ОТДЕЛ КУ ЦЗН ЧУВАШСКОЙ РЕСПУБЛИКИ МИНТРУДА ЧУВАШИИ В КОЗЛОВСКОМ РАЙОНЕОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Пуçаруллисемпе шырава кÿлĕннисем маларах вырнаçаççĕ

04 августа 2012 г.

Республикăри ĕçпе тивĕçтерекен служба органĕсем пулăшнипе çулталăк пуçланнăранпа организацисене 24785 çынна ĕçе илнĕ, çулталăк вĕçлениччен вара 41800-шне ĕç тупса памалла.

Граждансене вырнаçтарассине йĕркеленĕ чухне вăй хурас туртăма çирĕплетес тата ĕç сĕнекене кадр ыйтăвне хăвăртрах татса пама пулăшас тĕллевпе ĕçлев службин органĕсем шырав тапхăрне кĕскетме тăрăшаççĕ. Çавна май учетра тăракансемпе кашнинпе профиль процедури ирттерсе вăл хăш ушкăна - шыракансен, сÿрĕккисен тата манипуляторсен - кĕнине палăртаççĕ. Паянхи кун тĕлне шута илнĕ граждансен 5 проценчĕ - пуçаруллă, 50-шĕ - шыракансем, 30-шĕ - сÿррĕккисем, 15-шĕ манипуляторсем шутланаççĕ. Ĕçлев центрĕсен специалисчĕсем анкета ирттерсе профиль ушкăнне уçăмлатнипе ĕçсĕр кашни çынна хăйне тивĕç ĕç шырас енĕпе тĕрлĕ пулăшу пама май килет.

Сăмахран, пуçаруллисене ĕç рынокĕнчи лару-тăру çинчен информаци илни те /уйрăмах ваканси пирки пĕлни/ çителĕклĕ. Вĕсем малтанхи вунă кунрах вырнаçма пултараççĕ. Çавăнпах-тăр унашкаллисем регистрациленнисен йышĕнче сахал.

Шыракансен ушкăнĕнчисенчен кашни иккĕмĕшĕ ĕç тупать. Вĕсем хаваспах професси вĕренĕвне каяççĕ, социаллă адаптаци пулăшăвне илеççĕ, ваканси ярмăрккисене тата общество ĕçĕсене пуçаруллăн хушăнаççĕ.

Сÿрĕккисен ушкăнĕнчи ĕçсĕрсен профессийĕсем рынок ыйтаканнипе килĕшсех тăмаççĕ, ĕçлес туртăмĕ те пысăках мар. Апла пулин те социаллă адаптаци, професси вĕренĕвĕн мероприятийĕсенче пулнă, психологи пулăшăвĕ илнĕ, ваканси ярмăрккисене тата ĕçлевĕн вăхăтлăх мелĕсене хутшăннă хыççăн вĕсен 44 проценчĕ ĕçлĕ пулать. Психологи пулăшăвĕн “Карьерăна планласси”, “Ĕç рынокĕнчи тупăшма пултараслăха хăпартасси”, “Ăнăçу технологийĕ”, “Хăвна шан”, “Хăвăн пурнăçна йĕркелесе пыр” тренингсене - центр специалисчĕсем асăннă мероприятисене 15 енпе йĕркелеççĕ - çÿренисен хăйсене професси тĕлĕшĕнчен хакласси тата ĕçлес туртăмĕ сисĕнмеллех ÿсет. Çулталăк пуçланнăранпа 85 тренингра пĕр пине яхăн ĕçсĕр çын пулнă, кашни иккĕмĕшне ĕçе илнĕ е вăл пурнăç ыйтакан профессие вĕренме тытăннă. Ĕç рынокĕнчи социаллă адаптаци мероприятийĕсене хутшăннă 1,7 пине яхăн çын шырав технологине - ĕç паракан умĕнче хăй пирки ырă ят хăварма пултарассине - вĕреннĕ. Çав йышăн 60 проценчĕ ытла тивĕçлĕ вырăн тупнă. Ĕç параканпа хутшăнма вĕрентекен тулли информацие Чăваш Ен халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин сайчĕн “Эсир ĕç шыратăр” пайĕнче илме пултаратăр. Тăвай, Красноармейски, Елчĕк, Шăмăршă, Патăрьел районĕсенче, Канаш, Çĕнĕ Шупашкар тата Çĕмĕрле хулисенче ĕçсĕр граждансене психологи хÿтлĕхĕ тата социаллă адаптаци парассине уйрăмах лайăх йĕркеленĕ - вĕсенче асăннă мероприятисене çÿренисен 70-80 проценчĕ ĕç тупать.

Ăслайсен ушкăнне кĕрекен ĕçсĕрсен профессийĕ паянхи пурнăçшăн пĕлтерĕшлĕ, анчах унашкаллисен ĕçлес туртăм пĕчĕк - кусем ĕçсĕрлĕх пособине чи пысăк виçепе /4900 тенкĕ/ илсе тăнисем тата пенсие тухасса кĕтекенсем. Профилĕн асăннă ушкăнĕнчисен 39 процентне çапах та вырнаçтарма май килнĕ.

Центра пулăшу ыйтма пынă кашни гражданина ĕçе вырнаçтарас енĕпе уйрăммăн хутшăннипе ĕçсĕр шутланă тапхăра кĕскетме тата учетра тăрас вăхăт тăсăмне чакарма май килнĕ. Иртнĕ çулхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне ĕçсĕр çынсем вăтамран учетра 5 уйăх тăнă тăк, кăçал ку кăтарту 4,5 уйăха çити пĕчĕкленнĕ. Красноармейски, Елчĕк, Муркаш, Шăмăршă, Патăрьел районĕсенче тата ытти районта вăл республикăн вăтам цифринчен те пĕчĕкрех, 2,7-3,5 уйăхпа танлашать.

Пулăшупа пурте усă курма пултарччăр тесе тата унăн пахалăхне ÿстерес тĕллевпе информацин хальхи технологийĕсене пурнăçа кĕртеççĕ. Ĕçлев службин органĕсем сĕннипе республикăри ĕç паракансенчен 113-шĕ вакансисене йышăнас текенсемпе калаçса хутшăнмашкăн курав-чат /Skype/ функциллĕ сасă хутшăнăвĕн программисене хута янă, вĕсемпе усă кураççĕ. Skype-технологие ĕçе кĕртнипе çулталăк пуçланнăранпа ĕçсĕр граждансемпе 277 калаçу ирттернĕ хыççăн 59 çынна ĕçе илнĕ. Ку программăсемпе Шупашкар /“Электром” ООО, “Чăвашкабель”, “Промтрактор” АУОсем/, Çĕмĕрле /”Çĕмĕрле хулинчи электричество сечĕ” МУП, “Çĕмĕрлери “Елочка” ача çурчĕ” КОУ, “Сталь” ООО/ хулисенчи, Вăрмар /Вăрмарти АТП, “КБО” МУП, С.Афанасьев уйрăм предприниматель/, Шăмăршă /”Мир” АХО, “Шанс” ООО, БТИ/ районĕсенчи ĕç паракансем пуçаруллă усă кураççĕ. Вакансисем, пушаннă вырăнсем, тулли мар режима куçни е пăрахăçлани çинчен информацие, справка тата консультаци çĕнĕлĕхĕсене ĕçлев центрĕсемпе ĕç паракансен пĕр-пĕринпе улăштармашкăн 65 пуçлăх “Электронлă ĕç паракан” программа комплексне хута янă.

Кăçалхи утă уйăхĕнчен республика çыннисем ĕçлевпе çыхăннă пулăшăвăн тăватă тĕсне электрон мелĕпе тивĕçме пултараççĕ - çапла тумашкăн патшалăх пулăшăвĕн порталĕнче - www.gosuslugi.ru - регистрациленмелле. Сăмах май, вăл паян 94 тĕрлĕ пулăшу сĕнет. Вĕренÿ роликĕсемпе тата пулăшу материалĕпе усă курса регистрацие тăма ансат. Республикăра пурăнакансем пĕрремĕш çул мар ĕнтĕ ĕç шыранă чухне вакансисен базине служба центрĕсенче тата çынсем йышлă пулакан çĕрте лартнă информаци терминалĕ урлă çăмăллăнах тупаççĕ. Çулталăк пуçланнăранпа вĕсемпе усă курса “Раççейри ĕç” порталта тата республикăри вакансисен банкĕнче вырнаçтарнă ĕç вырăнĕсене Чăваш Енре пурăнакан 47 пин çын суйласа илнĕ.

Асăннă çĕнĕлĕхсем граждансем ĕçлев центрĕсене пырса пулăшу ыйтнипе кăна мар, хăйсем тĕллĕн юрăхлă ĕç шыранă чухне те асăннă служба информацин анлă уçлăхне кĕртнĕ вакансисене тĕпе хурса вырăн тупма пултараççĕ.

Материала Чăваш Ен ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх служби хатĕрленĕ.

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика