21 августа 2012 г.
Пирĕн ыйтусене Чăваш Ен Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин халăха ĕçпе тивĕçтерессине йĕркелекен пайĕн пуçлăхĕ Геннадий КОНСТАНТИНОВ хуравлать
- Геннадий Николаевич, Чăваш Ен яланах ĕç вăйĕ ытлашши регион шутланнă, лаптăк виçине кура пăхсан кунта пурăнакансен йышĕ Раççейре те чи пысăккисенчен пĕри. Мĕнле шухăшлатăр, пирĕн ентешсем ытти региона ĕçлеме йышлăн çÿрени çакăнпа кăна çыхăннă-и?
- Чăннипе, мана «ĕç вăйĕ çителĕклĕ регион» термин килĕшерех парать. Анчах Раççей регионĕсен ĕç вăйĕн çителĕклĕхĕпе çыхăннă уйрăмлăхне шута илсе пирĕн республикăна ытлашши йышлисен ретне кĕртеççĕ. Республикăра пурăнакансем ытти региона ĕçлеме çÿресси йăлана кĕнĕ. Унччен нумайăшĕ лайăх пĕлнĕ «вербовка» сăмах паян ниçта та илтĕнмест, анчах аслă ăру çыннисем ăна лайăх ас тăваççĕ. Иртнĕ ĕмĕрти 40-мĕш çулсен вĕçĕнче, 50-мĕш çулсен пуçламăшĕнче çĕр-шывра граждансене ĕç вăйĕ çителĕксĕр регионсене - чи малтанах Çĕпĕре тата Инçет Хĕвел тухăçне - ĕçлеме яракан патшалăх учрежденийĕсен тытăмне туса хунă. Республикăра 1947 çулта Совнарком çумĕнчи çынсене куçаракан пай ятне улăштарнă - ЧАССР Министрсен Канашĕн çынсене куçаракан тата çынсене йĕркелесе пухакан пайне туса хунă. Пĕр цифра асăнам: 1953 çулта Чăваш Енрен кăна Çĕпĕре 3 пин ытла çемье куçса кайнă. Ун чух вара кашни çемьере 5-6 е ытларах ача пулнă. Шупашкар тата Канаш хулисенче куçакансене ăсатма ятарлă пунктсем тунă.
20-мĕш ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенче çынсене куçаракан тата йĕркелесе пухакан пайра ĕçленĕ май манăн час-часах ытти региона кайма, республикăра пурăнакансене ĕçе йышăнакан организацисен ертÿçисемпе курнăçма тиветчĕ. Мускавпа Çĕпĕрте те, Камчаткăпа Инçет Хĕвел тухăçĕнче те ĕç паракансен шухăшĕ пĕрешкелччĕ: чăвашсем - ĕçчен халăх, çавна май нумайăшĕ рабочисен кадрĕсене шăпах Чăваш Енрен йышăнасшăнччĕ. Пирĕн нумай ентеш хутшăннипе улăп-заводсем çĕкленнĕ. Çав шутра - СССР атом машиностроенийĕн «Атоммаш» предприятийĕ, Раççейĕн Европа пайĕнчи атом электростанцийĕсем, Хура тăпраллă мар тăрăхри агропромышленноç объекчĕсем.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.В.Игнатьев та хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Енĕн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн малашлăхĕ регион географи тĕлĕшпе меллĕ вырнаçнипе тата транспорт инфратытăмĕ аталаннипе кăна мар, ĕç ресурсĕсен пысăк хăвачĕпе те никĕсленине палăртнăччĕ.
- Раççей Федерацийĕн ытти субъектне ĕçлеме каякан ентешсем ĕçченлĕхпе, тÿрĕ кăмăлпа уйрăлса тăнине палăртма кăмăллă. Официаллă майпа ĕç мигранчĕсем текен çынсем ытларах хăш регионсене çÿреççĕ?
- Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче çĕр-шывра пысăк улшăнусем пулнине пăхмасăр ытти регионăн ĕçлев службисемпе танлаштарсан эпир хамăрăн ĕçĕн çак çул-йĕрне упраса хăвартăмăр, граждансене республика тулашĕнче ĕç тупас енĕпе пулăшатпăр. Республикăра пурăнакансем пирки ĕçчен кăна мар, çаврăнăçуллă та темелле - çула тухас енĕпе «çăмăл çынсем». Вĕсем пур пĕрех ытти регионта ĕçе вырнаçмалли майсем шырĕç, çавăнпа та çынсене ĕç шырама пулăшни вырăнлă. Цивилизациллĕ майсемпе пулăшмалла, ку ĕçе патшалăхăн ĕçлев службин майĕсене тата ресурсĕсене явăçтарса пурнăçламалла. Пирĕн республика çыннисене Саха /Якути/ Республикинчи, Чита облаçĕнчи ылтăн кăларакан артельсем, Ямал-Ненец автономи округĕнчи пулă тытакан предприятисем, Волгоград, Воронеж, Мускав, Чул хула облаçĕсенчи тата ытти регионти организацисем ĕçе хаваспах йышăнаççĕ.
Нумаях пулмасть пирĕн служба ячĕпе тулли мар яваплă «Старательсен «Дражник» артелĕ» обществин генеральнăй директорĕнчен В.П.Степановран черетлĕ тав çырăвĕ килчĕ. Артель ертÿçи республикăн Халăха ĕçпе тивĕçтерекен службин органĕсене ĕçлеме персонал суйласа илес енĕпе нумай çул ăнăçлă çыхăну тытнăшăн тав тăвать.
Чăнах та, эпир ылтăн кăларакансемпе ĕçлĕ çирĕп çыхăну йĕркелерĕмĕр, çуллен вăхăтлăх ĕçе республикăри хуласемпе ялсенче пурăнакан пилĕк теçетке ытла çын каять. Артель ылтăн çăвать, ăна çĕр айĕнчен кăларать, персонал валли йĕркеллĕ ĕçпе кану условийĕсем пур. Организацире вăй хуракансен уйăхри вăтам шалăвĕ 50 пин тенкĕрен иртет. Паллах, çавнашкал шанчăклă предприятисемпе яланхи килĕшÿ никĕсĕ çинче ĕçлетпĕр, ку ĕçлеме каякансен çул укçине /пĕчĕк мар укçа/ саплаштарма, лайăх ĕç условийĕсемпе тата ĕç укçипе тивĕçтерме май парать.
Чукоткăра суту-илÿ компанийĕнчен те çакăн пек тав çырăвĕ илтĕмĕр. Унта пирĕн ентешсем пурăнмалли çурт-йĕр, производство объекчĕсем тăваççĕ.
Ĕçлев центрĕсенче ĕç тупас енĕпе яланах усăллă информаци е тивĕçлĕ пулăшу илме май пур. Граждансене хăйсем тĕллĕн ĕç шырама пулăшас тĕллевпе Федерацин халăха ĕçпе тивĕçтерекен служби «Раççейри ĕç» информаци порталĕ уçнă, унта çĕр-шыври мĕн пур регионти вакансисене пухнă - 1,6 млн единица ытла, кăтартусене куллен çĕнетеççĕ.
- Паллах, хăшĕсене инçе çул çÿрев романтики илĕртет, чылайăшĕ çĕннине кăмăллать, анчах, Геннадий Николаевич, эсир палăртнă географие пăхас тăк - пирĕн ентешсем пысăк шалуллă регионсене кăмăллаççĕ. Эппин, ĕç миграцийĕн юхăмĕ вăл е ку регионти экономика лару-тăрăвĕнчен те килет. Чăваш Республики хăй мигрантсемшĕн илĕртÿллĕ-и?
- Çынсем ытларах ĕçлесе илес тенине, ĕçлеме «пуян регионсене» суйласа илнине ырламалла кăна. Нумайăшĕ вăхăт иртнĕ май пур пĕрех республикăна таврăнать - лайăх специалист пулса, опыт пухса. Вĕсем республикăри организацисенче те кирлĕ. Юлашки çул хушшинче ĕçлев центрĕсене пĕлтернĕ вакансисен шутне пăхăр-ха: 2011 çулхи кăрлач-утă уйăхĕсенче вакансисем 54867 единица пулнă, кăçалхи кăрлач-утă уйăхĕсенче вара - 69986 единица. Ÿсĕм - 1,27 хут. Çакна палăртасшăн: республикăра çынсемшĕн хăйсен ăсталăхĕпе тата пултарулăхĕпе усă курмалли вакансисем çителĕклĕ. Калăпăр, юсавçăсене, сварщиксене, станочниксене хăш-пĕр ĕç паракан 30 пин тенкĕрен те пысăкрах шалу сĕнет, монтажниксене, каменщиксене, плиточниксене, ытти специалиста - 20 пин тенкĕ ытла.
Нумай професси - водительсем, слесарьсем, çĕвĕçсем - тĕлĕшпе ĕç вăйне ыйтни сĕннинчен пысăкрах, организацисене ăста кадрсем питĕ кирлĕ. Уйрăм организацисем «кадр выçлăхне» ют çĕр-шывсен ĕç вăйне явăçтарса татса параççĕ. «Трактор завочĕсем» концерн предприятийĕсенче обрубщиксем çитмеççĕ, «Овас» ПФ», «Овас» ПШК», «Çĕмĕрлери «КомфортÇ» чăлхапа нуски фабрики», «Лекс Фэшн» ОООсене çĕвĕçсем кирлĕ, ытти организацире те специалистсем çитмеççĕ.
Ыйтăва татса парас тата урăх регионсенче пурăнакан граждансене республикăри вакансисем çинчен пĕлтерес тĕллевпе Чăваш Енĕн Халăха ĕçпе тивĕçтерекен служби Раççейĕн ытти субъекчĕн ĕçлев службисемпе çыхăну тытса ĕçлесси çинчен 17 килĕшÿ тунă. Кĕçех 18-мĕшне алă пусмалла - Алтай крайĕпе. Ытти регионтан илекен информацие тĕпе хурас тăк - нумай регионта лару-тăру çакнашкал, предприятисене ăста специалистсем çитмеççĕ.
- Хаçат вулакансене республикăна чикĕ леш енчен килекенсем пирки тĕплĕнрех каласа парсамăр. Пирĕн патра ют çĕр-шывсен мĕнле специалисчĕсем ĕçлеççĕ, вĕсем вырăнти кадрсене ĕç вырăнĕсенчен хĕстерсе кăлармаççĕ-и?
- Ют çĕр-шывсен çыннисене кунта ĕçлеме явăçтарасси - самай вăрах процедура, ку ĕçе республикăн влаç органĕсем, Федерацин миграци службин Чăваш Республикинчи управленийĕ, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем, ĕç паракансем хутшăнаççĕ. Никамшăн та вăрттăнлăх мар: çĕр-шыв Правительстви пушă вырăнсене е должноçсене чи малтанах Раççей гражданĕсем йышăнмалли тĕллев палăртнă. Урăхла каласан ĕç паракансем пĕлтернĕ пушă ĕç вырăнĕсене йышăнмалли право хамăрăн граждансен пысăкрах. Ку тĕрĕс, çапла пулмалла та. Кризис тапхăрĕнче, 2009-2010 çулсенче, республикăра пурăнакансене ĕçпе тивĕçтермеллине кура чикĕ леш енчен килекен ĕçченсен шутне виçĕ хут чакарнă. Унтанпа республикăри ĕç мигранчĕсен шучĕ пин çынран иртмест, çак йыш вырăнти ĕçлев рынокне витĕм кÿмест.
Миграци енĕпе шута илнисен пысăкрах йышĕ - Шупашкар, Канаш, Çĕнĕ Шупашкар, Улатăр хулисенче, Шупашкар районĕнче. Ют çĕр-шывсенчен килнĕ кашни иккĕмĕш ĕçчен промышленноç производствинче вăй хурать, кашни вуннăмĕшĕ - строительствăра, ял тата вăрман хуçалăхĕсенче.
Палăртни вырăнлă: пысăк квалификациллĕ специалистсене чикĕ леш енчен кÿнĕ пысăк технологиллĕ оборудованипе ĕçлеме явăçтарасси - миграци политикин тĕп çул-йĕрĕ.
Ют çĕр-шывсен ĕçченĕсен вăйĕпе усă курмалли йышăнусене наци йăли-йĕркипе çыхăннă ятарлă ĕçсене, сăмахран, куçаруçă, наци кухнин поварĕн ĕçĕсене пурнăçламаллине, çавăн пекех ĕç паракансен требованийĕсене кура вăл е ку ĕç вырăнĕнче Раççей гражданĕсем ĕçлейменнине шута илсе те тăваççĕ.
- Юлашкинчен - тепĕр ыйту. Раççей Пĕтĕм тĕнчери Суту-илÿ организацине /ВТО/ кĕнĕ май ĕç миграцийĕ вăйланатех. Ытти çĕр-шыва ĕçлеме каякан, çавăн пекех пирĕн пата ĕçлеме килекен çынсен /вĕсен шучĕ пысăкланни вăрттăнлăх мар/ саккунлă интересĕсене тивĕçтермеллине шута илсе çак процессене йĕркелеме Раççейре кирлĕ саккун тата норма никĕсне хатĕрленĕ-и?
- Раççей Федерацийĕнче демографи лару-тăрăвĕ лайăх тееймĕн, çавăнпа та ăста рабочисен /пайăррăн палăртатăп - рабочисен!/ кадрĕсен çителĕксĕрлĕхĕпе çыхăннă ыйту çивĕчленсех пырĕ. Кăçалхи çĕртме уйăхĕнче Раççей Федерацийĕн Президенчĕ В.В.Путин Раççей Федерацийĕн 2025 çулчченхи патшалăх миграци политикин концепцине çирĕплетнĕ. Унта палăртнă тăрăх - вăхăтлăх ĕç мигранчĕсене явăçтармалли тата ют çĕр-шывсен ĕç вăйĕ кирлине палăртмалли тытăма лайăхлатмалла. Ют çĕр-шывсен ĕçченĕсене пухмалли механизмсене йĕркелесси ытла та вăраха каять. Хăвăрах шухăшласа пăхăр: 2013 çул валли ют çĕр-шыв ĕçченĕсене явăçтармалли квотăна йĕркелесси вĕçленнĕ те ĕнтĕ, ĕç паракансем 2014 çул валли чикĕ леш енчен ĕçченсене йышăнмашкăн заявка пама пултараççĕ. Бизнеса тата икĕ çултан чикĕ леш енчи мĕнле ĕç вăйĕ кирлĕ пулассине пĕлсе тăма йывăр, çакă ĕçе такăнтарма пултарать. Манăн шухăшăмпа, квотăна йĕркелемелли процедурăна, ют çĕр-шывсен ĕç вăйне явăçтармалли тата унпа усă курмалли йĕркене малашне ансатлатса лайăхлатĕç.
Тата, паллах, çак ĕçе пурнăçланă май нацин ĕçлев рынокне хÿтĕлесси пирки те манмалла мар.
- Тавах интереслĕ те усăллă интервьюшăн. Ĕçĕр ăнса пытăр!
А.ВАСИЛЬЕВ калаçнă
Источник: "Хыпар"