ОТДЕЛ КУ ЦЗН ЧУВАШСКОЙ РЕСПУБЛИКИ МИНТРУДА ЧУВАШИИ В КОЗЛОВСКОМ РАЙОНЕОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Инвалидсем, сусăр тата нумай ачаллисем пулăшу кĕтеççĕ

30 мая 2013 г.

       Тăвай районĕнчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен центра çулталăк пуçланнăранпа пулăшу ыйтса 323 çын пынă, вĕсенчен 16-шĕ - производствăран хăтарнисем. 2013 çулхи çу уйăхĕн 15-мĕшĕ тĕлне служба органĕнче учетра 31 гражданина регистрациленĕ /5-шĕ ĕçрен кăларса янисем/, шута илнĕ, ĕçсĕрлĕх шайĕ вăй питти халăх йышĕпе шайлаштарсан 0,33% танлашнă.

Центр ĕçĕ-хĕлĕпе тата малашлăх тĕллевĕсемпе унăн ертÿçи Любовь Михайловна КУЗЬМИНА паллаштарать.

- Любовь Михайловна, ентешĕрсене ĕçлĕ тумашкăн усă куракан мелсем пирки тĕплĕнрех каласа параймăр-ши?

- Кăçалхи кăрлач-çу уйăхĕсенче 272 çын центр пулăшнипе вырнаçрĕ, çав йышра 9-не оргнабор мелĕпе янипе Раççей Федерацийĕн ытти регионĕнче - Мускав тата Амур облаçĕсенче йышăннă. Çулталăк пуçланнăранпа ĕçпе тивĕçтерекенсем ваканси пуррине пĕлтерсе 366 заявка пачĕç.

Ĕçсĕрсене пулăшмалли мелсенчен пĕри - профвĕренÿ. Çу уйăхĕн 15-мĕшĕ тĕлне специальноç илмешкĕн 23-ĕн кайнă: 2-шĕ - газоэлектросварщик, 5-шĕ - уйрăм хуралçă пулса тăнă, 7-шĕ "1С: Предприяти" программăпа, 1 гражданин водитель ăсталăхне В-ран С категорие çити ÿстернĕ, тепри веб-дизайнер профессине алла илнĕ, виççĕмĕшĕ - ЭВМ операторăнне. Хальхи вăхăтра 6 хĕрарăм сутуçă пулма хатĕрленет.

Общество ĕçĕсем йĕркелени пĕлтерĕшлĕ. Çулталăк пуçланнăранпа районти предприяти-организаципе 17 килĕшÿ çирĕплетсе 65 çынна ялсене тирпей-илем кĕртме, палăк-мемориалсене пăхса тăма, документсене йĕркелеме хутшăнтарнă. Ĕç тупмашкăн уйрăмах кансĕррисене пулăшас тĕллевпе вăхăтлăх вырăнсем йĕркелемешкĕн çирĕплетнĕ 5 килĕшÿ тăрăх 4 инвалида, пенси ÿсĕмне çывхаракан тата тĕрмерен тухнă 1-ер çынна йышăннă. Вĕсем Тăрмăш, Тĕмер ялĕсенче тирпей-илем, Чутей, Мучар, Тăвай ял тăрăхĕсенче документсене йĕркене кĕртнĕ.

14-18 çулсенчи çамрăксене вĕренÿрен пушă тапхăрта ĕçлĕ тăвассине тивĕçлипе хаклатпăр. 135 ача кăçал районти предприяти-организацире вăй хума ĕлкĕрчĕ. Вĕсенчен 36-шĕ - сахал тупăшлă, 13-шĕ - тулли мар тата йышлă çемьесенчен, 2-шĕн ашшĕ-амăшĕ сусăр. Çавăн пекех профессин пуçламăш тата вăтам пĕлĕвĕн вĕренÿ заведенийĕ пĕтернĕ 18-20 çулсенчи çамрăксене те пулăшатпăр. Кăçал, тĕслĕхрен, училищĕрен платник специальноçне илнĕ 1 каччăна "Янтиковская" МСО" АУОра вырăн тупса панă.

- Ĕçсĕрсене вырнаçтармашкăн предприяти-организаципе килĕшÿсем тунине асăннă май социаллă партнерсенчен чи пуçаруллисен шутне хăшсене кĕртетĕр?

-"Тăвай кооперативĕ" ПО, "Акконд- агро", "Тăвайри кирпĕч завочĕ" АХОсем, "Буяново", "Родник" ОООсем, "Чутеевский" ЯХПК, В.Грачев, С.Хумышев, Б.Алексеев фермер хуçалăхĕсем, К.Григорьев, Э.Кандакова уйрăм предпринимательсем, ял тăрăхĕсем, шкулсем пирĕн центр сĕнĕвĕсене çийĕнчех шута илеççĕ, ĕçсĕрсемпе çыхăннă ыйтусене татса памашкăн пуçаруллă хутшăнаççĕ.

- Сирĕн пата пыракансенчен хăшне-пĕрне ырă сĕнÿ-канаш пани те çителĕклĕ, ун пеккисем малашлăх çулне хăйсемех такăрлама пултарассăн туйăнать.

- Чăннипех çапла. Вăй хурас тĕллевлĕ çынсем тепĕр чухне пирĕн специалистсен канашĕпех çырлахаççĕ, мĕншĕн тесен ĕçлес туртăмĕ хăйсен те иксĕлми. Кăçал кăна 266 çын профориентаци пулăшăвне тивĕçнĕ, "Аспект" вĕренÿпе методика центрĕ ирттернĕ "Тавлашуллă лару-тăрăва татса парасси" тренинга 10-ăн хутшăннă. Сăмах май, психологи пулăшăвĕ илнĕ 2 çын ĕç тупнă, 2-шĕ профессие вĕренме кайнă. Социаллă адаптаци тĕлĕшпе 20-ĕн вырăн шырас, хăйсене презентацилес, резюме хатĕрлес, ĕç параканпа хутшăнмалли хăнăху илес енĕпе патшалăх пулăшăвне тивĕçнĕ, 8-шĕ ĕç тупнă. Ваканси ярмăрккине йыхравлани те ырă витĕм кÿрет. Çулталăк пуçланнăранпа вĕсене 5 хутчен пухрăмăр, 26 организаци 157 ваканси сĕнчĕ, мероприятие хутшăннă 63 çынран 25-шĕ ĕçлĕ пулчĕ.

Пĕчĕк бизнеса кÿлĕнес тĕллевлĕ Алина Якимовăна парикмахер ĕçне пуçăнмашкăн республика бюджетĕнчен 58,8 пин тенкĕлĕх финанспа пулăшрăмăр. Унсăр пуçне ачана 3 çул тултариччен пăхмашкăн отпуск илнĕ 7 амăшне - 2013 çулта производствăна таврăнма тĕв тунă хĕрарăма - сутуçă-кассир тата "1С: Предприяти" программăпа хăнăху илме май туса паратпăр.

Чăваш Енри ĕç рынокĕнчи лару-тăру кăткăслăхне сирес тĕллевпе йышăннă республикăн тĕллевлĕ программи тăрăх кăçал нумай ачаллă ашшĕ-амăшĕнчен 2-шне вырнаçтармашкăн пире 60 пин тенкĕ уйăрса панă.

- Кăçалхи тĕллевĕрсем мĕнлерех?

- Чăваш Республикин халăха ĕçпе тивĕçтермелли ведомство тата республикăн тĕллевлĕ программисемпе килĕшÿллĕн центрăн кăçал 830 çынна ĕç тупса памалла, 23 ĕçсĕре вĕренме ямалла, 14-18 çулсенчи çул çитмен 420 ачана, профессин пуçламăш тата вăтам пĕлĕвĕн учрежденийĕнчен вĕренсе тухнă 18-20 çулсенчи 6 çамрăка, ĕç шыраса хăшкăлнă 8 гражданина вырнаçма пулăшмалла. 170 çын валли тÿлевлĕ вăхăтлăх ĕç йĕркелемешкĕн килĕшÿсем çирĕплетмелле, вакансисен 7 ярмăрккине пухмалла. 30 çынна - социаллă адаптаци, 20-шне - психологи, 435-не профориентаци енĕпе патшалăх пулăшăвĕ памалла, урăх региона 5 çынна куçма, 1 ĕçсĕрпе унăн çемйине тепĕр çĕрте вырнаçтарма пулăшмалла. Юридици сăпатĕнче, уйрăм предприниматель е хресчен /фермер/ хуçалăхĕнче тăнине регистрацилемешкĕн 3 çынна укçа уйăрса памалла.

Тĕллевсем пĕчĕк мар. Чăваш Ен Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин, район ертÿлĕхĕсем, социаллă партнерсем пулăшса пынипе тата центр специалисчĕсен тăрăшулăхĕпе вĕсене пурнăçлатпăрах.

 

 Валентина СМИРНОВА

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика