Вăрнар районĕнчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр Вăрнарсене кăна мар, Элĕк тăрăхĕнче пурăнакансене те йывăр самантра пулăшма васкать. Ултă специалист вăй хурать кунта. Туслă йыш йывăрлăха лекнĕ ентешĕсене хÿтĕлес тĕллевпе тĕрлĕ мелпе усă курать, пултарулăха тата чун туртăмне, ăнтăлăва кура вырнаçтарать. Алина Петрова пуçлăх, ертсе пыракан инспекторсем Ирина Петровăпа Наталия Захарова тата ыттисем кашнинпех тимлĕ пулма тăрăшаççĕ. Тĕрĕссипе, вĕсем ĕçлев тытăмĕн ăста специалисчĕсем кăна мар, этем чунне ăнланма пултаракан ырă чунлă психологсем те.
Пĕчĕк хуранăн пăтти тутлă тенĕ евĕр, мал ĕмĕтлĕ те хастар çынсене пĕрлештерекен пысăках мар коллективăн çитĕнĕвĕсем куç умĕнчех. Вĕсемпе паянхи кăларăмра Вăрнар районĕнчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр ертÿçин çумĕ Алина Петрова паллаштарать.
- Алина Васильевна, Элĕк тăрăхĕнчи ĕç рынокĕнчи лару-тăру мĕнлерех паян?
- Лару-тăру лайăхланса пынине палăртасшăн эпĕ. Çакăнта, паллах, Чăваш Республикинче пурăнакансене ĕçпе тивĕçтерес енĕпе йышăннă ведомствăн тата республикăн тĕллевлĕ программисен витĕмĕ пĕлтерĕшлĕ. Уйрăм цифрăсене илсе кăтартниех ырă улшăнусем пуррине çирĕплетет.
Акă, тĕслĕхрен, çулталăк пуçланнăранпа пирĕн пата пулăшу ыйтса 679 çын пынă: 139-шĕ - хăйсен ирĕкĕпе тухса кайнисем, 39-шĕ - штата пĕчĕклетнипе ĕçсĕр юлнисем, 17-шĕ - пенси ÿсĕмне çывхаракансем, 331 хĕрарăм, 16-29 çулсенчи 234 çамрăк, 14-18 çулсенчи 337 ача. Вĕсенчен 209-шне /31%/ ĕçсĕррисен шутне кĕртнĕ. Çав йышра рабочи профессийĕллисем - 31%, служащисем - 9%, ыттисем - халĕччен ĕçлеменнисем.
Чÿк уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне 679 çынна учета тăратнă /е пĕлтĕрхи çак вăхăтринчен 53 сахалрах/. Шута илнĕ ĕçсĕрлĕх шайĕ - 0,4% /2011 çулхи чÿк уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне - 0,5%/. Пĕлĕве илес тĕк аслă шкул пĕтернисем - 35%, профессин вăтам пĕлĕвĕллисем - 26%, профессин пуçламăш пĕлĕвĕллисем - 31%. Учетра тăракансен ĕçсĕрлĕхĕ асăннă тапхăрта вăтамран 5,5 уйăха пынă.
Кăçалхи 10 уйăхра районти 73 предприяти-организацирен 360 ваканси пуррине пĕлтернĕ. Ваканси банкĕнче вара 930 вырăн шутланнă. Рынокри кăткăслăх коэффициенчĕ пĕр ваканси пуçне 0,8 çын пулнă. Çакна уйрăммăн палăртмалла: ĕçпе тивĕçтерекенсем рабочи специальноçлисене ытларах ыйтаççĕ.
Çулталăк пуçланнăранпа пирĕн специалистсем 632 çынна вырнаçтарнă.
Чăваш Республикинче пурăнакансене 2011-2013 çулсенче ĕçпе тивĕçтермелли ведомствăн тĕллевлĕ программипе 76 çынна - общество, чылайранпа вырнаçайман 11 гражданина тата 14-18 çулсенчи 333 çамрăка - йышлă çемьесенче тата ашшĕ-амăшĕнчен пĕринпе кăна çитĕнекенсене, сахал тупăшлисене, тăнăçсăр çемьерисене - каникул вăхăтĕнче тата вĕренÿрен пушă тапхăрта вăхăтлăх вырнаçтарнă. 12 çынна Мускав тата Воронеж облаçĕсенче ĕçлĕ тунă.
Кăçалхи 10 уйăхра профориентаци пулăшăвне 456-ăн тивĕçнĕ, 27-шĕ психологи, 9-шĕ социаллă адаптаци хÿтлĕхĕ илнĕ. Вакансисен тата вĕренÿ вырăнĕсен 5 ярмăрккине 8 организаци тата ĕç шыракан 47 çын хутшăннă. Професси вĕренĕвне 31 гражданин кайнă. Виçĕ çула çитмен ачана пăхмашкăн илнĕ отпускри 6 хĕрарăма ПЭВМ операторне, теприне котельнăй операторне вĕренме янă.
Ĕçсĕр граждансене специалистсем центрта кăна мар, вырăна тухса та йышăнаççĕ. Çак тĕллевпе куçса çÿрекен офис пулăшăвĕпе анлăн усă куратпăр. Кăçал ятарлă график тăрăх кашни ял тăрăхне çитме палăртнă. Мăн Вылăсем, Ехремкассисем, Йăлкăшсем, Крымсарайкăсем, Питĕшкассисем, Ураскилтсем, Тавăтсем, Тенисем, Шĕмшешсем унăн уссине туйрĕç ĕнтĕ: тивĕçлĕ консультаци илчĕç, ĕç рынокĕнчи лару-тăрупа паллашрĕç, хăйсен тĕллевĕсене уçăмлатрĕç.
- Сусăрсене, инвалид ача ÿстерекенсене, нумай ачаллă çемьесене хÿтĕлесси тĕп вырăнта паллах...
- Чăваш Республикинче ĕçсĕр инвалидсене, сусăр тата нумай ачаллă ашшĕ-амăшне ĕçе вырнаçтармалли республикăн тĕллевлĕ программине пурнăçласа кăçалхи 10 уйăхра 1 инвалида тата ашшĕ-амăшĕнчен иккĕшне “Тепловодоканал” ОООна йышăннă.
Ĕç вырăнĕсене аттестациленĕ предприяти-организацире йыш мĕнлине кура инвалидсене вырнаçтармашкăн вырăнсене квотăлас ыйтупа куллен интересленетпĕр. Сусăрсене социаллă хÿтлĕхпе тивĕçтерес енĕпе Чăваш Республикин саккунне, вырăна квотăлас тĕллевпе ЧР Министрсен Кабинечĕ йышăннине пăхăнманнисем тĕлĕшпе тимлĕ пулма тивет. Инвалидсене вырнаçтарма çăмăл мар. Пĕлĕвĕ, ăсталăхĕ, ăнтăлăвĕ пурри кăна çителĕксĕр-çке. Сусăр валли ятарлă вырăн хатĕрлемелле, унта ĕçлеме хăнăхтармалла, кун йĕркине ăна юрăхлă майлаштармалла. Ку енĕпе предприятисемпе килĕшÿсем тăватпăр.
- Учăтра тăракансенсен хăшĕ-пĕри харпăр хăй ĕçне йĕркелес тĕллевлĕ. Унашкаллисем сирĕн тăрăхра та пур ĕнтĕ.
- Паллах. Ĕçсĕр çын статусне бизнесменăннипе улăштарас тĕллевлисене пирĕн специалистсем пулăшма хатĕр: консультаци параççĕ, документсем йĕркелеме, бизнес-план çырма хăнăхтараççĕ. Патшалăх та хÿтлĕхсĕр хăвармасть, ĕçсĕрлĕх пособийĕн çулталăкри суммипе танлашакан виçепе 58800 тенкĕ парать.
Кăçалхи вунă уйăхра 3 çын хăйĕн ĕçне йĕркелерĕ: пĕри ял хуçалăхĕнче тăрăшать, иккĕшĕ - пулăшу тытăмĕнче.
Çакăн уссине Владислав Григорьев çулталăк каяллах туйса илнĕ. 2010 çулта республикăн тĕллевлĕ программине хутшăнса бизнес-план хатĕрленĕскер, ăна ăнăçлă хÿтĕлесе субсидие тивĕçнĕ. Ураскилтре картина, сăн ÿкерчĕк тата ытти япалан эрешлĕ рамисене ăсталакан багет мастерской уçнă. Саккас паракансем Владислав Леонидовичăн йышлă, ĕçĕ кал-кал пырать.