15 мая 2013 г.
Куславкка районĕнчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен центра йĕркеленĕренпе 20 çул ытла иртрĕ.
Çак çулсенче вăл ĕçсĕр юлнипе шанчăка çухатнă çынсемшĕн тивĕçлипех ыр кăмăллăх кĕтесĕ пулса тăчĕ. Коллектива пуян опыт пухнă Любовь Степановна Осипова ертсе пырать, унпа юнашар кирек мĕнле ыйтăва та ăнăçлă татса пама пултаракан профессионалсем тăрăшаççĕ. Патшалăх тĕревĕ, хÿтлĕхĕ кирлĕ граждансене пĕлĕвĕпе, хăнăхăвĕпе усă курса яланах пысăк шайра тата тĕрлĕ енлĕ пулăшу параççĕ, ку чухнехи çĕнĕлĕхсене, технологисене анлăн пурнăçа кĕртсе пыраççĕ. Çĕр-шывăн ĕçлев рынокне аталантарассине районти центр сотрудникĕсем те хăйсен тÿпине хываççĕ.
Çулталăкăн малтанхи уйăхĕсем: кăтартусем мĕнлерех?
Кăрлач-ака уйăхĕсенче Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центра ĕç шыраса 292 çын пынă. Вĕсен хушшинче 46% яхăн - ялта тĕпленсе пурăнакансем, 27% ытла - хăйсен ирĕкĕпе ĕçрен тухнисем, 4% - предприятисемпе организацисенчен кăларнисем, 46% - хĕрарăмсем, 6,2% - пенсие тухас ÿсĕмрисем, 16-29 çулсенчи çамрăксем - 35,6%. Центр сотрудникĕсем пархатарлă тивĕçе пурнăçласа пурин валли те вăхăт тупаççĕ: пĕрисене кирлĕ информаципе паллаштараççĕ, теприсене çĕнĕ профессие вĕренме майсем туса параççĕ...
Çу уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне ĕçсĕррисен йышĕ 57 çынпа танлашнă, ку иртнĕ çулхи çак тапхăртинчен 3% сахалрах. Ĕçсĕрлĕх шайĕ вăй питти ÿсĕмрисен 0,48% танлашнă, республикăри вăтам кăтартуран пĕчĕкрех.
Ентешсен ыйтăвĕсене туллин тивĕçтерес, вакансисем çинчен пĕлсе тăрас тĕллевпе центр районти ĕç паракансемпе, предпринимательсемпе çыхăнусем йĕркелет. Куславккари 27 предприятипе организаци 534 ваканси пурри çинчен пĕлтернĕ. Вĕсем сĕннĕ вырăнсене 196 çынна вырнаçтарма май килнĕ.
Чăваш Республикин 2011-2013 çулсене йышăннă Ведомствăн халăха ĕçпе тивĕçтерме пулăшакан тĕллевлĕ программине пурнăçласа пĕтĕмпе 267 гражданина пĕлĕвне тата ăсталăхне кура ĕçе вырнаçтарнă, çакă центра пынисен 91,4% танлашать, çав шутра яланхи ĕçе - 117 çынна. Районти предприятисемпе тата организацисемпе тунă 6 килĕшÿ тăрăх 50 çын общество ĕçĕсене пурнăçланă. Çавăн пекех акă темиçе çул ĕнтĕ 14-17 çулсенчи çамрăксене вĕренÿрен пушă сехетсенче кăштах та пулин ĕçлесе илме майсем туса параççĕ. Укçи нумаях пулмасан та сахал тупăшлă, тулли мар тата нумай ачаллă çемьесенчи ачасем вăхăта усăллă ирттерни, çемье бюджечĕ пирки çамрăклах шухăшлама пĕлни паха. Кăрлач-ака уйăхĕсенче çапла майпа 136 вырăн йĕркеленĕ. Çул çитмен çамрăксем аслисемпе пĕрле ял-хула территорийĕсене, палăксен таврашне тирпей-илем кĕртнĕ çĕре хутшăнаççĕ, Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин ветеранĕсене, тыл ĕçченĕсене май çитнĕ таран пулăшаççĕ.
Раççей Федерацийĕнчи ытти региона 25 çынна янă, ĕçсĕр 2 гражданин патшалăхран тивĕçлĕ пулăшу илсе предприниматель ĕçне йĕркеленĕ.
Республикăн 2013-2015 çулсене йышăннă инвалидсене, инвалид ачасене пăхса ÿстерекен, нумай ачаллă ашшĕ-амăшне ĕçе вырнаçма пулăшакан тĕллевлĕ программăпа нумай ачаллă ашшĕне - «Спецфургон» НПК» ОООна, 1 инвалида «Спецкомплект» ОООна вырнаçтарнă.
Çĕнĕлĕхсене - анлă çул
Центр коллективĕ халăха пулăшу памалли çĕнĕ мелсене анлăн пурнăçа кĕртсе пырать. Учреждени сайтĕнче ĕçсĕррисене интереслентерекен вун-вун информаципе паллашма май пур, вĕсене кулленех çĕнетсе тăраççĕ. Фойене электрон информаци киоскĕ /инфомат/ вырнаçтарнă, унта кирек кам та хăйне кирлĕ ыйту хуравне тупĕ, специалистсем те пулăшаççĕ. Кунсăр пуçне «чупакан йĕркесем» хулари, районти паянхи вакансисем çинчен пĕлтереççĕ.
Пĕлтерĕшлĕ тепĕр çĕнĕлĕх - пĕлтĕрхи çу уйăхĕнчен пуçласа куçса çÿрекен /мобильлĕ/ офиспа усă курма пуçлани. Çакă уйрăмах ялсенче пурăнакансемшĕн меллĕ. 2012 çулта 60, кăçал 17 хут районти ял тăрăхĕсенче пулнă, пĕтĕмпе 700 çын пулăшу илнĕ. Центр специалисчĕсем вырăна тухса ĕçсĕр тăрса юлнисемпе калаçусем ирттереççĕ, ĕçлев рынокĕнчи лару-тăрупа паллаштараççĕ, ĕçе вырнаçмалли мелсене пĕрле сÿтсе яваççĕ. Юлашки кунсенче акă Куснар ял тăрăхне çитсе килнĕ.
Куçса çÿрекен офиса ноутбуксемпе тивĕçтерни çÿллĕ шайра пулăшу пама - вĕренÿ фильмĕсем, профессиограммăсем кăтартма, тест ирттерме - май параççĕ. Вĕсемпе чи малтанах шкулсенчи аслă классенче вĕренекенсем усă кураççĕ. Ку офиса инвалидсене «Пĕр чÿрече» мелĕпе тивĕçтерме те йĕркеленĕ. Тĕслĕхрен, 2012 çулта çак енĕпе 28 инвалида пулăшнă.
Вырăна тухса консультацисем ирттернин усси куç кĕрет. Акă ниçта та ĕçлемен 64 гражданин сĕннĕ ĕç вырăнĕсене йышăнма, общество ĕçĕсене хутшăнма килĕшнĕ. 22 çын повара, парикмахера, сутуçа, менеджера, хуралçа, электрогазосварщика, электрика вĕренме кăмăл тунă.
А.СЕРГЕЕВА
хатĕрленĕ
Источник: "Хыпар"