ОТДЕЛ КУ ЦЗН ЧУВАШСКОЙ РЕСПУБЛИКИ МИНТРУДА ЧУВАШИИ В КОЗЛОВСКОМ РАЙОНЕОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Юпа уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне хатĕр пулĕç

27 августа 2013 г.

        Çурла уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци ведомствисен территори органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ.

Республикăн строительство, архитектура, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕ Олег Марков пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх объекчĕсене 2013-2014 çулсенчи кĕркуннехи-хĕллехи хутса ăшăтмалли тапхăра мĕнлерех хатĕрлени çинчен пĕлтернĕ. Паянхи кун тĕлне пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх объекчĕсен 84,5% хатĕр.

2013 çулта нумай хваттерлĕ 119 çуртра /пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 416,2 пин тăваткал метр/ тĕп юсав ĕçĕсем ирттересшĕн, вĕсенче 18,4 пин çын пурăнать. Авăн уйăхĕн 15-мĕшĕ тĕлне пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх организацийĕсем ĕçсен тĕп калăпăшне вĕçлеме, юпа уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне объектсем хатĕррине çирĕплетекен паспортсем илме пăхнă.

Михаил Игнатьев Строительство министерствине объектсене кĕркуннехи-хĕллехи хутса ăшăтмалли тапхăра хатĕрленине тĕрĕслессине тивĕçтерме, тупса палăртнă çитменлĕхсене пĕтерни çинчен тепĕр икĕ эрнерен отчет тăратма хушнă. Уйрăммăн илсен, Патшалăх пурăнмалли çурт-йĕр инспекцийĕ пĕлтернĕ тăрăх - Çĕнĕ Шупашкарти хăш-пĕр çуртра тăрри кивелнипе шыв анать. Республика Пуçлăхĕ хула влаçĕсен ĕçне критикленĕ.

Çавăн пекех Михаил Игнатьев Шупашкар влаçĕсене Николаев космонавт урамĕнчи çула юсассине хăвăртлатма сĕннĕ.

Республикăн Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин ертÿçи Сергей Димитриев халăха ĕçе вырнаçма пулăшмалли мероприятисене мĕнлерех пурнăçлани çинчен пĕлтернĕ. Çулталăк пуçланнăранпа республикăн Халăха ĕçпе тивĕçтерекен службин органĕсем 25814 çынна ĕçпе тивĕçтернĕ. 3 çула çитиччен ача пăхакан 299 хĕрарăма профессие вĕренме тата хушма пĕлÿ илме янă /планпа пăхнин 74,8%/. Вĕренĕве вĕçленĕ хĕрарăмсене пурне те ĕçе вырнаçтарнă.

Иртнĕ 7 уйăхра халăха ĕçпе тивĕçтерекен служба органĕсене 1115 инвалид пынă, вĕсенчен 767-не ĕçе вырнаçтарнă. Оборудованипе тивĕçтернĕ ĕç вырăнĕсене 2010 çултанпа 475 инвалида вырнаçтарнă. Паянхи кун тĕлне даннăйсен банкĕнче 20 пин ытла ваканси /вăтам ĕç укçи шайĕ - 12 пин тенкĕ/ пур. Çавăн пекех çулталăк тăршшĕнче çул çитмен 11118 çамрăка /çулталăк планĕнчен 69%/ ĕçе вырнаçтарнă, 4264 çынна /63,5%/ общество ĕçĕсене явăçтарнă.

Йышăннă мерăсем çулталăк пуçланнăранпа шута илнĕ ĕçсĕррисен йышне 13,6% /5520 çынран 4772-е çити/ чакарма май панă.

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика