ОТДЕЛ КУ ЦЗН ЧУВАШСКОЙ РЕСПУБЛИКИ МИНТРУДА ЧУВАШИИ В КОЗЛОВСКОМ РАЙОНЕОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Сусăрсем валли вырăн пулмаллах

29 ноября 2012 г.

image #3133Кăçал Шупашкар районĕн халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрĕнчен 108 инвалид пулăшу ыйтнă. Чÿк уйăхĕн 23-мĕшĕ тĕлне 47-шĕ учрежденире шутра тăнă, 52-шне ĕçе вырнаçтарнă, 8-шне тĕрлĕ специальноçа вĕренме янă.

Саккунпа килĕшÿллĕн районти 100-шер ытла çын тăрăшакан 15 организацире сусăрсем валли ĕç вырăнĕ йĕркелеме пăхнă. Вĕсенче хевтесĕрсене йышăнма палăртнă 81 вырăн. Вăл шутран 72-шĕнче вăй хураççĕ. Ку - начар мар кăтарту. Центр сусăрсене тĕрев парас тĕлĕшпе 2011 çулхи раштав уйăхĕнче 100-шер çынран сахал мар тăрăшакан предприятисене çыру янă. Вĕсенче инвалидсем валли ĕç вырăнĕ йĕркелемеллине аса илтернĕ, ыйтăва татса пани çинчен учреждение пĕлтерме ыйтнă. Ăна район администрацийĕнче те тишкернĕ. Канашлăва республикăн халăха ĕçпе тивĕçтерекен службин ертÿçи Сергей Дмитриев ирттернĕ. Унта 100-шер çынран кая мар вăй хуракан предприятисен пуçлăхĕсем тата специалисчĕсем хутшăннă. «Чăваш Республикинчи инвалидсем валли ĕç вырăнĕсене квотăласси çинчен» саккуна пурнăçласа предприятисенче вырăн пăхса хăварнă тата пурĕ миçе çынна ĕçе илессине палăртса хунă.

Учреждени çине тăнăран организацисем йĕркене пăхăнаççĕ. Çапах центр сусăрсен ыйтăвне çирĕп лартать. Акă кăçал кăна вăл хевтесĕрсене ĕçе вырнаçтарассипе кадр службисен ертÿçисен клубĕн икĕ ларăвне, район администрацийĕнче икĕ канашлу ирттернĕ. Инвалидсене организацисенче тепĕр хут шута илме, республикăн Министрсен Кабинечĕн йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн сусăрсем валли ятарлă ĕç вырăнĕ йĕркелемеллине аса илтернĕ. Хевтесĕрсен ыйтăвне тивĕçтерессипе çыхăннă çĕнĕлĕхпе, ытти информаципе паллаштарнă.

Центр специалисчĕсем патшалăх хÿтĕлекен ушкăн мĕнлерех вăй хунипе кашни уйăхрах кăсăкланаççĕ. Чÿк уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне учреждение сусăрсем валли пушă вырăн пуррине 6 предприятирен пĕлтернĕ. Вакансисен банкĕнче вара вăл - 17.

Районта «Хыпар» хаçат илсе тăракан йышлă. Çак йĕркесене вуласанах инвалидсен ĕçпе тивĕçтерекен центрпа çыхăнмалла /тел.: 2-35-02, 2-42-58/. «Юрма» агрохолдинг, «ИЗВА», «Шупашкарти мамăк фабрики», «Тутаркассинчи чăх-чĕп фабрики», «Хĕвеллĕ çыран» обществăсенче сире ырă сунса кĕтсе илессе шанас килет.

Центртан ыйтнă пулин те çапах кăçал 8 предприятире 20 çынна вырăн туса паман: «Юрмара» - 11, Ишлей райповĕнче, «ИЗВА», «СКК «Волжанка», «Хĕвеллĕ çыран», «Тутаркассинчи чăх-чĕп фабрики» обществăсенче - 1-ер, Шупашкарти мамăк фабрикинче, Шалти ĕçсен министерствин районти уйрăмĕнче 2-шер вырăн.

ЧР Министрсен Кабинечĕн йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн 14 предприятирен 11-шĕнче ятарлă ĕç вырăнĕ йĕркеленĕ: Ишлей райповĕнче, Тутаркассинчи чăх-чĕп фабрикинче, «Атлашевский» ЯХКра, мамăк фабрикинче, «Приволжское» вĕренÿ хуçалăхĕнче, Шупашкарти электромеханика заводĕнче, Ленин ячĕллĕ колхозра, «Ольдеевская» агрофирмăра, районăн тĕп больницинче, «Чăваш бройлерĕ» АОра, «Юрмара» - 1-ер.

