Отдел ЦЗН Красночетайского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçсĕррисене хушма пулăшупа тивĕçтересси

07 марта 2009 г.

Ĕçсĕрлĕх ыйтăвĕ Раççейре, çавăн пекех Чăваш Республикинче те чи шухăшлаттараканни, калаçтараканни пулса тăчĕ. Тĕнчери экономика кризисĕн витĕмне пула ĕçсĕр юлнисем йышланчĕç. Кризис сиенлĕхне чакарас, ĕçсĕр çынсене хушма пулăшупа тивĕçтерес тĕллевпе РФ Правительстви «Раççей Федерацийĕнчи халăха ĕçпе тивĕçтересси çинчен» саккун йышăннă. Унпа килĕшÿллĕн Чăваш Республикинче те ĕçсĕр юлнисене пулăшас тĕлĕшпе тĕллевлĕ программа хатĕрленĕ. Тĕнчери финанс кризисĕн йывăрлăхĕсене сирес, ĕçсĕр юлнă граждансене шанăç кÿрес, халăха ĕçпе тивĕçтерессинчи улшăнусемпе паллаштарас тесе Чăваш Енри халăха ĕçпе тивĕçтерекен служба начальникĕн çумĕ Т.А.Аскарова мартăн 3-мĕшĕнче района килсе çитрĕ. Тĕл пулăва район пуçлăхĕн çумĕсем И.Л.Хораськин, Т.И. Шереметьева хутшăнчĕç.

Республикăра 2009 çулта халăха ĕçпе тивĕçтерессине хушма пулăшу кÿмелли тĕллевлĕ программа хатĕрленĕ тата çирĕплетнĕ. Татьяна Анатольевна районти ĕçсĕррисен йышĕпе, предприяти-организацисем мĕн чухлĕ çынна ĕç вырăнĕпе тивĕçтерме пултарнипе паллашнă хыççăн Чăваш Енри ĕçлев рынокĕнчи ыйтусем тавра калаçрĕ, хăш-пĕр çĕнĕлĕхсем çинче чарăнса тăчĕ. Т.А.Аскарова чи малтанах Раççей Федерацийĕнчен республикăна ĕçсĕрлĕхпе кĕрешме çур миллиард тенкĕ уйăрнине пĕлтерчĕ. Укçа-тенкĕпе чи малтанах çынна çĕнĕ професси вĕрентме, граждансене хăйсене тĕллĕн ĕçлессине аталантарма, вăхăтлăх ĕç вырăнĕсем йĕркелеме пăхнă. Çак тĕллевлĕ программăсем предприяти-организацисенче кадрсене упраса хăварма, вĕсен квалификаци шайне ÿстерме, çавăн пекех пĕчĕк бизнеса кирлĕ пек аталантарма условисем тума пулăшĕç.

Т.А.Аскарова ĕçсĕр юлнисене паракан пособи виçисемпе паллаштарчĕ. Çапла вара Федераци саккунĕпе килĕшÿллĕн ĕçсĕр юличченхи 12 уйăхра 26 эрнерен кая мар ĕçленĕ пулсан, пособи виçине юлашки ĕç вырăнĕнчи 3 уйăхри вăтам ĕç укçине шута илсе процентпа çирĕплетеççĕ. Малтанхи виçĕ уйăхра 75 процент, тепĕр 4 уйăхра – 60, ыттисенче – 45 процент. 2009 çул валли çакăн пек виçесем çирĕплетнĕ: пособин чи пысăк виçи – 4900 тенкĕ, чи пĕчĕкки – 850. Пуçласа ĕç шыракансем е чылай вăхăт ĕçсĕр пурăннисем чи пĕчĕк виçеллĕ пособие тивĕçеççĕ.

Çавăн пекех Татьяна Анатольевна ертÿçĕсене вакансисене ыйтăвĕсене пăхса тухса ĕçлев ыйтăвĕсемпе вăхăта сая ямасăр тăрăшма чĕнсе каларĕ. Хĕрлĕ Чутай ял хуçалăх районĕ пулнă май, паян техника паркĕсенче, ферма таврашĕсенче, уй-хирте ĕçлекенсем çитменнине асăнчĕ. Ял хуçалăх кооперативĕсен ертÿçисене ял çыннисен тупăшне ÿстерессишĕн, çамрăк специалистсене ял ĕçне явăçтарассишĕн, çĕр ĕçченĕн ят-сумне çĕклессишĕн тимлеме ыйтрĕ. Çавна май ĕçсĕр халăха ĕç вырăнлĕ тăвас тĕлĕшпе ĕçпе тивĕçтерекен службăпа килĕшÿ тума хушрĕ, республикăра йышăннă ĕçлев программине пурнăçа кĕртме чĕнсе каларĕ.

Пухăннисем ачасене çуллахи тапхăрта çапкаланса çÿресрен, вĕсене киревсĕр ĕçсенчен хăтарас тĕлĕшпе вăхăтлăх ĕç тупса парасси çинчен те калаçрĕç. Ĕç рынокĕнче профориентаци ĕçне вăйлатмаллине те асăнчĕç.

Юлашкинчен районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр директорĕ П.П.Микишин ĕçлев ыйтăвĕсене татса парассипе центрта «Вĕри лини» (тел.: 2-18-40) йĕркеленине пĕлтерчĕ, центрта тăрăшакансем ĕç шыракансене яланах пулăшнине каларĕ.

Источник: "Наша жизнь" (Красночетайская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика