ОТДЕЛ КУ ЦЗН ЧУВАШСКОЙ РЕСПУБЛИКИ МИНТРУДА ЧУВАШИИ В КОЗЛОВСКОМ РАЙОНЕОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Професси пĕлĕвĕ илме пулăшаççĕ

14 августа 2012 г.

      Хĕрĕм кăçал шкул пĕтерчĕ. Экзаменсене те ăнăçлах тытрĕ, анчах университета бюджет уйрăмне кĕреймерĕ. Ĕçлев центрĕ урлă професси тÿлевсĕр илме пулать-и? Е ун пек ирĕкпе ĕç стажĕ пуррисем кăна усă курма пултараççĕ-и? Тархасшăн, хаçат урлă ăнлантарсамăр.

М.ПЕТРОВА.Шупашкар хули.

     Саккунпа килĕшÿллĕн ĕçлев службин органĕсем профессисĕр /специальноçсăр/ граждансене, тивĕçлĕ квалификацисĕр ĕç тупайманнисене, çыннăн професси хăнăхăвĕпе шайлашуллă ĕç вырăнĕ çукран специальноçа улăштарма тивсен, сывлăх хавшанине е ытти сăлтавпа малтанхи профессипе ĕçлеме пултараймасан вĕренме, урăх професси илме, квалификацие ÿстерме яраççĕ.

    Ĕçлев службисем сĕннипе граждансем тÿлевсĕр вĕренеççĕ. Кунсăр пуçне республика тулашĕнче пĕлĕвне ÿстерекенсене укçа-тенкĕпе /вĕренÿ вырăнне çитме тата каялла килме çул укçи, вĕреннĕ хушăра тара илнĕ хваттершĕн тÿлеççĕ, çул çинче пулнă вăхăтри тăкаксене саплаштараççĕ/ пулăшаççĕ. Камсене чи малтан вĕренме яраççĕ-ха? Палăртнă йĕркепе ĕçсĕр тесе йышăннă инвалидсене, сусăр ачасен ашшĕ-амăшне, вĕсене усрава, опекăна илекенсене* ултă уйăх ĕçсĕр пурăннă граждансене* çар службинчен саппаса тухнисемпе вĕсен арăмĕсене /упăшкисене/* вăтам шкул пĕтернисене* професси пĕлĕвĕсĕр пĕрремĕш хут ĕç шыракансене.

     Çапла майпа сирĕн хĕрĕр хăй пурăнакан вырăнти ĕçлев центрĕ урлă чи малтисен йышĕнче республикăн ĕç рынокĕ ыйтакан специальноçа алла илме пултарать. Вĕренме яриччен ăна хăш енĕпе пултарулăхĕ ытлараххине палăртма пулăшĕç. 1-6 уйăх вĕренмелле, стипенди тÿлеççĕ.

    Ĕçлев центрĕн органĕсем 41 вĕренÿ учрежденийĕпе çыхăну тытаççĕ. Çак шутра виçĕ аслă шкул, вăтам професси пĕлĕвĕн вунă, НПОн сакăр, хушма професси пĕлĕвĕн 20 учрежденийĕ. Хальхи вăхăтра питĕ кирлĕ 50 тĕрлĕ профессие /специальноçа/ вĕрентеççĕ. Юлашки çулсенче ĕç рынокĕ çĕвĕçсене, закройщиксене, парикмахерсене, маникюр ăстисене, сутуçăсемпе кассирсене т.ыт.те уйрăмах нумай ыйтать.

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика