ОТДЕЛ КУ ЦЗН ЧУВАШСКОЙ РЕСПУБЛИКИ МИНТРУДА ЧУВАШИИ В КОЗЛОВСКОМ РАЙОНЕОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Тĕллев - инвалидсене пулăшасси

01 апреля 2013 г.

       Шупашкар районĕнчи ĕçпе тивĕçтерекен центр коллективĕ «Чăваш Республикинчи инвалидсем валли ĕç вырăнне квотăласси çинчен» саккуна пурнăçлас тĕлĕшпе пĕлтĕр мĕнлерех тăрăшнă-ха?

ЧР Министрсен Кабинечĕн йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн районти 14 предприятире сусăрсем валли ятарлă 16 ĕç вырăнĕ тума палăртнă. Кăçалхи пуш уйăхĕн 15-мĕшĕ тĕлне пурне те йĕркеленĕ, вĕсенче 9-ăн тăрăшаççĕ. Çĕршер çын вăй хуракан 18 организацирен 15-че инвалидсем валли ĕç тупма май килнĕ. Пулăшу ыйтма центра 123 инвалид пынă. Инспекторсем 64-шĕн пурнăçне производствăпа çыхăнтарма мехел çитернĕ. Танлаштарма: 2011 çулта 35-шĕн ыйтăвне кăна татса панă. Пĕлтĕр виçĕм çулхинчен лайăхрах вăй хунă.

- Хут çырса парса 45 инвалида ĕçе вырнаçма, çав шутра «Юрма» агрохолдинга - 17, Çĕнĕ Тутаркассинчи кайăк-кĕшĕк тата Шупашкарти мамăк фабрикисене 2-шер ятăмăр, - терĕ Наталия Семенова инспектор. - Çак уйăх варри тĕлне предприятисене ĕç вырăнĕ пăхма 33-ĕн кайрĕç. Паллах, вĕсем инвалид пособийĕпе кăна çырлахасшăн мар, производствăра тĕпленсе çемье бюджетне пуянлатасшăн. 2013 çул пуçламăшĕнче 51 инвалидпа калаçрăмăр та 44-шĕ пурнăçа ĕçпе çыхăнтарма, ку шутран 10-шĕ тепĕр специальноç алла илме тĕллев тытнине пĕлтĕмĕр. Шел, чылай чухне ертÿлĕх сусăрсен ыйтăвне тивĕçтермест. Кăçал предприятисене янисенчен 13-не ĕçе илмерĕç. Ертÿçĕсене инвалидсем валли квотăпа килĕшÿллĕн ĕç вырăнĕ тăвас е вĕсене ĕçе вырнаçтарас тĕлĕшпе хăйсен тивĕçне пурнăçламаншăн административлă майпа айăпланине - 5-10 пин тенкĕ штрафланине - аса илтерес килет.

Кадрсен пайĕнче паллашнă хыççăн 15-шĕ хăйсен ирĕкĕпе вырнаçма килĕшмен. Сăлтавне сĕннĕ производствăра тăрăшма сывлăх çителĕксĕррипе, çул çÿреме инçе тата ĕç укçи сахал пулнипе ăнлантарнă. 5-шĕ предприятирен таврăнсан хăйсен шухăш-кăмăлне центр инспекторне пĕлтермен.

Учреждени специалисчĕсем инвалидсен ыйтăвне татассишĕн куллен тăрăшаççĕ. Вĕсемпе час-часах тĕл пулаççĕ, предприятисене çитсе ĕç вырăнне тĕпчеме сĕнеççĕ. Йывăрпа пулин те урапа малаллах шăвать: 2012 çул пуçламăшĕнче районти 11 организаци сусăрсем валли ĕç вырăнĕ йĕркелемен, центр хастарĕсем çирĕпрех ыйтнăран çулталăк вĕçĕнче квотăламанни 6 çеç юлнă.

Учреждени директорĕ Олег Александров сусăрсен ыйтăвĕпе предприяти пуçлăхĕсемпе тăтăшах тĕл пулса калаçать. Ăна сÿтсе явма район шайĕнчи канашлусене кĕрттерет. Инвалидсене уяман ертÿçĕсене саккуна пăсма юраманни пирки куçранах асăрхаттарать, сусăрсене пулăшма чĕнсе калать. Çавнашкал канашлусенчен пĕри кăçалхи нарăсăн 26-мĕшĕнче район администрацийĕнче иртнĕ. Унта «Чăваш Республикинчи инвалидсем валли ĕç вырăнне квотăласси çинчен» саккун мĕнлерех пурнăçланнине тишкернĕ. Олег Иванович предприятисенче сусăрсем валли ĕç вырăнĕ тупса парас енĕпе мĕнлерех тăрăшнине тишкернĕ. «Юрма» АХ, «Хĕвеллĕ çыран» санатори, Çĕнĕ Тутаркассинчи тата Шупашкарти фабрикăсем, «Приволжское» хуçалăх, Шалти ĕçсен министерствин районти полици уйрăмĕ, «ИЗВА» общество квотăна тивĕçтерменнине палăртнă. Çав ыйтупах пуш уйăхĕн 15-мĕшĕнче тепĕр канашлу пулнă. Унта республикăн ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин ертÿçи Сергей Димитриев та хутшăннă. Сергей Петрович центр ĕç-хĕлĕпе паллашнă, мĕн пур пÿлĕме кĕрсе инспекторсем çынсене кÿрекен пулăшу пахалăхĕпе кăсăкланнă. «Сирĕн кашнинех мĕнле специальноçпа ĕçе вырнаçма май пуррине тĕрĕс ăнлантармалла, - тенĕ вăл специалистсене. - Еплерех пĕлÿ илнине, хăш производствăна кăмăлланине ыйтса пĕлмелле. Квалификаципе килĕшÿллĕн ĕç тупса памалла».

Служба ертÿçи инспекторсене итленĕ, коллектив умне çĕнĕ тĕллев лартнă. Çитменлĕхсене те кăтартнă. Инвалидсем валли ĕç вырăнĕ тăвас енĕпе иртнĕ çул ÿсĕм тунă пулин те предприятисенчи квота хисепĕ республикăн вăтам кăтартăвĕнчен 5,1% пĕчĕкрех пулнă. Пушăн 15-мĕшĕ тĕлне сусăрсем валли ĕç вырăнĕ 2012 çул вĕçĕнчипе танлаштарсан - 3,5, республикăн вăтам кăтартăвĕнчен 8,3% сахалрах йĕркеленĕ. Кăтарту кăштах япăхланнин сăлтавĕ учреждени специалисчĕсенчен килмен. Вăл предприятисенчи улшăнупа çыхăннă. Çĕнĕ Тутаркассинчи фабрика коллективне 33 çын хушăннă, çавăнпа унта тепĕр инвалидшăн вырăн пур. «Приволжскирен», «Юрмаран», «ИЗВАран» 4 сусăр пăрахса кайнă - ваканси уçăлнă.

Директор ларура «Приволжскире», санаторире, Çĕнĕ Тутаркассинчи фабрикăра - 1-ер, «Юрмара» - 10, полици уйрăмĕпе Шупашкарти фабрикăра 2-шер квота пуррине, центрта 64 инвалид шутра тăнине палăртнă. Халĕ инспекторсем вĕсене пулăшма май шыраççĕ.

Районта ĕçлеме пултаракан 670 сусăр. Паллах, учреждени пурне те шута илеймест. Çапах ĕçе вырнаçма пулăшаççĕ: вĕсене пухса пурнăçа пĕр-пĕр производствăпа юплентерес ĕмĕте, предприяти пуçлăхĕпе е кадр пайĕн специалисчĕпе мĕнлерех канашламаллине сÿтсе яваççĕ. Çавнашкал тĕл пулусем хыççăн инвалидсенчен хăш-пĕри организацие вырнаçать. Апла пулин те вĕсене сывлăх тĕлĕшĕнчен айăпсăр çынсемпе танлаштарсан ĕç килĕшĕвĕ çирĕплетме йывăртарах. Производствăра пуринчен те, вăл шутра сусăртан та, пĕрешкелех ыйтаççĕ-çке. Инвалид валли ятарлă вырăн тумаççĕ. Пуçлăхсенчен ытларахăшĕ сусăра ĕçе илесшĕн мар. Çакна тĕрлĕ сăлтавпа ăнлантараççĕ.

- Республикăн инвалидсене, сусăр ача çитĕнтерекен, нумай ачаллă ашшĕ-амăшне ĕçе вырнаçтармалли тĕллевлĕ программипе килĕшÿллĕн пĕлтĕр «Чăваш бройлерĕ» обществăна, «Атлашевский» кооператива, Шупашкарти фабрикăна 3 сусăра вырнаçтартăмăр, - терĕ учреждени директорĕ Олег Александров. - Ĕç кĕтесĕ йĕркелеме патшалăх вĕсене 50-шар пин тенкĕ уйăрчĕ. Кăçал çак йĕркепе виççĕмĕш ушкăнри икĕ тата иккĕмĕш ушкăнри пĕр инвалид ыйтăвне татса парăпăр. Ĕç кĕтесĕ тума иккĕшĕ валли - 67 пин, кайранхи валли 75 пин тенкĕ уйăрăпăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика