22 марта 2019 г.
«Манăн пулас професси» уйăхлăх шучĕпе Елчĕк ялĕнчи вăтам шкулăн 7 класра вĕренекенĕсемпе «Çĕнĕ ĕмĕре – çĕнĕ профессисем» библиотека урокĕ ирттертĕмĕр.
Ку мероприятие ачасене хальхи вăхăтри профессисем çинчен ытларах пĕлтерес, ушкăнпа ĕçлеме хăнăхтарас, ĕç çыннисене хисеплеме вĕрентес тĕллевпе йĕркелерĕмĕр.
Кирек те мĕнле ĕçе те çыннăн ятарласа вĕренес пулать, лайăх ĕçлеме хăнăхас пулать. Калаçура ачасем сайра тĕл пулакан, анчах та питĕ кирлĕ профессисем çинчен итлесе пĕлчĕç. Çиччĕмĕш классем çавăн пекех тĕрлĕрен профессисем çинчен калакан кĕнекесемпе паллашрĕç (ÿкерчĕк çинче), словарьсемпе ĕçлерĕç, творчество заданине пурнăçларĕç. Ачасем професси çинчен калакан илемлĕ литература произведенийĕсене те (сăвăсем, калавсем, юмахсем) аса илчĕç.
Заняти вĕçĕнче шкул ачисем çакăн пек пĕтĕмлетÿ турĕç: чуна килĕшекен пĕртен-пĕр ĕç суйласа илме питĕ тĕплĕн хатĕрленмелле – нумай кĕнеке вуласа тухмалла, атте-аннепе, учительсемпе, опытлă рабочисемпе канашламалла. Çавăн чухне кăна кашни шкул ачи «Ÿссен эсĕ кам пулан?» ансат та кăткăс ыйту çине шанчăклăнах хуравлама пултарĕ.
Н. Николаева, шкул библиотекарĕ.