Инвалидсене, сусăр ачасене, нумай ача çитĕнтерекен ашшĕ-амăшне ĕçпе тивĕçтермелли республика программипе килĕшÿллĕн 2012 çулта учрежденин 3 инвалида, нумай ача çитĕнтерекен 2 ашшĕпе амăшне, хевтесĕр ачана пăхакан амăшне ĕçе вырнаçтармалла. Тĕллев мĕнле пурнăçланать-ха?

Учреждени инспекторĕсем программа витĕмне лекекен предприятисемпе çулталăкĕпех çыхăнаççĕ, инвалидсем валли вырăн тăвассине сÿтсе яваççĕ. Документа пурнăçлама хутшăнакан организацисен йышне 3 улшăну кĕртнĕ.

Камсене ĕçпе тивĕçтернĕ-ха?

Пуш уйăхĕнче Виталий Архипова «Атлашевский» кооператив хуралçине вырнаçма сĕннĕ. Виталий Геннадьевич хапăл тусах килĕшнĕ. Чăн та, темиçе уйăхран вăл хăйĕн ирĕкĕпе предприятирен кайнă. Кооператива районти тепĕр инвалид вырнаçма пултарать.

Çуркунне Пархикасси ялĕнчи Валентина Пушкинăна Чаканарти мамăк фабрикине йышăннă. Предприяти ун валли çĕвĕ машини, çавра ларкăч туяннă.

Юпа уйăхĕнче «Чăваш бройлерĕ» АО Çырмапуç ял тăрăхĕнчи Чăрăшкасси ялĕнчи Петр Афанасьева хурала илнĕ. Ун валли юр хырмалли оборудовани туяннă.

Учреждени виççĕшне те ĕç хатĕрĕпе тивĕçтерме предприятисене 50-шар пин тенкĕ куçарнă.

Карантай ялĕнчи тăватă ача амăшĕ Ирина Шихранова центрта чылай хушă шутра тăнă, хăйне килĕшекен вырăн тупайман. Ăна учреждени инспекторĕсем пулăшнă: «Мамăк тĕнчи» обществăна çĕвĕçе вырнаçтарнă.

Кÿкеçри Патирек урамĕнчи 9 ача ашшĕ Андрей Константинов 20 çула яхăн поселок почтамтĕнче тăрăшнă. Ăна хупсан ĕçсĕр юлнă, учреждение шута тăнă. Вăл Андрее газоэлектросварщике вĕренме янă. Специальноçа алла илсен учреждени ăна Патирек урамĕнчи «Сталь плюс» обществăна вырнаçтарнă. Халĕ Андрей ача-пăча площадкисем валли вăйă хатĕрĕ ăсталать.

Сарапакасси ял тăрăхĕнчи Çатракассинчи Инна Иванова инвалид ачана çитĕнтерет. Вăл 5 çулта çеç-ха. Центр бухгалтер-экономиста Ишлей райповĕн лавккине сутуçа вырнаçма пулăшнă. Нумай ачаллă амăшĕ, ашшĕ, сусăра пăхакан амăшĕ валли ĕç хатĕрĕ туянмашкăн организацисене 30-шар пин тенкĕ уйăрнă.

- 2011 çулта учреждени 12 хевтесĕре ĕçе вырнаçтарма - 600 пин, нумай ача çитĕнтерекен ашшĕ-амăшĕн ыйтăвне татса пама 300 пин тенкĕ куçарнă, - терĕ центр директорĕ Олег Александров. - Инвалидсене, сусăр ача çитĕнтерекен ашшĕ-амăшне, нумай ача пăхакана ĕçпе тивĕçтермелли республика программине 2013-2015 çулсем валли йышăннă. Çапла вара ăна пурнăçлассишĕн килес çул та тăрăшăпăр. Малашнехи пĕр çĕнĕлĕхе палăртас килет. Пирĕн килте ачапа ларакан амăшне ĕçлеме май туса памалла. Вĕсене ĕç хатĕрĕ туянса пама патшалăх 30-шар пин тенкĕ уйăрĕ. Тепĕр ырă япалана асăнмалла: килес çултан сусăрсене ĕç хатĕрĕ туянса пама 66-шар пин тенкĕ тăкаклăпăр. 2012 çулта пулăшу 50 пин тенкĕ пулнă.


Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика