ОТДЕЛ КУ ЦЗН ЧУВАШСКОЙ РЕСПУБЛИКИ МИНТРУДА ЧУВАШИИ В КОЗЛОВСКОМ РАЙОНЕОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Вăхăтлăх вырнаçтараççĕ, вĕренме яраççĕ...

27 ноября 2012 г.

         Тăвай районĕнчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен центра 2012 çул пуçланнăранпа пулăшу ыйтмашкăн 861 çын пынă /иртнĕ çулхи çав тапхăрта - 691/, вĕсен йышĕнче 30-шĕ - штата пĕчĕклетнипе кăларса янисем. Кăçалхи чÿк уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне учетра 30 çын шутланнă /2011 çулхи чÿк уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне - 53/, 4-шĕ - йыша чакарнипе тухса кайнисем. Асăннă тапхăрта шута илнĕ ĕçсĕрлĕх шайĕ 0,32% пулнă, иртнĕ çулхи вунă уйăхра - 0,50%. Коллектив ĕç-хĕлĕпе унăн ертÿçи Любовь Михайловна КУЗЬМИНА паллаштарать.

- Любовь Михайловна, ентешсене пулăшăвăн тĕрлĕ мелне сĕннине палăртрăр. Кун пирки тĕплĕнрех асăнмăр-ши?

- Ĕçсĕр юлнисене тĕрлĕ майпа хÿтĕлетпĕр. Кăçалхи вунă уйăхра 753 граждана /иртнĕ çулхи асăннă тапхăрта - 642/ вырнаçтартăмăр, 11-шне набор мелĕпе РФн ытти регионне - Мускав, Чул хула, Волгоград, Воронеж облаçĕсене - ятăмăр. Çулталăк пуçланнăранпа вакансисен банкне предприяти ертÿçисем пушă вырăнсен 802 заявкине çитернĕ, чÿк уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне картотекăра 120 ваканси шутланнă.

Кăçал ĕçсĕр 42 çынна тата ачана 3 çула çитиччен пăхмашкăн илнĕ отпускри 7 амăшне профвĕренĕве янă: çав шутра 10-шĕ - сутуçă, 4-шĕ - уйрăм хуралçă, 2-шĕ ЭВМ операторĕ енĕпе ăсталăх илчĕç, 3-шĕ “1С: бухгалтери” программăпа квалификацие ÿстерчĕ, 1-ер çын бухгалтер, ертÿçĕ секретарĕ, маникюрша, дизайнер, персонал енĕпе ĕçлекен менеджер, экскаватор машинисчĕ пулса тăчĕç. Халĕ 11-ĕн - электрогазосварщика, 1-ер çын парикмахера тата çĕвĕçе вĕренеççĕ. Сăмах май, 5-шĕ хăйсем илнĕ специальноçпех вырнаçрĕç.

Общество ĕçĕсене тÿлевлĕ майпа йĕркелемешкĕн районти предприяти-организаципе 31 килĕшÿ çирĕплетсе 150 çынна тирпей-илем кĕртмешкĕн, палăксемпе мемориалсене пăхса тăмашкăн тата ытти çĕре хутшăнтартăмăр. Çак тĕллевпе республика бюджечĕн 224,3 пин тенкине тăкакланă, ĕç паракансем 127,0 пин тенкĕ уйăрнă. Ĕç тупма кансĕррисен йышне кĕрекенсене те çапла майпах хÿтĕлетпĕр. Кăçалхи вунă уйăхра ку енĕпе тунă 5 килĕшу тăрăх 7 инвалида, пенси ÿсĕмне çывхаракан 4 çынна вăхăтлăх йышăннă. Предприяти-организаципе çирĕплетнĕ 25 килĕшÿ тăрăх çул çитмен 379 çамрăка /тулли мар е йышлă тата сахал тупăшлă çемьесенче çитĕнекенсем, ашшĕ-амăшĕ ĕçсĕр шутланакансем, тăлăхсем, çывăх тăванĕсен хÿттисĕр юлнисем, тĕрлĕ комиссире шутра тăракансем/ ведомствăн тĕллевлĕ программипе вĕренÿрен пушă вăхăтра вăхăтлăх ĕçлĕ тумашкăн республика бюджетĕнчен 394 пин тенкĕ расхутланă, унсăр пуçне вырăнти бюджетран - 30 пин, ĕç паракансем 50,7 пин тенкĕ янă.

Профессин пуçламăш тата вăтам пĕлĕвĕн заведенийĕнчен вĕренсе тухнă 18-20 çулсенчи 8 яшпа хĕре йышăнма 6 килĕшÿ тăрăх йышăннă, вĕсем финансист, столяр, бухгалтер, повар, электрогазосварщик тивĕçĕсене пĕрремĕш хут пурнăçлама пикеннĕ.

- Центрта учетра тăракансен хăйсен те пуçаруллă пулмалла пек туйăнать.

- Паллах. Вĕсене çакна малтанхи кунсенчех хăнăхтаратпăр. “Аспект” ВМЦ” хысна учрежденийĕн психологĕсене хутшăнтарса “Хăвна ĕнен”, “Пуласлăх хăвăнтан килет” тренингсене 20 çын пухăнчĕ. Хăйсем тĕллĕн ĕç шырама, резюме хатĕрлеме, пулас хуçапа ĕçлĕ калаçу йĕркелеме сĕнÿ памашкăн 5 заняти ирттернĕ. Профориентаци пулăшăвне 427 çын тивĕçнĕ, вакансисен 9 ярмăрккине йыхравланă 29 организаци 72 ваканси сĕннĕ, унта хутшăннă 145 çынран 48-шĕ вырăн тупнă. Рынокри лару-тăрупа ĕç паракансене паллаштарнин усси те курăмлă. Вунă уйăхра тивĕçлĕ информацие 304 çын илнĕ. Материалсене центр сайтĕнче лартатпăр, хаçатра пичетлетпĕр.

- Харпăр хăй ĕçне йĕркелес текенсем йышлă-и? Инвалидсемпе сусăр ача çитĕнтерекенсене хÿтĕлес енĕпе мĕн тăватăр?

- Пĕчĕк бизнес йĕркелекенсене пулăшмашкăн кăçал 176,4 пин тенкĕ пĕтернĕ. Пĕри хресчен хуçалăхĕ уçрĕ, иккĕн уйрăм предприниматель пулса тăчĕç /юридици сăпачĕсĕр/. Кăçалхи авăн уйăхĕнче “Харпăр хăй ĕçне мĕнле пуçăнмалла?” семинар-тренинга ĕçсĕр шутланакан 15 çын хутшăнчĕ.

Инвалидсене, сусăр ывăл-хĕр çитĕнтерекенсене тата нумай ачаллă ашшĕ-амăшне пулăшас тĕллевпе йышăннă программăн мероприятийĕсене пурнăçласа кăçалхи кăрлач-авăн уйăхĕсенче республика бюджетĕнчен 110 пин тенкĕ тăкакланă: 1 инвалида тата ашшĕ-амăшĕнчен иккĕшне ĕç тупса панă.

Асăннă тапхăрта центр 305 граждана федераци бюджечĕн субвенсийĕн шучĕпе ĕçсĕрлĕх пособийĕ 882,4 пин тенкĕ /иртнĕ çулхи çав тапхăрта - 2672,2 пин/, професси вĕренĕвне янисене 184,9 пин /пĕлтĕрхи вунă уйăхра - 312,9 пин/ тенкĕ стипенди тÿленĕ.

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика