ОТДЕЛ КУ ЦЗН ЧУВАШСКОЙ РЕСПУБЛИКИ МИНТРУДА ЧУВАШИИ В КОЗЛОВСКОМ РАЙОНЕОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Кашнине – тимлĕх

03 декабря 2013 г.

           Канашри халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр специалисчĕсем Борис Алексеевич Семенов директор пуçарулăхне пула çулленех кашни сусăра тивĕçлĕ пулăшу пама тăрăшаççĕ. Кунта кашни çул ыттисемпе тан ĕçлеме пултарайман 170 ытла çын пырать. Вăй-хал тĕлĕшĕнчен пултараслăхне кура пурин валли те кăмăлне юрăхлă ĕç тупма самаях йывăр. Чи кăткăсси - хевтесĕр çыннăн кăлтăк-сăлтăк уйрăмлăхĕсене шута илсе реабилитаци программипе килĕшÿллĕн ĕç вырăнне хăйне евĕр ятарлă хатĕрпе майлаштарасси.

Чăваш Республикин 2011 çулхи чÿк уйăхĕн 25-мĕшĕнчи «Чăваш Республикинче инвалидсем валли ĕç вырăнĕсем квотăласси çинчен» саккунĕпе килĕшÿллĕн республикăра 100 çынран иртекен организацисем сусăрсем валли квотăпа çирĕплетнĕ йĕркепе ĕç вырăнĕсем, вăл шутра ятарлă хатĕрпе майлаштарнисем, тума тивĕç.

2013 çулхи чÿк уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне Канаш хулипе районĕнче квотăланă 82 вырăнтан 76-не хевтесĕррисене ĕçе йышăннă. Квотăна пурнăçласси кăрлачран пуçласа чÿк уйăхĕччен хулара 89,7-рен 91,8 процента çити ÿснĕ, районта - 93,4-ран 95,2-е çити. Квотăпа Канашра 88 инвалида ĕçе вырнаçтарнă, районта - 27.

Инвалидсене, сусăр тата йышлă ачаллă ашшĕ-амăшне ĕç тупса парас тĕллевпе 2013-2015 çулсем валли йышăннă республика программипе килĕшÿллĕн Канаш хулипе районĕнче кăçал 8 хевтесĕре йышăнма ятарлă ĕç вырăнĕсем хатĕрлеме планланă.

Çулталăк пуçланнăранпа «çĕвĕç», «хуралçă», «саккас йышăнакан», «бухгалтер», «администратор», «диспетчер», «маникюрша» специальноçсемпе 3-мĕш ушкăнри - 6, 2-мĕш ушкăнри 2 инвалида ĕçе йышăннă.

Программăна пурнăçлама хастар хутшăнакан организацисен йышĕнче - Павел Кольцов предприниматель. Вăл 2011 çултах ятарлă икĕ вырăн хатĕрленĕ, виççĕмĕш ушкăнри çĕвĕçсене ĕçе илнĕ.

Кăçал та Павел Альбертович сусăррисене пулăшма кăмăл пуррине чи малтан пĕлтернĕ. Нарăс уйăхĕнче хăлхи япăхрах илтекен Наталья Брадауцана тăтăш вăй хумалли ĕç тупса панă. Куллен вăй хуракан вырăна таянса лармалли çемçе пуканпа хăтлăлатнă, хăйне çĕвĕ машинипе, утюгпа, планшетпа тивĕçтернĕ. Наталья Викторовна кун йĕркипе тата ĕç условийĕпе кăмăллă. Ĕçпе тивĕçтерекен центртан тăкакшăн компенсаци илсе сусăрсене хăйсене килĕшекен вырăн тупса паракансем татах та пур. 2010 çултанпа 42 инвалида çакнашкал хăтлăх кÿнĕ. Кăçал центр тăкаксене саплаштарма 536 пин тенкĕ уйăрнă /пĕлтĕр - 300 пин тенкĕ/.

Канашри халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр сусăрсем хăйсене ыттисемпе танах туйччăр, коллективра чун киленĕçĕпе вăй хума пултарччăр тесе тăрăшса ĕçлет.

 

Валентин ГРИГОРЬЕВ

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика