21 декабря 2012 г.
Ĕçпе тивĕçтерекен центра çынсем пулăшу ыйтса пыраççĕ. Чылайăшĕ мĕнле те пулин вырăн тупса парасса кăна мар, чуна килĕшекен ĕç сĕнессе кĕтет. Йĕпреç районĕнчи ĕçпе тивĕçтерекен центр специалисчĕсем çакна яланах шута илеççĕ. Кăçалхи вун пĕр уйăхра кунта 1119 çын пынă, 945 çынна ĕçе вырнаçтарма пултарнă.
Центр директорĕ Ольга Ткаченко палăртнă тăрăх - сусăрсене пурнăçра тĕрев тупма пулăшас тĕлĕшпе уйрăмах тăрăшаççĕ. Ĕçсĕр инвалидсене ĕçе вырнаçтармалли республикăн тĕллевлĕ программине пурнăçласа «Красный партизан» хуçалăхпа тата «Водстроймонтаж» тулли мар яваплă обществăпа ятарлă ĕç вырăнĕсем йĕркелеме килĕшÿсем тунă, оборудовани туяннă. Халĕ кунта икĕ инвалид ĕçлет. Ĕç рынокĕнче сусăрсене ыттисемпе тупăшма йывăр. Çавна май вĕсене валли ĕç вырăнĕсене квотăлас ыйтупа Чăваш Енре йышăннă саккун пĕлтерĕшĕ пысăк. Унпа килĕшÿллĕн Йĕпреçри ĕçпе тивĕçтерекен центр раштавăн 1-мĕшĕ тĕлне 3 предприятире - район больницинче, райпора, «Красный партизан» хуçалăхра - ĕç вырăнĕсене квотăланă, 17 çынна вырнаçтарнă. Ĕç паракансемпе çирĕп çыхăнусем йĕркелени районти ĕç рынокĕнчи лару-тăрăва лайăхлатса пыма витĕм кÿрет.
Пурнăçра тивĕçлĕ вырăн йышăнас тесен алă усса лармалли çук, çаврăнăçуллăрах пулмалла. Ун пек çынсем центр пулăшăвĕпе тата туллинрех усă курма пултарĕç. Унта пырса çÿрекенсен, специалистсем ирттерекен мероприятисене хутшăнакансен, вĕсен сĕнĕвĕсене шута илекенсен çулĕ те уçăлсах пырать. Вун пĕр уйăхра акă вакансисен 7 ярмăрккинче 115 çын пулнă, 45-не ĕçе вырнаçтарнă. Çав шутра ĕçлес кăмăллă çул çитмен çамрăксем валли вакансисен 2 ярмăрккине ирттернĕ. Вăхăтлăх ĕç вырăнĕсем йĕркелес тĕлĕшпе районти предприятисемпе, организацисемпе 28 килĕшÿ тунă. Çавна май общество ĕçне 167 çынна хутшăнтарма май килнĕ. Ку меслет ĕçсĕрлĕх ыйтăвĕн çивĕчлĕхне чакарма, ÿркенмен çынсене пурăнмалăх укçа-тенкĕ тупма пулăшать. Ĕç паракансемшĕн те усăллă. Кăçал çак категорири çынсем район, предприятисен территорийĕсене, масарсене тирпей-илем кĕртнĕ, çÿп-çапран тасатнă. Укçи нумаях мар, анчах ял çынни кунне тăватă сехет ĕçлесе ун чухлĕ илме май пурришĕн те хĕпĕртет, тата килти хуçалăхра тăрмашма та, вак ача-пăчана пăхма та вăхăт юлать.
14-18 çулсенчи çул çитмен çамрăксене те вĕренÿрен ирĕклĕ вăхăтра - каникул кунĕсенче, уроксем хыççăн - ĕçлеме май туса парас тесе организацисемпе тата предприятисемпе 24 килĕшÿ тунă. Унсăр пуçне тин кăна пуçламăш тата вăтам професси пĕлĕвĕ илнĕ 2 çамрăка ĕçпе тивĕçтернĕ. Ĕç шырас тĕлĕшпе йывăрлăха кĕрсе ÿкнĕ тата пенси çулĕсене çывхарнă 16 çынна вырнаçтарма пултарнă.
Профориентаци ыйтăвĕсемпе тĕрлĕ мероприяти ирттернин те усси пысăк. Чи малтанах кунта шкулта вĕренекенсемпе тĕллевлĕ ĕçленине палăртмалла. Меслечĕ чылай: тĕрĕс çул суйласа илмелли тренингсем, тестсен ыйтăвĕсене хуравлани, уйрăммăн калаçни, профессисемпе паллаштаракан класс сехечĕсем. Профориентаци ĕçне педагогсемпе пĕрле туса пыни çамрăксене малашлăха тĕрĕс хаклама хăнăхтарать. Çитĕннисене те çак меслетсемпе усă курса пулăшма тăрăшаççĕ. Районта 3154 çынна /çав шутра - ĕçсĕр юлнă 628 çитĕннĕ çынна/ професси суйласа илме вĕрентекен пулăшупа тивĕçтернĕ. Аталанма, çĕнĕ ĕçе вĕренме кăмăл тунисем те центр урлă хăйсен ĕмĕтне пурнăçа кĕртме пултараççĕ. Кăçал 75 çынна вĕренме янă, çав шутра 61-шĕ çĕнĕ ĕçе хăнăхнă, 8 çын пĕрремĕш професси илнĕ, 6 çын квалификацие ÿстернĕ, 11-шĕ малалла пĕлÿ пухаççĕ. Виçĕ çула çитмен ачана пăхмашкăн отпуск илнĕ 7 хĕрарăма çĕнĕ професси илме пулăшнă.
Ятарлă тренингсем те тĕрлĕ сăлтава пула ĕçсĕр юлнă çынсене шанăçа тавăрма витĕм кÿреççĕ. Тĕслĕхрен, республикăри ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин «Аспект» вĕренÿ-методика центрĕнчи психологсене чĕнсе «Ĕç шырас активлăха аталантарасси», «Тĕллеве пурнăçласси», «Хăвăн çул-йĕре туп» социаллă адаптаци тренингĕсем ирттернĕ. Вĕсене пĕтĕмпе 106 çын хутшăннă.
- Патшалăхăн предприниматель ĕçне йĕркелеме укçа-тенкĕ уйăрса памалли программипе те туллин усă курма тăрăшатпăр, - тет Ольга Николаевна. - Пирĕн пата çак ыйтупа килекен чылай. Çулталăк пуçланнăранпа 7 çынна харпăр хăй ĕçне йĕркелеме 58800-шер тенкĕлĕх субсидипе тивĕçтертĕмĕр. Паллах, кашниех экономика тĕлĕшĕнчен никĕсленĕ бизнес-план тăратрĕ, вĕсене район администрацийĕ çумĕнчи комисси пăхса тухрĕ. Патшалăх пулăшăвĕпе усă куракансем çи-пуç çĕлес тата юсас, маникюрпа педикюр пулăшăвĕ парас, хурт-хăмăр, сурăх ĕрчетес, ытти ĕçе тытăнчĕç. «Харпăр хăй ĕçне мĕнле тытăнмалла» семинара хутшăннисем те кăмăллă юлчĕç, пуçаруллăрах пулма шухăшланине пĕлтерчĕç. Нумай ачаллă ашшĕ-амăшне ĕçе вырнаçтарассипе те ÿсĕмсем пур. Вĕсем валли ĕç вырăнĕсем йĕркелеме, ятарлă оборудовани туянма субсиди уйăрас тĕлĕшпе 2 килĕшÿ турăмăр.
Йĕпреçри ĕçпе тивĕçтерекен службăра пултаруллă, опытлă, анлă тавра курăмлă специалистсем вăй хураççĕ. Вĕсем халăха офисра йышăннипе кăна çырлахмаççĕ, кашни яла çитме тăрăшаççĕ. Центрта консультаци пункчĕ йĕркеленĕ. Вăл эрнере пĕрре çула тухать: инспекторсем çынсемпе тĕл пулаççĕ, вакансисем, хушма професси илмелли меслетсем пирки пĕлтереççĕ, патшалăхăн ĕçлев программисемпе паллаштараççĕ, ыйтусене хуравлаççĕ.
2012 çулхи кăрлач-чÿк уйăхĕсенче центрта шута илнĕ ĕçсĕррисен йышĕ чакса пыни палăрать. Кăçалхи раштав уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне 98 çын пулнă, ку - 2011 çулхи çак тапхăр тĕлне шутра тăнисенчен 143 çын сахалрах. Регистрациленĕ ĕçсĕрлĕх шайĕ 0,86-ран 0,62 таран /1,18-0,74%/ чакнă. Çак кăтартупа Йĕпреç районĕ республикăра 4-мĕш вырăн йышăнать. Раштавăн 1-мĕшĕ тĕлне ĕçлев рынокĕнчи çивĕчлĕх коэффициенчĕ 0,33 единицăпа танлашнă.
Центр пушă ĕç вырăнĕсемпе çыхăннă патшалăх пулăшăвĕпе усă курмалли майсене анлăлатас тĕллевпе кирлĕ информаципе стендсем, Интернет страница, пĕлтерÿ киоскĕ урлă паллаштарать. Интернет сайтра ятарлă баннер йĕркеленĕ, унта вакансисен банкне çĕнетсех тăраççĕ.
Çитес çул тĕллевĕсем те паллă. Чăваш Республикинче 2013-2015 çулсем валли ĕçсĕр инвалидсене, сусăр ачасен ашшĕ-амăшне, нумай ачаллă ашшĕ-амăшне ĕçе вырнаçма пулăшас тĕлĕшпе йышăннă программăна ĕçе кĕртмелле. Йĕпреç районĕнчи служба коллективĕ хăйĕн тивĕçне яланхи пекех пысăк яваплăхпа пурнăçлама, пулăшу ĕçĕсене лайăхлатса пыма хатĕрленет.
Источник: "Хыпар"