ОТДЕЛ КУ ЦЗН ЧУВАШСКОЙ РЕСПУБЛИКИ МИНТРУДА ЧУВАШИИ В КОЗЛОВСКОМ РАЙОНЕОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Куçса çÿрекен офиссем - инвалидсене пулăшма

15 мая 2013 г.

      Ятарлă вун икĕ автомобиль - халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрсен куçса çÿрекен офисĕсем - республикăн инçетри районĕсенче пурăнакан çыннисене ялтан тухмасăрах халăха ĕçпе тивĕçтерекен службăн пулăшу ĕçĕсемпе усă курма май парĕç.

Хуласемпе районсен халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрĕсен куçса çÿрекен офисĕсем - Чăваш Енре пурăнакансемпе çыхăну тытмалли çĕнĕ мел, вĕсем ĕçлев службин пулăшу ĕçĕсемпе пурте усă курма пултарассине тивĕçтерме май параççĕ. Куçса çÿрекен офиссем инçетри ялсенче пурăнакансемшĕн, граждансен тухса çÿреймен категорийĕсемшĕн, чи малтанах инвалидсемшĕн уйрăмах меллĕ.

«Кустăрмаллă офиса» хутса ăшăтмалла тунă, кондиционер вырнаçтарнă, çакă çынсене хăтлă условисенче йышăнма, консультаци пама пулăшать. Урăхла каласан професси вĕренĕвĕн, хăйсен ĕçне йĕркелессин, халăха ĕçе вырнаçтармалли программа мероприятийĕсене хутшăнассин, çавăн пекех профориентаци ыйтăвĕсемпе çыхăннă канашсене граждансене килне «леçсех» параççĕ. Кунтах ĕçлев саккунĕсемпе çыхăннă юридици пулăшăвĕ, ĕçлев рынокĕнчи лару-тăрупа çыхăннă информаци илме май пур. Куçса çÿрекен консультаци пунктĕнче граждансем çавăн пекех тĕрлĕ буклетпа паллашма пултараççĕ - вĕсенче граждансен тĕрлĕ категорийĕн ĕçе вырнаçассипе çыхăннă прависене тĕплĕ те уçăмлă ăнлантарса панă.

2013 çулхи кăрлач-пуш уйăхĕсенче ĕçлев службин органĕсем куçса çÿрекен офиссем пулăшнипе 164 хут çул çÿревре пулнă. Çавна май республикăра пурăнакан 3 пине яхăн çынна çак пулăшу ĕçĕпе тивĕçтерме май килнĕ. Канаш, Çĕмĕрле хулисен, Патăрьел, Куславкка, Йĕпреç, Вăрмар, Етĕрне районĕсен халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрĕсем куçса çÿрекен офиссен майĕсемпе инвалидсене «Пĕр чÿрече» принциппа йышăнмашкăн усă курнă. Куçса çÿрекен офиссен пулăшу ĕçĕпе кăçалхи пĕрремĕш кварталта пĕтĕмпе 114 инвалид усă курнă /2012 çулхи çак тапхăрта - 80 инвалид/.

Çĕмĕрле хулин, Патăрьел, Вăрнар районĕсен ĕçлев центрĕсем куçса çÿрекен офиссен никĕсĕ çинче ĕçсĕррисем тата ĕç шыракан граждансем валли вакансисен мини-ярмăрккисене йĕркеленĕ. Ĕç паракансемпе çак мелпе хутшăнмалли меслете мероприятисене хутшăннă 32 çын хаклама пултарнă.

Куçса çÿрекен офиссемпе Канаш /460 çынна явăçтарнă/, Улатăр /391 çынна/ хулисенче, Вăрнар районĕнче /282 çынна/ уйрăмах анлăн усă курнă.

2013 çулта ĕçлев службин органĕсен куçса çÿрекен офисĕсем ялсене каймалли графикпе Чăваш Енĕн Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин Интернет-сайтĕнче паллашма пулать.

Унсăр пуçне Чăваш Енĕн Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин Интернет-сайтĕнче хевтесĕр граждансем валли ятарлă баннер уçнă, унти вакансисен банкне çĕнетсех пыраççĕ.

Халăха ĕçпе тивĕçтерессипе çыхăннă пулăшу ĕçĕсемпе усă курмашкăн пурне те хапăл тăватпăр!

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика