуçа умĕнче хăйне мĕнле тытмаллине тата ĕçлеме пултарнине палăртакан енсене кăтартма вĕрентеççĕ.

Центр професси куçăмлăхне тата конкурентлăхне ÿстерессипе те тĕллевлĕ ĕçлет. Ку тĕлĕшпе квалификаци тата пĕлÿ шайне ÿстерме пулăшать. Иртнĕ çул 40 çын çĕнĕ професси илнĕ, квалификаци ÿстернĕ. Професси илекенсенчен 85 проценчĕ - хĕрарăмсем, 57,5 проценчĕ - 16-29 çулсенчи çамрăксем.

Вĕсем компьютерпа ĕçлеме /13 çын/, сутуçă-кассир пулма /15 çын/, массажиста /2/, электрогазосварщика /2/, «Бухгалтери: 1-с» программăпа ĕçлекен бухгалтера /4/ вĕреннĕ.

Çулталăкра професси вĕрентĕвĕнче 39 çын пулнă. Вĕренсе тухнисенчен 25 çын ĕçе вырнаçнă. Кăçал та программăпа килĕшÿллĕн 75 çынна вĕренме яма палăртнă. Пĕрремĕш кварталта 10 çын кайнă.

Центр ертÿçи И. Федоров пуçарăвĕпе кăçал Кив Атикассинче “Гидравлика” АУО предприяти пулăшнипе çĕвĕ цехне хута янă. Шăпах çак тăрăхра ĕçсĕррисен хисепĕ пысăк. Кив Атикасси ял тăрăхĕ тытса тăракан культура çурчĕн иккĕмĕш хутĕнче те пушă вырăнсем çук мар. Муниципалитет пурлăхĕпе туллин усă курас тĕлĕшпе Никодим Матвеев пуçлăх çаврăнăçуллă. Çĕвĕ цехĕнче 8 хĕрарăм. Эпир пынă чух вĕсем сумка çĕлетчĕç. Ял тăрăхĕн специалисчĕ Раиса Савельева палăртнă тăрăх ялти хĕрарăмсемшĕн ку питех те вырăнлă: килтен аякка каймасăрах ĕç вырăнĕ пур, шалу илме пулать. “Мăшăрпа икĕ ача çуратса ÿстертĕмĕр. Пĕри - çар ретĕнче, тепри 10-мĕш класра вĕренет. Килте выльăх-чĕрлĕх усратпăр, мăшăр Ухта хулине стройкăна çÿрет. Хуçалăха йăлтах хамăр тытса пыратпăр. Эпĕ юлашки 8 çул ниçта та ĕçлемен. Кăмăл пысăк, килте тунсăхласа çитрĕм”, - тет Галина Манилова.

Хĕрарăмсем ялтах ĕç вырăнĕ тупма май килнĕшĕн савăнаççĕ. Вĕсем - кил вучахне упракансем. Мăшăрĕсем аякка ĕçлеме çÿренĕ вăхăтра хуçалăха тытса пыраççĕ. Игорь Анатольевич çĕвĕ цехĕ йĕркеллĕ ĕçлесе кайсан иккĕмĕш смена уçма сĕнет. Ан тив, тепĕр 8 хĕрарăм вырнаçтăр тет. “Гидравлика” АУО предприяти те вырăнсем туса панăшăн патшалăх пулăшăвĕпе усă курать. Çакăн пек цехсем кашни ял тăрăхĕнчех уçма палăртнине пĕлтерчĕ И.Федоров. Çак шухăша Атнар тата Тралькасси ял тăрăхĕсен ертÿçисем те ырланă. Çĕвĕçе пултаракан хĕрарăм сахал мар.

Центр ĕçсĕр юлнисене - 20 çынна Раççей регионĕсенче ĕçлеме пулăшнă, çул укçине тата пурăнмалли вырăншăн патшалăх саплаштарнă.

Общество ĕçĕ пĕлтерĕшлĕ

Ĕç шыракансене общество ĕçне вырнаçтарнин пĕлтерĕшĕ пысăк. Çак тĕллевпе 19 предприятипе килĕшÿ тунă, 126 ĕç вырăнĕ тума май панă, вĕсене 122 çын хутшăннă. Паллах, ытларахăшĕ - хĕрарăмсем. Общество ĕçсенче вăтамран 1 уйăх тăрăшнă: тавралăха тирпей-илем тата хăтлăх кÿрес, документсене йĕркене кĕртес тата ытти енĕпе тимленĕ. Çапла вара çын шанăç тупнă, малашлăх тĕллевне çухатман. Иртнĕ çул общество ĕçне йĕркелеме федераци бюджетĕнчен 176,1 пин тенкĕ субвенци, вырăнти бюджетран 5,5 пин тенкĕ уйăрнă.

Кăçалхи 3 уйăхра ку енĕпе предприятисемпе 15 килĕшÿ тунă, 42 ĕç вырăнĕ палăртнă. Вĕсенче 33 çын ĕçленĕ те.

Хÿтлĕх кирлисене пулăшаççĕ

Социаллă хÿтлĕх кирлисемпе пайăррăн ĕçлеççĕ. Вĕсене уйрăмах йывăррине шута илеççĕ. Ĕçлеме пултаракан инвалидсене, тĕрмерен тухнисене, тивĕçлĕ канăва кайма хатĕрленекенсене, 18 çула çитменнисене, çул çитмен ачасене пĕччен пăхса ÿстерекенсене, нумай ачаллă амăшĕсене ĕçпе тивĕçтерме 5 килĕшÿ тунă. Вăхăтлăх ĕçе 6 çынна вырнаçтарнă. Вĕсем Хусанушкăнь, Кив Атикасси, Штанаш тата Питĕркасси ял тăрăхĕсенче тата халăха социаллă пулăшу паракан центрта ĕçленĕ.

Иртнĕ çул ĕç шыраса килнисен хушшинче 31 инвалид пулнă, 28 çынна вăхăтлăх ĕçе вырнаçтарнă.

Кăçалхи виçĕ уйăхра центр пулăшăвĕпе 3 сусăр усă курнă. Кăрлачра инвалидсем валли ятарласа информаци кунне ирттернĕ.

Предпринимательлĕхе - анлă çул

Центр харпăр хăй ĕçне пуçлас шухăшлă çынсемпе тĕллевлĕ ĕçленĕ. Кăçалхи пуш уйăхĕнче вĕсене пулăшма семинар ирттернĕ. Унта тĕрлĕ ыйтупа консультаци панă. Предпринимательлĕхе пуçăнас шухăшлисем бизнес-план хатĕрленĕ. Вĕсене кашнинех 58,8 пин тенкĕ уйăрса панă. Пĕчĕк бизнеса аталантаракансем выльăх-чĕрлĕх, кайăк-кĕшĕк, пыл хурчĕсем ĕрчетеççĕ, пахча çимĕç ÿстереççĕ. Иртнĕ çул предпринимательлĕх йĕркелеме 30 çын тĕв тунă. Кăçал та ун пеккисем пур. Виçĕ уйăхра 17 çын харпăр хăй ĕçне пуçлама свидетельство илнĕ. Хальлĕхе тата ултă çын бизнес-план туса хатĕрлерĕ.

Иккĕмĕш Хурашашри Давыдовсем çаврăнăçуллă ĕçлеççĕ. Бизнес-проектпа килĕшÿллĕн выльăх-чĕрлĕх тата хурт-хăмăр ĕрчетеççĕ, кайăк-кĕшĕк тытаççĕ. Патшалăх пулăшăвĕ районти вун-вун çемьене çĕнĕ ĕçе пуçăнма, йывăрлăхсене çĕнтерсе малалла ăнтăлма витĕм кÿрет.

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика