ОТДЕЛ КУ ЦЗН ЧУВАШСКОЙ РЕСПУБЛИКИ МИНТРУДА ЧУВАШИИ В КОЗЛОВСКОМ РАЙОНЕОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Сергей Димитриев: «Инвалидсене - патшалăхăн хушма пулăшăвĕ»

30 октября 2012 г.

Чăваш Республикин Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин ертÿçи Сергей Петрович ДИМИТРИЕВ нумаях пулмасть Чăваш Енри массăллă информаци хатĕрĕсен представителĕсемпе тĕл пулчĕ, ĕçлевпе çыхăннă çивĕч ыйтусене хуравларĕ

- Сергей Петрович, ĕçлев рынокĕнчи лару-тăрăва тата эсир ертсе пыракан ведомство кăçал пурнăçлакан программăсене сăнаса пынă май çирĕплетсех калама пулать: республика Правительстви халăха ĕçпе тивĕçтерес енĕпе йышăнакан мерăсем ĕçсĕрлĕхе чакарма пулăшни куç кĕрет. Çакăнта, паллах, Чăваш Енĕн ĕçлев службин, патшалăхăн халăха ĕçпе тивĕçтерессипе çыхăннă политикине тÿрремĕнех ĕçе кĕртекенскерĕн, тÿпи те пысăк. Çулталăка мĕнле кăтартусемпе вĕçлетĕр?

- Республикăра 2012 çулта экономика ÿсĕмĕн кăтартăвĕсем лайăх пулни Чăваш Енри ĕçлев рынокĕнче 2011 çулта йĕркеленнĕ ырă туртăмсене упраса хăварассине витĕм кÿрет. Пĕлтĕр республикăра регистрациленĕ ĕçсĕр çынсен шучĕ 44,3% чакнă. Çак кăтартупа чăваш Ен Раççей Федерацийĕнчи субъектсен хушшинче пĕрремĕш вырăн йышăннă /Раççейри вăтам кăтарту - 19,1%/. Ĕç шыраса Чăваш Енĕн ĕçлев службин органĕсенчен пулăшу ыйтнă граждансене ĕçе вырнаçтарасси 2011 çулта 74,7% /Раççейре вăтамран - 63,3%/ танлашнă. Ку - çĕр-шыври чи лайăх кăтартусенчен пĕри /РФ субъекчĕсен хушшинче 8-мĕш вырăн/.

2012 çул пуçланнăранпа регистрациленĕ ĕçсĕр граждансен йышĕ 35,1% чакнă, юпа уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне 5232 çынпа танлашнă, пĕлтĕрхи çак кăтартупа шайлаштарсан 45,3% пĕчĕкленнĕ /2011 çулхи юпа уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне 9570 çын пулнă/. Регистрациленĕ ĕçсĕр çынсен шучĕ чакни республикăри мĕн пур хулапа районта палăрать. Ĕçлеме пултаракан вăй питти йышпа танлаштарсан ĕçсĕррисен шучĕ кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне 1,18% пулнă, юпа уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне 0,76% таран чакнă /Атăлçи округĕнчи регионсен хушшинче виççĕмĕш кăтарту/. Пĕтĕм тĕнчери ĕçлев организацийĕн методологийĕпе шутласа палăртнă пĕтĕмĕшле ĕçсĕрлĕх шайĕ 2012 çулхи утă-авăн уйăхĕсенче Чăваш Енре ĕçлеме пултаракан вăй питти йыш тĕлĕшпе 5,6% танлашнă /2011 çулхи утă-авăн уйăхĕсенче вăтамран - 6,6%/. Юлашки виçĕ çул хушшинче ĕçсĕр граждансемпе пĕрлех ĕç шыракан пенсионерсене, студентсене те шута илекен çак кăтартупа республика федерацин Атăлçи округĕнчи регионсен хушшинче 13-мĕшĕнчен 6-мĕш вырăна куçнă.

