ОТДЕЛ КУ ЦЗН ЧУВАШСКОЙ РЕСПУБЛИКИ МИНТРУДА ЧУВАШИИ В КОЗЛОВСКОМ РАЙОНЕОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Раççей Перекет банкĕн банкомачĕсем ĕç шырама пулăшаççĕ

13 марта 2013 г.

              Республикăн ĕçлев службин органĕсенче регистрациленнĕ ĕçсĕр граждансен йышĕ пĕлтĕр 8062-рен 5520 çын таран е 31,5% чакнă. Çакăнта республика экономики ÿсĕм çулĕ çине тăнă май халăха ĕçпе тивĕçтерессипе çыхăннă мероприятисене ăнăçлă пурнăçланин витĕмĕ пысăк. Чăваш Енре организацисене ĕç вăйĕ ытларах кирли те çакнах çирĕплетет. Çулталăк хушшинче ĕç паракансем пушă 112,4 пин ĕç вырăнĕ /служащисен должноçĕсем/ пурри пирки пĕлтернĕ, ку 2011 çулхинчен 17,1% нумайрах. Ял, сунар тата вăрман хуçалăхĕсенче /30,8% хушăннă/, электроэнерги, газ тата шыв хатĕрлекен тата валеçекен организацисенче /56,3%/, сывлăх сыхлавĕнче тата социаллă пулăшу ĕçĕсем кÿрес енĕпе /32,3%/ кадрсен кирлĕлĕхĕ. 2012 çулта патшалăх пулăшăвĕн 15 çул-йĕрĕпе халăха ĕçпе тивĕçтермелли мероприятисене 85540 çын хутшăннă. Юрăхлă ĕç шырама пулăшмашкăн ĕçлев службин органĕсенчен 52187 çын ыйтнă, вĕсенчен 42847-шне ĕçе вырнаçтарнă, ыйтнисене ĕçпе тивĕçтерессин шайĕ 82,1% танлашнă. Юрăхлă ĕç шыранă май граждансенчен нумайăшĕ, статистикăпа килĕшÿллĕн ĕç шыракансен 30% яхăн тÿрремĕнех ĕçлев службин специалистĕнчен пулăшу ыйтмалла тесе шухăшлать. Йышĕпе çавнашкалах тепĕр йыш тусĕсемпе пĕлĕшĕсенчен ыйтать, ыттисем - МИХсем урлă, тĕпрен илсен çĕнĕ Интернет-технологисемпе усă курса ĕç шыраççĕ. Палăртни вырăнлă: республикăн ĕçлев службин органĕсем те пурнăçпа тан утаççĕ.Республикăри ĕçсĕрлĕхе чакарма çĕнĕ информаци технологийĕсене ĕçе кĕртни те пулăшать. Çав шутра - Раççей Перекет банкĕн Чăваш Ен тĕп хулинче вырнаçнă 274 банкомачĕпе тата 99 тÿлев терминалĕпе усă курни. Интернет сетĕнчи www.chuvash. regiontrud.ru ресурса вырнаçтарнă вакансисен базипе нумайăшĕ интересленет. Унпа Интернетпа çыхăннă кирек хăш компьютертан та, çавăн пекех республикăн Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин çын йышлă пулакан вырăнсенче вырнаçтарнă терминалĕсенчен те паллашма пулать. Пĕлтĕр ĕç шырамалли ансат çак мелпе 230 пин çын усă курнă. 2012 çулхи утă уйăхĕнчен тытăнса халăха ĕçе вырнаçтарассипе çыхăннă пулăшу ĕçĕсен пĕр пайне электрон мелĕпе кÿреççĕ, çакă та вĕсемпе усă куракансен йышне ÿстерме, ĕçе оперативлăрах тума пулăшать. Ĕç шыракансем ĕç паракансемпе видео-чат /Skype/ мелĕпе калаçассине ĕçе кĕртнĕ. 2012 çулта Skype-технологисемпе ĕçсĕр пин ытла çынна ĕçе вырнаçма пулăшнă чух усă курнă. Чăнах та, паянхи çамрăк çынсемшĕн пĕр 20 çул каялла кăна-ха, калăпăр, агрегат заводĕнчи вакансисем пирки пĕлмешкĕн çур кун ирттерме тивнине ĕненме те йывăр пуль. Тирпейленмелле, Ĕçлев центрне çитмелле, черет тăмалла, ваканси пирки информаци илмелле те заводăн кадрсен пайне каймалла... Паян вара компьютера, смартфона хута ямалла е Раççей Перекет банкĕн терминалĕпе усă курмалла кăна - мĕн пур ваканси куç умĕнче. Пуян, çавна май пысăкрах ĕç укçиллĕ регионсенчи вакансисене тивĕçлипе хакланă май çаврăнăçуллă граждансем, сăмахран, Саха /Якути/ Республикинчи ылтăн кăларакан вырăнсенче лайăх ĕçлесе илме те хирĕç мар. Кун пек чухне те ĕçлев службин органĕсем тивĕçлĕ пулăшу кÿрĕç, кăмăл пуррисене çынна улталаман предприятисене йĕркелесе ăсатĕç. Раççей Перекет банкĕн банкомачĕсем урлă шалу илнипе, кредитшăн е коммуналлă пулăшу ĕçĕсемшĕн тÿленипе пĕрлех ĕçлев службин вакансисен банкĕпе те усă курас кăмăллă граждансем валли вакансисемпе паллашмалли инструкци пичетлетпĕр. палăрмаллах ÿснĕ.

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика