09 ноября 2012 г.
Кăмăла килекен ĕç шырасси, пĕлÿ, ăсталăх шайне тивĕçтерекеннине тупасси чылай чухне çынран хăйĕнченех килет. Пĕрремĕш йывăрлăхпа тĕл пулсанах алă уссан, саншăн ыттисем çеç çул уçса пырасса кĕтсе ларсан ăнăçу савăнтарасса шанма хĕн. Куславкка районĕнчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр çак тăрăхра пурăнакансене пысăк пулăшу парать.
Акă кăçалхи 10 уйăхра учреждение ĕç тупас тĕллевпе 828 çын пынă. Вĕсен йышĕнче ялсенче пурăнакансем /53,7 процент/, 14-18 çулсенчи çамрăксем /41,1/, хăйсен ирĕкĕпе ĕçрен тухнисем /37,7/, предприятисемпе организацисенчен кăларнисем /5,3 процент/ йышлă. Чÿк уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне районĕпе шута илнĕ ĕçсĕррисен йышĕ 47 çын пулнă, иртнĕ çулхи çак тапхăртинчен 1,45 хут пĕчĕкрех. Юлашки вăхăтра ку хисеп чаксах пынине палăртма кăмăллă. Кунта, паллах, Любовь Степановна Осипова ертсе пыракан центр коллективĕн тÿпи пысăк. Районти ĕçсĕрлĕх шайĕ вăй питти ÿсĕмрисен 0,39 проценчĕпе танлашать.
Центр сотрудникĕсем тăрăшнипе 788 çынна тĕрлĕ ĕçпе тивĕçтернĕ, çав йышра 409 çын - хĕрарăмсем, 236-ăн - 16-29 çулсенчи çамрăксем, 12-ĕн - инвалидсем тата 37-ĕн - пенсие тухас умĕнхи граждансем.
Куславкка районĕнче ĕçпе тивĕçтерекен центра йĕркеленĕренпе 20 çул ытла тапхăрта вырăнти организацисемпе, ĕç паракансемпе туслă çыхăну йĕркеленĕ. Кăçалхи 10 уйăхра 71 предприяти тата организаци 1323 ваканси пурри çинчен пĕлтернĕ. Хресчен-фермер хуçалăхĕсем, уйрăм предпринимательсем нумай ачаллă çемьесен, инвалидсен нушисене хăйсенни пек йышăнаççĕ. Акă В.Семеновпа /хресчен-фермер хуçалăхĕн пуçлăхĕ/ тата «Хлебосол» тулли мар яваплă юлташлăхпа нумай ачаллă ашшĕ-амăшне ĕçе вырнаçтармашкăн 60 пин тенкĕлĕх икĕ килĕшÿ тунă. Нумай ачаллă амăшĕсем хальхи вăхăтра производство заведующийĕнче тата поварта вăй хураççĕ. Çавăн пекех Республикăн тĕллевлĕ программипе килĕшÿллĕн 2 инвалида пулăшу кÿнĕ /2 килĕшÿ 100 пин тенкĕлĕх/: пĕрне - Г.Моисеева предприниматель патне электротаварсен сутуçине, тепĕр инвалида «Капитал» ОООна хуралçа вырнаçтарнă. Организацисем вĕсен ĕç вырăнĕсене кирлĕ оборудованипе, хатĕрсемпе /ноутбук, принтер, сивĕтмĕш, микрохумлă кăмака, компьютер, видеосăнав тытăмĕ тата ытти те/ тивĕçтернĕ.
Центр 10 уйăхра тунă ырă, кирлĕ ĕçсен шучĕ те çук. Ведомствăн Чăваш Республикинчи халăха 2011-2013 çулсенче ĕçе вырнаçмашкăн пулăшмалли тĕллевлĕ программи пурнăçа кĕрсе пырать:
- предприятисемпе тата организацисемпе граждансене общество ĕçĕсене явăçтарас тĕлĕшпе 12 килĕшÿ тунă*
- çул çитмен 339 çамрăка /тĕпрен илсен вĕсем сахал тупăшлă, тулли мар тата нумай ачаллă çемьесенчен/ вăхăтлăх ĕçсемпе тивĕçтернĕ*
- профтехучилище тата ятарлă вăтам вĕренÿ заведенийĕсене пĕтернисене /3 çынна/ пуçласа ĕçе вырнаçтарнă*
- Раççей Федерацийĕн ытти регионне 44 çынна ĕçлеме янă*
- çулталăк тăршшĕпех вакансисен ярмăрккисене /пĕтĕмпе 7/ ирттернĕ, унта 9 организаци хутшăннă*
- 38 çынна профессие вĕрентме янă, çав йышра 31-ĕн - ĕçсĕр граждансем тата 7-ĕн - ачисем 3 çула çитиччен пăхма панă отпускри хĕрарăмсем*
- ĕçсĕр 3 гражданин пайтаçă пулма е хресчен /фермер/ хуçалăхĕ йĕркелеме кашниех 58800 тенкĕлĕх патшалăх пулăшăвĕ илнĕ.
Куçса çÿрекен офис - ял тăрăхĕсенче пурăнакансем валли
Куславкка районĕнчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр çĕнĕ мелсене çул парать - кăçалхи çу уйăхĕнчен пуçласа куçса çÿрекен офиспа усă курнă май вырăна тухса ял тăрăхĕсенче консультацисем ирттерет. Тĕллевĕ пархатарлă - ĕçпе тивĕçтерекен центрта шутра тăман, нумай вăхăт ĕçлемен граждансене патшалăх пулăшăвĕпе тивĕçтересси, яланлăх ĕç вырăнĕсем тупса парасси. Пĕтĕмпе 15 хутчен ялсенче пулнă, 107 çын консультаци илнĕ.
Çакнашкал тĕл пулусем, паллах, икĕ еншĕн те питех те усăллă. Специалистсем ял тăрăхĕсенче те ĕçсĕррисене кăсăклантаракан ыйтусем таврах калаçусем йĕркелеççĕ, профессие вĕренмелли, ытти регионта ĕçе вырнаçмалли майсемпе паллаштараççĕ, ĕç паракансен представителĕсене чĕнеççĕ. Сĕннĕ ĕç вырăнне нумайăшĕ йышăнать, çавăн пекех граждансем общество ĕçне хутшăнма, професси илмешкĕн кайма килĕшеççĕ.
Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем тата ĕçсĕррисем центр ĕçĕпе кăмăллă, малашне те пĕр-пĕринпе çыхăну тытасшăн.
Источник: "Хыпар"