Республикăра ĕç паракансем пĕлтерекен вакансисен ÿсĕмĕн туртăмĕ упранса юлать. Кăрлач-авăн уйăхĕсенче вĕсем 90 пине яхăн ваканси пуррине пĕлтернĕ, ку иртнĕ çулхи çак тапхăртинчен 22,6% нумайрах /2011 çулхи кăрлач-авăн уйăхĕсенче - 73,9 пин ваканси/. Ĕçлев рынокĕнчи çивĕчлĕх коэффициенчĕ /ĕçлев службин органĕсенче шутра тăракан ĕçсĕр граждансен тата ĕç паракансем пĕлтернĕ вакансисен шучĕн шайлашăвĕ/ 2012 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчи 0,6 единицăран 2012 çулхи юпа уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне 0,3 единица таран чакнă /2011 çулхи юпа уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне - 0,7 единица/.

Республикăри ĕçлев рынокĕнчи лару-тăрăва лайăхлатма Чăваш Республикин 2012-2020 çулсем валли йышăннă «Халăха ĕçе вырнаçма пулăшасси» патшалăх программине пурнăçлани пулăшать. Унпа килĕшÿллĕн 2012 çулта икĕ çумпрограмма мероприятийĕсене пурнăçлатпăр - Ведомствăн 2011-2013 çулсенче Чăваш Республикинче пурăнакансене ĕçе вырнаçма пулăшмалли тĕллевлĕ программине тата Республикăн 2012 çулта ĕçсĕр инвалидсене, инвалид ачасене çитĕнтерекен ашшĕ-амăшне, нумай ачаллă ашшĕ-амăшне ĕçе вырнаçма пулăшмалли тĕллевлĕ программине. Юпа уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне çак икĕ программа мероприятийĕсене 62737 çын хутшăннă, çакă çулталăк планĕн 76,5% танлашать. Халăха ĕçлев рынокĕнчи лару-тăрупа паллаштарас енĕпе çине тăрса ĕçлетпĕр. Пулăшу ĕçĕсене электрон мелĕпе кÿмелли механизмсене ĕçе кĕртетпĕр. Халăха ĕçпе тивĕçтерекен служба органĕсем çулталăк пуçланнăранпа 34,1 пин çынна ĕçе вырнаçтарнă. Пĕтĕмпе кăçал 41 пин ытла çынна ĕçпе тивĕçтерме палăртатпăр.

Инвалидсене ĕçпе тивĕçтерессин хушма гарантийĕсене çирĕплетес тĕллевпе 138 ĕç вырăнĕ йĕркелеме 114 организаципе килĕшÿ тумашкăн палăртнă, çав шутра ĕçсĕр инвалидсем валли - 70, нумай ачаллă ашшĕ-амăшĕ тата инвалид ачасене çитĕнтерекен ашшĕ-амăшĕ валли - 68 вырăн.

Ĕçлев центрĕсем ĕç паракансемпе ĕçсĕр 68 инвалида, инвалид ачасене çитĕнтерекен 18 ашшĕ-амăшне, нумай ачаллă 46 ашшĕ-амăшне вырнаçтарма ятарлă ĕç вырăнĕсем йĕркелемешкĕн килĕшÿсем тунă. Вĕсене тĕпе хурса йĕркеленĕ ĕç вырăнĕсене 121 çынна вырнаçтарнă, çав шутра - 64 инвалид, инвалид ачасене çитĕнтерекен 17 тата нумай ачаллă 40 ашшĕ-амăшĕ. Ĕçсĕр инвалидсен ĕç вырăнĕсене йĕркелеме организацисене 2795 пин тенкĕ панă, инвалид ачасене çитĕнтерекен ашшĕ-амăшĕ валли - 390 пин, нумай ачаллă ашшĕ-амăшĕ валли - 208 пин тенкĕ, çакă палăртнă виçен 71,2% танлашать.

Пĕтĕмĕшле илсен республикăра пурăнакансене патшалăх енчен пулăшмалли мĕн пур кăтартăва, вĕсем пирĕн 10 ытла, пурнăçлатпăр.

- Инвалидсене ĕçе вырнаçтарас ыйтăва Чăваш Республикинче мĕнлерех татса пани çинчен тĕплĕнрех каласа парсамăр. Прессăпа паллашнă май пирĕн регионăн ку енĕпе мухтанмалли пур пек.

- Патшалăхăн ĕçлевпе çыхăннă политикине çакна тĕпе хурса йĕркелетпĕр: вăй питти çулсенчи сывă çынсем кăмăл пулсан яланах ĕç тупма пултараççĕ - республикăра паян пушă 18,5 пин ĕç вырăнĕ, анчах граждансен уйрăм категорийĕсене патшалăхăн хушма пулăшăвĕ кирлĕ. 2012 çулхи 9 уйăхра ĕçлев службин органĕсем 1108 çынна ĕçе вырнаçтарнă - юрăхлă ĕç тупмашкăн пулăшма ыйтнă инвалидсен 64%. Тивĕçлĕ ĕç сĕнессине инвалидсен реабилитаци программисенчи сĕнÿсемпе килĕшÿллĕн пурнăçланă.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.В.Игнатьев хушнипе пĕлтĕрхи чÿк уйăхĕнче ЧР «Чăваш Республикинче инвалидсем валли ĕç вырăнĕсене квотăласси çинчен» йышăннă саккунĕ республикăри инвалидсене ĕç тупмашкăн пулăшассипе çыхăннă ĕç тухăçлăхне ÿстерме май пачĕ. Çак саккунăн 2 статйинче ĕçлекенсен йышĕ 100-тен иртекен организацисенче вăй хуракансен списокпа пăхнă вăтам шучĕн 2% чухлĕ ĕç вырăнне инвалидсем валли квотăлассине çирĕплетнĕ. Инвалидсене ĕçе йышăнма палăртнă квотăсем ĕçлев службин органĕсенче шутра тăраканнисене çеç мар, ĕç кирлĕ мĕн пур инвалида ĕç тупма пулăшмалли хушма социаллă гарантисемпе тивĕçтереççĕ. Ĕç паракана инвалид валли пĕр ĕç вырăнĕ йĕркеленĕшĕн бюджетран 50 пин тенкĕ уйăрса параççĕ.

Çÿлерех асăннă саккуна пурнăçламалли механизмсене йĕркелес тĕллевпе республикăн ĕçлев службин органĕсем пуçарнипе 2012 çулхи нарăс-пуш уйăхĕсенче республикăри мĕн пур муниципалитет пĕрлешĕвĕнче канашлусем ирттернĕ, унта районсемпе хуласен администрацийĕсен пуçлăхĕсем, право хуралĕн органĕсен, инвалидсен общество организацийĕсен, çавăн пекех инвалидсене ĕçе йышăнма палăртнă квота çирĕплетнĕ 415 организаци представителĕсем хутшăннă. Организацисем квотăсене пăхăннине уйăхсерен сăнаса тăма Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин хушăвĕпе организацисем тата ĕçлев центрĕсем валли ведомствăн отчетлăх формине çирĕплетнĕ.

Çу-çĕртме уйăхĕсенче Вăрмар, Хĕрлĕ Чутай, Комсомольски районĕсен тата Шупашкар хулин халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрĕсен никĕсĕ çинче ĕçлев центрĕсен специалисчĕсем валли ЧР инвалидсем валли ĕç вырăнĕсене квотăласси çинчен калакан саккунне пурнăçлас тата Чăваш Енĕн Министрсен Кабинечĕн 2012 çулхи нарăсăн 24-мĕшĕнче «2012 çулта çирĕплетнĕ квотăсемпе килĕшÿллĕн инвалидсене ĕçе вырнаçтарма ятарлă ĕç вырăнĕсен чи пĕчĕк шутне палăртасси çинчен» кăларнă 64-мĕш йышăнăвне тĕпе хурса ятарлă ĕç вырăнĕсем йĕркелес енĕпе вĕренÿ ирттернĕ. Инвалидсене ĕçе вырнаçма пулăшассипе çыхăннă ĕç тухăçлăхне ÿстерме Чăваш Енĕн ĕçлев служби Пĕтĕм Раççейри куç курманнисен обществин тата Пĕтĕм Раççейри инвалидсен обществин республикăри организацийĕсемпе тачă çыхăну тытса ĕçлесси çинчен калакан килĕшÿсем тунă. Çав килĕшÿсене тĕпе хурса ĕç вырăнĕсене инвалидсем валли квотăламалли ыйтусене çу уйăхĕнче Пĕтĕм Раççейри инвалидсен обществин Чăваш Республикинчи организацийĕ ирттернĕ семинарта пăхса тухнă, çĕртме уйăхĕнче - Пĕтĕм Раççейри куç курманнисен обществин Чăваш Енри организацийĕнче ирттернĕ «çавра сĕтел» ларăвĕнче. Массăллă информаци хатĕрĕсем урлă ăнлантару ĕçне йĕркеленĕ. Ĕçлев службин органĕсен ĕçченĕсем ĕçсĕр инвалидсемпе курнăçнă май та вĕсене квота шучĕпе, çав шутра ятарлă ĕç вырăнĕсене ĕçе вырнаçмалли майсене ăнлантарса панă.

- Çак мерăсен кăтартăвĕсем мĕнлерех, инвалидсем валли миçе ĕç вырăнĕ йĕркеленĕ?

- 2012 çулхи юпа уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне республикăри 361 организацире инвалидсене ĕçе вырнаçтарма 2205 ĕç вырăнĕлĕх квота çирĕплетнĕ, вĕсенчен 1846-шне инвалидсем йышăннă та ĕнтĕ. Пĕтĕмĕшле илсен республикăра квотăна пурнăçласси 87,7% танлашнă. Çулталăк пуçламăшĕнче ку кăтарту 73,8% кăна пулнă, пĕлтĕрхи юпа уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне - 69%. Республикăри 100 çын ытларах ĕçлекен организацисем пĕтĕмпе квота шучĕпе тата унран ирттерсе 2449 инвалида йышăннă. Çак кăтартусене тĕпе хурсан квотăна пурнăçласси 111,06% танлашнă. Раççей Ĕçлев министерстви хакланă тăрăх, ку - çĕр-шывра инвалидсене ĕçе вырнаçтарнин чи лайăх кăтартăвĕсенчен пĕри.

Лайăх кăтартусем - ĕçлев службин органĕсем, вырăнти хăй тытăмлăх, прокуратура органĕсем, инвалидсен общество организацийĕсем алла-аллăн ĕçленин, республикăри предприятисемпе организацисем социаллă яваплăха туйнин çимĕçĕ. Чăваш Республикин инвалидсене ĕçе вырнаçтарассипе çыхăннă ăнăçăвĕсене Раççей Федерацийĕн Правительствин 2012 çулхи çĕртме уйăхĕн 28-мĕшĕнчи ларăвĕнче Д.А.Медведев премьер-министр та палăртнă. Хăйĕн сăмахĕнче вăл çак кăтартусене асăннă: «Инвалидсене ĕçе вырнаçтарас енĕпе чылай регионта лайăх ĕçлеççĕ, çав шутра Архангельск, Чул хула, Тамбов облаçĕсем, Удмурт тата Чăваш республикисем. Çак регионсенче чăннипе, тĕрлĕ хаклав тăрăх, инвалидсен 1/3 йышĕнчен пуçласа 60% таран ĕç тупать, ку питĕ лайăх».

- Республикăри хăш хуласемпе районсенче уйрăмах ăнăçлă ĕçлеççĕ?

- Авăн уйăхĕн пуçламăшĕ тĕлне Канаш /администраци пуçлăхĕ - В.В.Софронов/, Комсомольски /М.Р.Афанасьев/, Пăрачкав /Е.В.Лебедев/ районĕсенче инвалидсене ĕçе йышăнмалли квотăна 100% пурнăçланă, Муркаш районĕнче /Р.Н.Тимофеев/ 11 организацирен 10-шĕ е 97,2% квотăна пурнăçланă, Çĕмĕрле хулинче /С.Н.Новичков/ - 13 организацирен 12-шĕ е 98,5%.

«Химпром» АУОра /управляющи директор - Е.В.Колесникова/ инвалидсене ĕçе йышăнмалли квотăна палăрмаллах ирттерсе пурнăçланă. «Промтрактор-Промлит» ОООра /ĕç тăвакан директор - Ю.Н.Костромичев/, «Çĕмĕрлери ятарлă автомобильсен завочĕ» /управляющи директор - С.В.Серафимов/, «Автофургонсен комбиначĕ» /гендиректор - И.А.Корчагин/, «Электроавтомат» /гендиректор - В.В.Илюхин/, «Канашри электропогрузчиксен завочĕ» /гендиректор - А.Ю.Лапшин/ çирĕплетнĕ квотăна туллин пурнăçланă. Йĕпреç /администраци пуçлăхĕ - А.И.Петров/, Куславкка /В.Н.Колумб/, Хĕрлĕ Чутай /А.В.Башкиров/, Сĕнтĕрвăрри /Ю.Ф.Моисеев/, Шăмăршă /В.П.Фадеев/ районĕсенче палăртнă ятарлă ĕç вырăнĕсене пурне те йĕркеленĕ.

- Инвалидсене ĕçе вырнаçтармалли квотăна пурнăçламан организацисем тĕлĕшпе мĕнле мерăсем йышăнатăр?

- Инвалидсене ĕçе йышăнмалли квотăна пурнăçламан организацисемпе ĕçлев службин органĕсем вăйра тăракан саккунсемпе килĕшÿллĕн ăнлантару ĕçне ирттереççĕ. Шел те, саккуна пурнăçламаншăн хăш-пĕр ертÿçĕ тĕлĕшпе тивĕçлĕ санкцисем йышăнма та тивет. Квотăна пурнăçламан организацисемпе çыхăннă информацие уйăхсерен вĕсем вырнаçнă вырăнти прокуратура органĕсене ярса паратпăр. Сăмахран, 2012 çулхи кăрлач-авăн уйăхĕсенче ĕçлев центрĕсем прокуратура органĕсене çавнашкал 178 çыру янă, вĕсем тăрăх 16 представлени хатĕрленĕ. Пĕр ĕç паракана административлă майпа штрафланă, иккĕшне суд асăрхаттарнă, 11-шĕ тĕлĕшпе инвалидсене ĕçе вырнаçтарма çирĕплетнĕ квотăна пурнăçламалли тивĕç палăртнă. Судсенче халĕ - ĕçлев службин органĕсен çак темăпа çыхăннă тата 13 тавăçĕ.

- Чăваш Енĕн Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх служби инвалидсене ĕçе вырнаçтарас енĕпе пухнă опыта тĕпе хурса çак ĕçе вăйлатас енĕпе мĕнле мерăсем йышăнасшăн?

- Инвалидсене ĕçе вырнаçтарас ĕç тухăçлăхне малалла ÿстерес тĕллевпе ĕç паракансене явăçтарса инвалидсене ĕçпе тивĕçтермелли вакансисен ятарлă банкне йĕркелессине малалла тăсасшăн, ĕç вырăнĕсем пурри пирки информацие Интернет-ресурссем тата массăллă информаци хатĕрĕсем урлă сарса ĕç шыракансене пĕлтерĕпĕр. Çавăн пекех ĕçлев центрĕнчен ĕç тупмашкăн пулăшма ыйтнă кашни инвалидпа малашне те уйрăммăн ĕçлĕпĕр. Кадр службисен ертÿçисен клубĕн ĕçне вăйлатасшăн, унăн ларăвĕсенче вырăнти хăй тытăмлăх, прокуратура органĕсен тата массăллă информаци хатĕрĕсен представителĕсене чĕнсе çирĕплетнĕ квотăна тĕпе хурса ятарлă ĕç вырăнĕсем йĕркелес, инвалидсене ĕçе вырнаçтарас ыйтусене тишкерĕпĕр. Унсăр пуçне ĕçлев службин органĕсем инвалидсене куçса çÿрекен ĕçлев центрĕсемпе усă курса «пĕр чÿрече» принциппа йышăнассине малалла тăсĕç.

Ман шухăшпа, çапла тĕрлĕ енлĕн ĕçлесен, инвалидсене ĕçпе тивĕçтерме пулăшакан социаллă мĕн пур тытăм алла-аллăн тытăнсан, ĕçлев службин органĕсем граждансен çак категорийĕпе çине тăрса ĕçлесен кăна инвалидсен ĕçлев рынокĕнчи социаллă хастарлăхне, пĕтĕм общество яваплăхне çирĕплетме пулать.

Хăш-пĕр чăрмав çинче чарăнса тăни те вырăнлă - вĕсене татса парас енĕпе ĕçлев службин органĕсен тата общество институчĕсен пĕрле вăй хумалла. Чылай районпа хулара шутра вăрах тăракан ĕçсĕррисен йышĕ çав-çавах пысăк-ха. Тĕслĕхрен, Элĕк /регистрациленĕ ĕçсĕр çынсен пĕтĕмĕшле йышĕн 30,7%/, Пăрачкав /18,4%/ районĕсенче, Улатăр, Сĕнтĕрвăрри районĕсенче /17,5%/, Шупашкар хулинче /16,5%/, Улатăр районĕнче /15,5%/.

Кахаллăх, ÿркенни - çакăн çинчен те каласа хăварасшăн. Шел те, кашни ял тăрăхĕнчех ĕçлеме ÿркенекен, обществăна усă кÿме тăрăшман пĕр е икĕ çын пур. Хушма хуçалăх тытма май çук хуласем пирки каламастăп та. Ĕçлев службин органĕсен унашкаллисене ĕçе вырнаçтарас енĕпе нумай тăрăшма тивет: куçса çÿрекен офиссене унта яраççĕ, психологи пулăшăвĕпе, социаллă адаптаципе тата професси суйласа илессипе çыхăннă мероприятисем йĕркелеççĕ, çынсене ĕçлев рынокĕнче кирлĕ профессисене вĕренме ăсатаççĕ. Ашшĕ-амăшĕн пенсийĕпе е çемьери ытти çын шалăвĕпе пурăнакансем тĕлĕшпе саккун требованийĕсене улăштарас ыйту пиçсе çитрĕ пуль тетĕп.

Çивĕч тепĕр ыйту та пур - ун пирки те пĕлетпĕр. Ĕçсĕр çын ĕç паракан патне каять те кадр службин представителĕнчен ĕçлев центрĕ панă документра хăйне ĕçе йышăнма хирĕçлени çинчен çырма ыйтать. Çак лару-тăрăва кадр службисемпе пĕрле тĕпчĕпĕр, вăйра тăракан саккун акчĕсене е административлă регламентсене улăштарас енĕпе сĕнÿсем хатĕрлĕпĕр. Паллах, ĕç параканран ĕçсĕр çынна сĕннĕ ĕç вырăнне мĕншĕн йышăнманнине тĕплĕнрех палăртма ыйтăпăр - тĕслĕхрен, «ĕç шыракан хăй хирĕç пулнипе».

- Чăваш Ен Правительстви Халăха ĕçпе тивĕçтерекен служба умне çывăх вăхăтра пурнăçламалли мĕнле тĕллевсем лартать?

- 2013 çулта республикăн ĕçлев службин органĕсем Чăваш Республикин 2012-2020 çулсем валли палăртнă «Халăха ĕçе вырнаçма пулăшасси» патшалăх программине пурнăçлассине малалла тăсĕç. Ĕçлев рынокĕнчи лару-тăру татах лайăхланассине шута илсен республикăн ĕçлев службин органĕсен умĕнче пысăк пĕлтерĕшлĕ çак тĕллевсем тăраççĕ: 40 пинрен кая мар çынна юрăхлă ĕçе вырнаçтармалла* ятарласа йĕркеленĕ ĕç вырăнĕсене ĕçсĕр 102 инвалидран, инвалид ачасене çитĕнтерекен тата нумай ачаллă 50 ашшĕ-амăшĕнчен кая мар вырнаçтармалла* 3,1 пин çынна профессие вĕрентессине, çĕнĕрен хатĕрлессине тата вĕсен квалификацине ÿстерессине йĕркелемелле* професси суйласа илессипе çыхăннă пулăшу ĕçĕсемпе 32,7 пин çынна тивĕçтермелле.

Министрсен Кабинечĕ 2012 çулхи юпа уйăхĕн 24-мĕшĕнче Республикăн 2013-2015 çулсенче ĕçсĕр инвалидсене, инвалид ачасене çитĕнтерекен тата нумай ачаллă ашшĕ-амăшне ĕçе вырнаçма пулăшмалли тĕллевлĕ программине йышăнчĕ. Çак программа мероприятийĕсене пурнăçлани ĕçсĕр 306 инвалида, инвалид ачасене çитĕнтерекен тата нумай ачаллă 150 ашшĕ-амăшне ятарласа хатĕрленĕ ĕç вырăнĕсене вырнаçтарма май парĕ.

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика